Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑчӑк сăмах пирĕн базăра пур.
кӑчӑк (тĕпĕ: кӑчӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ешӗлпи хӑйӗн сӑмахне вӗҫлеймерӗ — Шывхуҫи теме сиссе арӑмне хӑй патнелле кӑчӑк туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫынсене хӑй патне кӑчӑк туртса тӑтӑр.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Павӑл урамра лӗпӗшсем хӑваласа ҫӳрекен пӗр ачана курчӗ те ӑна кӑчӑк туртрӗ:

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗррехинче, ӗнесене суса пӗтерсен, Магдаль каллех Вассана кӑчӑк туртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Аллинчи куршанак чӑмӑрккине йӑваланӑ май, вӑрманӑн кӑчӑк туртакан илемлӗхне парӑнса, пуҫне шухӑшлӑн ҫӗклесе тытрӗ те икӗ йывӑҫ хушшипе курӑнакан ҫамрӑк хӑртне ҫумӗнчи пӗчӗк уҫланкалла пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Мана та тӑван ялӑм, тӑван тавралӑхӑм куҫ умӗнче кӑчӑк туртса тӑнӑ пекех илӗртет.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Каялла тухнӑ май Аликова кӑчӑк туртса чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унӑн кашни сӑпайлӑ хусканӑвӗнче хӑй патне кӑчӑк туртакан илем пур.

Куҫарса пулӑш

Чун-хавала ҫӗклекен // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %b5%d0%bd/

Пахчине е пӳрт-йӗри таврашне тухсан илемлӗ чечексем кӑчӑк туртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Темле палламан ҫын калаҫать, телефон тӑрӑхах кӑчӑк туртнӑ евӗр: «Халех кил, кил, эпир сана кӗтетпӗр, Аня та кӗтет», — тесе чӗнет.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Кунта кил-ха, — кӑчӑк туртрӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Кунта лар, мучи! — аллипе кӑчӑк туртрӗ плащ тӑхӑннӑ ҫамрӑк арҫын.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Темле хӗр те кӑчӑк туртсанах чупса пырӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мулентейӗ ахӑрса Арӑм тавра сӗртӗнет, Чӗркуҫҫине ҫат хуҫса Калла кайса кукленет, Аллисемпе умӗнче Кӑчӑк туртса илӗртет, Ташӑ ҫемми хушшинче Хӗр йӗррипе вӑл йӗртет…

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хуллисене хуҫлатса Кӑчӑк туртать шӑпарҫа, Кӗҫ ҫавӑнтах антӑхса Асне илет асамҫа: Мулентейӗн шӑпӑрӗ Иккӗмӗшӗ чарӑнать, Унӑн анлӑ кӑкӑрӗ Сывлӑш ҫитми тӑвӑнать…

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Аслӑ кинӗ ташшине, Алли кӑчӑк туртнипе, Курма пычӗ шилӗкрен Хӑта кӑмӑл килнӗрен.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Авкаланса, юрласа, Хуҫкаланса ташлаҫҫӗ, Хуллисене кукӑртса, Кӑчӑк туртса шӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑл мана, вунӑ-вунпӗр ҫулхи ачана, хӑй патне кӑчӑк туртса чӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Кӗтӗр! — тесе шӑппӑн каларӗ те Санюка кӑчӑк туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Эпир, ҫамрӑксем, ҫӗнӗ юрӑ вӗренме клуба пухӑннӑччӗ, юрӑ ӗнерсе лараттӑмӑр, — терӗ Улюк хашка-хашка, — клуба ферма пуҫлӑхӗ Мӗтри Ҫимунӗпе Ванькка шофер кӗчӗҫ те Верука кӑчӑк туртса чӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех