Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑн ҫинчен ҫырса кӑтартнӑччӗ Мускавра тухакан пӗр хаҫатра.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ас тӑватӑп-ха, кӳршӗ ял — Ҫӗнкас ачисем хӗлле пирӗн шкула пукане театрӗ килсе кӑтартнӑччӗ.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Пушхирӗн ҫак пейзажне кӑшт маларах кӑтартнӑччӗ, анчах та эпӗ ӑна сире уҫӑмлӑрах кӑтартас тӗллевпе ҫӗнӗрен ӳкертӗм.
XXVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Пӑшала мӗнле авӑрламаллине те кӑтартнӑччӗ ашшӗ ҫавӑн чухне.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Район хаҫатӗнче сӑнне пичетленӗччӗ, чаплӑ ӗҫӗ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑччӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.
Пӗррехинче эпӗ ӑна мӑшкӑл кӑтартнӑччӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
«Ку — Лашманов пӳрчӗ», — тесе кӑтартнӑччӗ.
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Хытӑрахчӗ те ӗнтӗ ун ҫинче ҫывӑрма - ытлах туйман та эпир, темӗнле нушана та тӳсме ӗлкӗрнӗскерсем, - каласа кӑтартнӑччӗ 1980-мӗш ҫулсенче тӗлпулӑва килсен блокадниксем.
Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.
Сунарҫӑсем хӑшпӗр чухне йывӑҫ тӑрринче типсе-хӑрса кайнӑ ҫын шӑммисене тупни ҫинчен кала-кала кӑтартнӑччӗ.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫавӑн чухне каласа кӑтартнӑччӗ ӗнтӗ Аванкай хӗре хӑй ҫинчен…
Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Кӑвак ҫӗмрен» роман пичетленсе тухсассӑн ман пата та, кӗнеке издательствине те вулакансенчен питӗ нумай ҫыру килчӗ, — каласа кӑтартнӑччӗ Юхма Мишши.
Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.
Пӗрре ашшӗ, хӗлле, Шупашкар хулине Илсе кайса кӑтартнӑччӗ хай хӗрне.
II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Библиотекӑра тата клубра Оксана Хомуткина библиотекарь тата эпӗ тӑрӑшнипе ятарлӑ стендсем хатӗрленӗччӗ, шкулта вӗренекенсене ӗҫпе чап ҫӗнсе илнӗ тата ялтан тухнӑ, республика, Раҫҫей шайӗнче палӑрнӑ ҫынсем пирки те пӗрлехи вӑйпа каласа кӑтартнӑччӗ.
Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc
Хулари шульӑксем пирӗн йышшисене чавса таран лартни ҫинчен водолив малтанах каласа кӑтартнӑччӗ пире, «Кирлӗ мар мана, ав, пасара кӗрсе сут», — тесе хӑвартӑм та пӑрӑнса кайрӑм.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ун ҫинчен мана Степан Лукич тахҫанах каласа панӑччӗ, сӑн ӳкерчӗкне те, вӑл ҫырнӑ кӗнекесене те кӑтартнӑччӗ, ҫавӑнпа эпӗ ӑна халь хӑйне курсан тӳрех ас туса илтӗм.
Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.
Ҫав ӳкерчӗк ҫинче вилише пенӗ кушак аҫине шӑшисем пытарма тӑнине кӑтартнӑччӗ.
Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пичче Кукшака кайиччен мана саспаллисене кӑтартнӑччӗ, анчах эпӗ вӗсене ҫыпӑҫтарса вулама пӗлейместӗп.
Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эп ҫакӑн пек сӑмахсем илтрӗм тесе Иван ун ҫинчен амӑшне те каласа кӑтартнӑччӗ.
11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хусан пирки мӗн шутланине Максим Грек аслӑ княҫа виҫӗ ҫул каяллах каласа кӑтартнӑччӗ.
14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ку хаҫата Тихомирнов патӗнче пӗрре курнӑччӗ Эльгеев, Германӑн пиччӗшӗ — Виктӑр — кӑтартнӑччӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.