Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ну, эпӗ тупсӑмне ҫурри ытла уҫса парам-ха сана: Рахметов илемлӗхӗн чи пысӑк, тӗп ыйтӑвне, шӑпах ҫав ыйтӑва тивӗҫтерме кирлӗ; ну, ну, мӗнле ыйту-ха вӑл, хуть халӗ те пулин тавҫӑрса ил-ха, ӑна тивӗҫтермешкӗн мӗн тумалла пулнине, сана Рахметова кӑтартнипе ӑна мӗнле майпа тивӗҫтернине тавҫӑрса ил-ха халӗ те пулин — каласа кӑтартакан ӗҫсенче Рахметов нимӗн те тумасть-ҫке-ха (ниҫта та хутшӑнмасть, — ну-ка, тавҫӑрса ил-ха.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кашни босякӑн тенӗ пекех хӑйсен иртнӗ кунӗсенче пӗр-пӗр «купца майри» е «таса йӑхран тухнӑ улпут майри» пур, кашни босякӑнах ҫав купца арӑмӗ е улпут майри, ун ҫинчен темиҫе тӗрлӗ каласа панипе, тӗрлӗрен пӳ-силлӗ, тӗрлӗрен туйӑм-кӑмӑллӑ туса кӑтартнипе, юмахри сӑн-сӑпат пек пулса тухать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Чӗрӗ «маяксем» ҫул кӑтартнипе пӑрахут ӑшӑх вырӑнтан каялла тухать.По голосам живых «маяков» пароход малым ходом стал перебираться через перекат.
Улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл ҫав пӗтӗм ӗҫе Гек епле хутшӑннин вӑрттӑнлӑхне сцена ҫинчи пысӑк искусствӑпа уҫса кӑтартса пачӗ, анчах мистер Джонс каласа кӑтартнипе интересленесси хытӑнах чакса кайрӗ, ҫынсем хӑйсем тӗлӗннине те питех палӑртмарӗҫ, урӑх чухне вӑл ун пек пулмастчӗ ӗнтӗ.
34-мӗш сыпӑк. Ылтӑн юхамӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Туслӑ тӗлпулу удмуртсемпе мари вырсарни шкулне ҫӳрекенсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнипе вӗҫленчӗ.
Туслӑх Ҫурчӗшӗн канмалли кун ҫук // Ирина Трифонова. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... li-kun-cuk
32. Хӑвӑрӑн унчченхи кунӑрсене аса илӗр-ха: ун чухне эсир, чӑнлӑх ҫутине курнӑскерсем, мӗн чухлӗ асап куртӑр: 33. е хӑвӑра мӑшкӑл тунипе, хӗн-хур кӑтартнипе эсир ҫын кулли пултӑр, е ҫав асапсенех куракан ытти ҫынсемпе пӗрле тӳсрӗр; 34. эпӗ тӗрмере ларнӑ чухне эсир маншӑн та хуйхӑртӑр; хӑвӑр валли тӳпере паха та нихӑҫан пӗтми пурлӑх пуррине пӗлсе тӑрса, эсир кунти пурлӑхӑра турта-турта илнине савӑнса тӳсрӗр.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпир таса кӑмӑлпах ҫакӑншӑн мухтанма пултаратпӑр: эпир тӗнчере — уйрӑмах сирӗн патӑрта — пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ тӳрӗлӗхпе, этем ӑсӗпе мар, Турӑ тивлечӗ кӑтартнипе пурӑнатпӑр.
2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫапла ӗнтӗ, тӑванӑмӑрсем, ӳте пӑхӑнса пурӑнмашкӑн эпир ӳте парӑмлӑ мар: 13. эсир ӳте пӑхӑнса пурӑнатӑр пулсассӑн, вилӗмрен хӑтӑлаймӑр; ӳт ӗҫӗсене Сывлӑшпа пӗтеретӗр пулсассӑн, чӗрӗ пулатӑр: 14. Турӑ Сывлӑшӗ кӑтартнипе ҫӳрекенсем пурте — Турӑ ывӑлӗсем, 15. мӗншӗн тесессӗн эсир чуралӑх сывлӑшне йышӑнмарӑр, вӑл сире каллех хӑратса тӑнӑ пулӗччӗ, эсир ывӑллӑха кӗртекен Сывлӑш илтӗр, ҫав Сывлӑш урлӑ эпир Турра: «эй Авва, Аттемӗр!» тесе чӗнетпӗр.
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Санӑн ывӑлусем сиенленмесӗр сыхланса юлччӑр тесе, Эсӗ ятарласа хушнине пӑхӑнса, ҫӳлтен кӑтартнипе пӗтӗм ҫутҫанталӑк каллех тӗпрен улӑшӑннӑ.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫынсем хӗсӗрлекенсем хӗн кӑтартнипе йынӑшаҫҫӗ, вӑйлисен алли асаплантарнипе ахлатаҫҫӗ; 10. анчах никам та ҫапла каламасть: «Турӑ, мана пултарнӑ Турӑ, ӑҫта-ши? ҫӗрле юрӑ паракан, 11. пире ҫӗр ҫинчи выльӑха панинчен ытларах ӑс паракан, тӳпери вӗҫен кайӑка панинчен ытларах тӑн паракан ӑҫта-ши?» темест.
Иов 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗлермелле айӑпланӑ ҫын икӗ е виҫӗ кӳнтелен сӑмахӗ тӑрӑх вилӗме тивӗҫлӗ: пӗр кӳнтелен ҫеҫ каласа кӑтартнипе вӗлерме тытса памалла мар; 7. ӑна вӗлермешкӗн ун ҫинче пуринчен малтан кӳнтеленсен алли пулмалла, унтан пӗтӗм халӑх алли пултӑр; усала хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа хушнипе ҫула тухнӑ, Ҫӳлхуҫа хушнипе чарӑнса тӑнӑ: пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче тӑнӑ чухне вӗсем те ҫав вӑхӑт хушши пӗр вырӑнта тӑнӑ; 19. пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче чылай вӑхӑт хушши тӑнӑ чухне Израиль ывӑлӗсем те, Ҫӳлхуҫа ҫапла кӑтартнине пӑхӑнса, ҫула тухман; 20. хӑш чухне вара пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче сахал вӑхӑт хушши тӑнӑ: вӗсем Ҫӳлхуҫа кӑтартнипе чарӑнса тӑнӑ, Ҫӳлхуҫа кӑтартнипе хускалса ҫула тухнӑ; 21. хӑш чухне пӗлӗт каҫран пуҫласа ирччен ҫеҫ тӑнӑ, ирхине пӗлӗт ҫӗкленсе кайнӑ, ун чухне вӗсем те хускалса кайнӑ; е пӗлӗт кӑнтӑрла тата ҫӗрле тӑнӑ, вӑл ҫӗкленсессӗн, вӗсем те хускалса кайнӑ; 22. е тата пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче икӗ кун е пӗр уйӑх, е темиҫе кун тӑнӑ, ун чухне Израиль ывӑлӗсем те чарӑнса тӑнӑ, ҫула тухман; пӗлӗт ҫӗкленсессӗн тин хускалса кайнӑ; 23. Ҫӳлхуҫа кӑтартнипе чарӑнса тӑнӑ, Ҫӳлхуҫа кӑтартнипе ҫула тухнӑ: Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсем Ҫӳлхуҫа кӑтартнине пӑхӑнса пынӑ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.