Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗптенӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑлха чикки туянтармалла-и ӑна? — шухӑша кайнӑ пекрех ыйтрӗ питне тӗве тирӗнчен ҫӗленӗ пашлӑкпа кӗптенӗ патвар казак.

— Дать ему взбучки? — раздумчиво спросил дюжий казак с лицом, закутанным верблюжьим башлыком.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл инҫетрен вӑйкӑнса килнӗ, ҫӗр хута кӑштах ырнӑ, анчах ир еннелле ҫав-ҫавах Каспи леш енчи пушхирсен вӗри сывлӑшне варкӑштарса ҫитернӗ те, сулахай ҫыран айлӑмӗнчи ҫаранлӑха ҫаврӑнса ӳксе, сывлӑма типӗтнӗ, тӗтрене сирсе салатнӑ, Дон ҫумӗнчи шурӑ чуллӑ сӑртсен юпписене хӗрлӗрех тӗслӗ пӑчӑ янкарпа пиелесе кӗптенӗ.

Он летел издалека, приустал за ночь, но к утру все же донес горячий накал закаспийских пустынь и, свалившись на луговую пойму левобережья, иссушил росу, разметал туман, розовой душной мглою окутал меловые отроги придонских гор.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Старик пӑхма тухрӗ, пӳрте, питне куҫ харши таран пашлӑкпа кӗптенӗ темле ҫынпа пӗрле кӗчӗ.

Старик вышел посмотреть, вернулся с кем-то, по брови укутанным башлыком.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӗкӗсене шӑртлантарса хунӑ хура кайӑксене аса илтерекен юлан утҫӑсем лапсӑркка ҫӗлӗкӗсене сӑмсисем ҫине антарса лартнӑ; вӗсем ҫулланса тӑракан хӑмӑр ӳтлӗ пичӗсене пашлӑкпа кӗптенӗ те йӗнерсем ҫинче шӑнса кӳтнӗ пек хутланса пыраҫҫӗ.

Всадники, похожие на нахохленных черных птиц, ехали, надвинув высокие папахи, зябко горбились в седлах, кутали в башлыки маслено-смуглые лица.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех