Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑчӑк сăмах пирĕн базăра пур.
кӑчӑк (тĕпĕ: кӑчӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗри мана кӑчӑк туртать.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ хӑйне курсан, Шурик мана кӑчӑк туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Павӑл мана ҫураҫма пынӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Капла чӗнсен, хӑ-хӑ, манӑн вара чӑтма ҫук пыр ярӑнма, куҫ умӗнче ҫур кӗленче, нӗрсӗр епресе, куҫпа та, пӳрнепе те кӑчӑк тума, медянка пек явкаланма, балет артистки пек авкаланма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Эпӗ куҫпа кӑчӑк туса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ула Тимӗр алӑри сехетне салтрӗ те иртен-ҫӳрене пичӗпе — ҫут ҫаврашкипе «кӑчӑк туртмалла» сулахай ал лаппи ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сима айван-ха, кӑшт кӑчӑк туртнипех чупса пырать, эсӗ вара шӑп та лӑп пиҫсе ҫитнӗ хӗрарӑм! — чаршав хыҫӗнче хальхинче чуптуни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Вӑл хӑвӑрт каялла ҫаврӑнчӗ те килхушшинчи темӗнле ҫынна аллипе кӑчӑк туртса паллӑ пачӗ.

Живо обернувшись назад, она подала знак кому-то во дворе.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗри ман патна пычӗ те: — «Ҫамрӑк ҫын, кунта кил-ха!» — тесе кӑчӑк туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вова, хӗре хӑй патне пыма паллӑ парса, хуллен кӑчӑк туртрӗ, шӑппӑн темскер каларӗ те, тетӗшӗн ҫырӑвне тыттарса, каялла тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кил-ха, Хветут, кил, — тесе, Сахар, шӗвӗр пӳрнипе кӑчӑк туртса, ӑна хӑй патне чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӗвӗр пӳрнипе кӑчӑк туртсах чӗнсе илчӗ пире хӑй патне.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Уяв пуҫлӑхӗ, мӑн сухаллӑ, тӑн-тӑн кӗлеткеллӗ Киргизов, кӑчӑк туртса, пӗр юланутлӑ ҫынна хӑй патне чӗнсе илчӗ, ӑна шӑппӑн тем каласа ӑнлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑвашсене курсан усламҫӑсем вӗсене тӳрех хӑйсем патнелле кӑчӑк туртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫавӑнтах вӑл Мамич-Бердея кӑчӑк туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑкшамара ҫитсе утсем ҫинчен ансан хан кӑчӑк туртса Мамич-Бердея хӑйӗн патне кӗме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах та, вӑл кӑчӑк туртрӗ те кил хуҫине шалти пӳлӗме чӗнсе кӗртрӗ, Илтепи вӗсене мӗн те пулин кирлӗ мар-и тесе вӗсен хыҫҫӑн кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эсӗ, хӗрлӗ сухал, сӑмахран, кам пулатӑн? — терӗ дьяк ушкӑнра чи малта тӑракан ҫынна хӑй патне кӑчӑк туртса.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Учительница кайсан, Коля пире нумай пӗлтерӗшлӗн кӑчӑк туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Касак Ваҫҫи Иванюка кӑчӑк туртса хӑй патне чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр самантлӑха хамӑн хӑрушӑ шухӑша пусарса чустапа ӗҫлес кӑмӑл пурччӗ, анчах атте мана сӗтел патне пыма кӑчӑк туртрӗ, кукаҫисенчен илсе килнӗ пӗчӗк чашӑкри кӗрпеклӗ пыла кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех