Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Апаш, Айзман, Александр Фадеев, Алексей Кокель, Алексей Ургалкин, Алькеш, Анаткасс, Афанасий Никитин, Ахлаткин, Ашмарин, Бажов, Бажов 2-мӗш, Хурӑнлӑ, Бичурин, Болгарстрой, Борис Алексеев, Бородин, Бродский, В. Ярды, Вачалкасси, Виктор Родионов, Чиеллӗ, Гарин-Михайловский, Боголюбов генерал-полковник, Глинка, Гоголь, Капӑр, Дунаевский, К. Симонов, Канаш ҫулӗ – мӑшӑр енри ҫуртсем, Карл Либкнехт, Клуб, Кременской, Крупская, Кӳкеҫ, Кузнецов, Вӑрман – 1 №-лӗ ҫуртран пуҫласа 16 №-лӗ ҫурт таран, Ҫулҫӑллӑ, М.А. Сапожников, Макаренко, Менделеев, Менжинский, Моисей Спиридонов, Мусоргский, Анатри, Анатри 2-мӗш, Низами, Ҫӗнӗ, Опикасси, Ҫирӗк, Мӑйӑр, Пархоменко, Перов, Плеханов, Пржевальский, Пучков, Тӳремлӗх, Рихард Зорге, Кӗл чечек, Роза Люксембург, С. Лазо, Мухина скульптор, Токмаков, Трактор, Тургенев, Эреш, Ушинский, Федор Павлов, Фрунзе, Фурманов, Чечеклӗ, Таса, Аначкасси, Шелепи, Шота Руставели, Шупуҫҫынни, Кӑнтӑр 1-мӗш, Кӑнтӑр 2-мӗш, Кӑнтӑр 3-мӗш, Кӑнтӑр 4-мӗш, Кӑнтӑр 5-мӗш, Кӑнтӑр 7-мӗш, Кӑнтӑр 8-мӗш, Кӑнтӑр 9-мӗш, Юннат, Юрий Зайцев, Ухсай Яккӑвӗ, Яблочков.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче миравай судьясен должноҫӗсене тата суд участокӗсем туса хурасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
19. Кӑнтӑр чикки кӑнтӑр енчи Тамара патӗнчен Кадис патӗнчи ӳпкевлӗ шыва ҫити тӑсӑлать, юхӑм шывӗ май Аслӑ тинӗсе ҫитет; ҫакӑ кӑнтӑр енчи кӑнтӑр ҫӗрӗ.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кӑнтӑр чикки Кириаф-Иарим патӗнчен пуҫланать, кӑнтӑр енӗпе тинӗс еннелле пырса Нефтоах ҫӑлӗ патне ҫитет; 16. унтан чикӗ ту енне — Енном ывӑлӗн айлӑмӗпе юнашар, рефаимсен айлӑмӗнчен ҫурҫӗр енче ларакан ту енне — анать, вара Енном айлӑмӗпелен Иевусӑн кӑнтӑр енне анса Ен-Рогел патнелле каять; 17. вара ҫурҫӗр еннелле пӑрӑнать те Ен-Шемеш патнелле пырать, унтан Адуммим сӑртне хирӗҫех вырӑнаҫнӑ Гелилоф патне ҫитет, ҫакӑнтан вара Боганӑн — Рувим ывӑлӗн — чулӗ патне анать; 18. унтан тӳремлӗх ҫывӑхӗпе ҫурҫӗрелле иртсе тӳремлӗхе анать; 19. кунтан чикӗ Беф-Хогла ҫумӗпе ҫурҫӗрелле кайса Тӑварлӑ тинӗсӗн ҫурҫӗр енчи авӑрне, Иорданӑн кӑнтӑр енчи вӗҫне, ҫитсе тухать.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене шӑпа тӑрӑх тухнӑ ҫӗрӗ Иуда ывӑлӗсемпе Иосиф ывӑлӗсен ҫӗрӗ хушшинче пулнӑ; 12. ҫав ҫӗрӗн ҫурҫӗр енчи чикки Иордан патӗнчен пуҫланса Иерихон ҫумӗпе ҫурҫӗр енчен иртсе каять те анӑҫалла пӑрӑнать, ту ҫине хӑпарса Бефавен пушхирне пырса тухать; 13. унтан чикӗ Луз енне каять, Лузӑн — урӑхла каласан Вефиль теекен хулан — кӑнтӑр еннелле пырса Анатри Беф-Оронӑн кӑнтӑр енче ларакан Атароф-Адар тӑвӗ патнелле анать; 14. унтан чикӗ кӑнтӑралла пӑрӑнать те Беф-Оронран кӑнтӑр енчи сӑртран кӑнтӑр енне тинӗс патнелле сулӑнать, вара Кириаф-Ваал патне — урӑхла каласан Кириаф-Иарим патне, Иуда ывӑлӗсен хули патне — ҫитсе тухать.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 46. этем ывӑлӗ! кӑнтӑр еннелле ҫаврӑнса тӑр, кӑнтӑр енне кала, кӑнтӑр хирӗнчи вӑрмана малашне мӗн пулассине пӗлтер.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш, кала вӗсене: эсир Ханаан ҫӗрне ҫитсе кӗретӗр те — акӑ вӑл, сире пӳрнӗ еткерлӗх ҫӗр, Ханаан ҫӗрӗ, унӑн чиккисем акӑ: 3. сирӗн кӑнтӑр енӗ Эдом патӗнчи Син пушхирӗнчен пуҫланать, унтан сирӗн кӑнтӑр чикки Тӑварлӑ тинӗс вӗҫӗнчен, тухӑҫ енчен каять, 4. унтан чикӗ кӑнтӑралла Акравим сӑрчӗ еннелле каять, Син урлӑ каҫать, кӑнтӑр еннелле Кадес-Варни патнелле мӑкӑрӑлса тухать, унтан Гацар-Аддара ҫитиччен пырать, унтан Ацмон урлӑ каҫать; 5. Ацмонран иртсессӗн, чикӗ Египет шывӗ еннелле каять, вара тинӗс хӗррине тӑсӑлса тухать.
Йыш 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӑл пӗтӗм вӑйне, хӗрӳлӗхне кӑнтӑр патшине хирӗҫ ярӗ, ӑна кӑнтӑр патши пысӑк йышлӑ ҫарпа ҫитсе тапӑнӗ; йышлӑ та питех те вӑйлӑ ҫарпа вӑрҫа тухӗ, анчах тӳссе тӑраймӗ, мӗншӗн тесессӗн ӑна хирӗҫ кавар тӑвӗҫ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Гад чиккипе юнашар кӑнтӑр енче кӑнтӑр чикки Тамара патӗнчен пуҫланса Кадис патӗнчи ӳпкевлӗ шыва ҫити тӑсӑлать, унтан юхӑм шыв хӗррипе Аслӑ тинӗсе ҫитет.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Уявсенче Ҫӳлхуҫа умне тӑма килнӗ халӑхӑн ҫапла тумалла: ҫурҫӗр хапхинчен кӗнӗ ҫын кӑнтӑр хапхинчен тухмалла, кӑнтӑр хапхинчен кӗни ҫурҫӗр хапхинчен тухмалла; унӑн хӑй кӗнӗ хапхаран тухмалла мар, хирӗҫҫи хапхаран тухмалла.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Кайран вӑл мана кӑнтӑр хапхинчен шалти картишне илсе кӗчӗ; кӑнтӑр хапхине те виҫрӗ, унчченхи пекех пулчӗ.28. И привел он меня через южные ворота во внутренний двор; и намерил в южных воротах ту же меру.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Шалти картишне кӑнтӑр хапхипе те кӗме пулать; вӑл хапхапа кӑнтӑр хапхи хушшине виҫрӗ — ҫӗр чике пулчӗ.27. И во внутренний двор были южные ворота; и намерил он от ворот до ворот южных сто локтей.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Кӑнтӑр вӑрманне кала: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле; Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ сан ӑшӑнта вут чӗртӗп, вӑл вара санӑн пур ешерекен йывӑҫна та, пур хӑрнӑ йывӑҫна та ҫунтарса ярӗ; тӗлкӗшекен ҫулӑм сӳнмӗ, вӑл кӑнтӑртан пуҫласа ҫурҫӗре ҫитиччен пурне те ӗнтсе ярӗ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл каланӑ: эпӗ — Египет ачи, Амалик ҫыннин чури; чирлесе ӳкрӗм те, хуҫам мана пӑрахса хӑварчӗ, ӗнтӗ виҫҫӗмӗш кун чирлетӗп; 14. эпир Керети ҫӗрӗн кӑнтӑр пайне, Иуда ҫӗрне тата Халевӑн кӑнтӑр пайне тапӑнса кӗтӗмӗр, Секелага вара ҫунтарсах ятӑмӑр, тенӗ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тухӑҫ енчи чикӗ [тӑршшӗпех] Тӑварлӑ тинӗс хӗррипе пырса Иордан вӑррине ҫитиччен тӑсӑлать; ҫурҫӗр енчи чикӗ вара тинӗс авринчен, Иордан вӑрринчен пуҫланать; 6. ҫакӑнтан чикӗ Беф-Хогла патнелле улӑхать, ҫурҫӗр енчен Беф-Арава патнелле кайса тӑвалла Рувим ывӑлӗн Боганӑн чулӗ тӗлне ҫитичченех пырать; 7. унтан Ахор айлӑмӗнчен пуҫласа Давир патнелле улӑхса каять, ҫурҫӗр енче Галгал еннелле — юхӑм шывӑн кӑнтӑр енче вырӑнаҫнӑ Адуммим тӳпемӗ тӗлне — пӑрӑнать; унтан чикӗ Ен-Шемеш шывӗнчен иртсе Ен-Рогел патне ҫитет; 8. унтан чикӗ, Иевус теекен Иерусалимӑн кӑнтӑр енӗпе иртсе кайса, Енном ывӑлӗн айлӑмне улӑхать, вара сӑрт тӳпине — Енном айлӑмӗнчен анӑҫалла, Рефаим айлӑмӗ хӗрринчен ҫурҫӗрелле вырӑнаҫнӑ сӑрт тӳпине — хӑпарать; 9. сӑрт тӳпинчен чикӗ Нефтоах ҫӑлкуҫӗ патнелле пӑрӑнать, Ефрон тӑвӗ ҫинчи хуласем патне ҫитсе Ваал еннелле пӑрӑнать, вӑл ӗнтӗ Кириаф-Иарим хули пулать те; 10. вара чикӗ Ваал патӗнчен тинӗс патнелле пӑрӑнать [те] Сеир тӑвӗ енне [каять], Кесалон теекен Иеарим тӑвӗн ҫурҫӗр енӗпе иртсе Вефсамис патнелле анать, Фимна витӗр тухать; 11. унтан чикӗ Екронӑн ҫурҫӗр енӗпе кайса Шикарон патнелле пӑрӑнать, Ваал [ҫӗрӗнчи] ту урлӑ каҫса Иавнеила ҫитет, вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иуда ывӑлӗсен йӑхне, ӑрусеренӗн, акӑ ҫапла шӑпа тухнӑ: вӗсен ҫӗрӗ Идумейӑпа чикӗллӗ Син пушхирӗ еннелле, кӑнтӑралла тӑсӑлса, Феман вӗҫне тухнӑ; 2. кӑнтӑр енчи чикки Тӑварлӑ тинӗс хӗрринчен, кӑнтӑралла каякан тинӗс авринчен, пуҫланать те 3. кӑнтӑралла Акраввим тӳпемӗ енне тӑсӑлать, Цинран иртет, вара, кӑнтӑр енчен Кадес-Варни патнелле улӑхса, Хецрон витӗр тухать, Аддара ҫитиччен улӑхса [Кадесӑн анӑҫ енӗпе пырать,] Каркая еннелле пӑрӑнать, 4. унтан Ацмонран иртет, Египет юхӑм шывӗ патне ҫитет, ҫапла вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унтан картиш тунӑ: кӑнтӑр еннелли кӑнтӑр каррисене пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тунӑ, тӑршшӗ ҫӗр чике пулнӑ; 10. вӗсем валли ҫирӗм юпа, вӗсене лартма ҫирӗм пӑхӑр тӗп тунӑ; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ.
Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кӗлӗ чатӑрӗ валли картиш ту: картишӗн кӑнтӑр еннелли кӑнтӑр каррисене пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тумалла, пӗр енчи тӑршшӗ ҫӗр чике пулмалла; 10. вӗсем валли ҫирӗм юпа, юписене лартма ҫирӗм пӑхӑр тӗп кирлӗ; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсем кӗмӗл пулччӑр.
Тух 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Кӗлӗ чатӑрӗ валли пӑрӑссем ҫапла ту: кӑнтӑр еннелле кӑнтӑр енӗ валли ҫирӗм пӑрӑс, 19. ҫирӗм пӑрӑс айне лартма хӗрӗх кӗмӗл тӗп ту: пӗр пӑрӑсӗ айне унӑн икӗ чӗмекӗ валли икӗ тӗп ту, тепӗр пӑрӑсӗ айне те унӑн икӗ чӗмекӗ валли икӗ тӗп ту; 20. кӗлӗ чатӑрӗн ҫурҫӗр енӗ валли те ҫирӗм пӑрӑс ту, 21. вӗсем валли те хӗрӗх кӗмӗл тӗп ту: [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] пӗр пӑрӑс айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑсӗ айне те [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] икӗ тӗп; 22. кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енӗ валли анӑҫ енне ултӑ пӑрӑс ту, 23. кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енчи кӗтесӗсем валли икӗ пӑрӑс ту; 24. вӗсене аялтан та ункӑпа ҫирӗплетсе лартмалла, ҫӳлтен те ункӑпа ҫирӗплетсе лартмалла: вӗсем иккӗшӗ те ҫапла пулмалла; вӗсем икӗ кӗтес валли пулччӑр; 25. ҫапла сакӑр пӑрӑс пулӗ, вӗсем валли вунултӑ кӗмӗл тӗп: пӗр пӑрӑсӗ айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑсӗ айне те [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] икӗ тӗп пулӗ.
Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пирӗн эрӑчченхи 2500 ҫ. тӗлнелле египтянсем кӑнтӑрти ҫӗрсене тӗпчеме пуҫланӑ ҫапла май вӗсем унталла куҫнӑ, хальхи вӑхӑтра Нуби ҫинчен мӗн пӗлни те йӑлтах вӗсемпе ҫыхӑннӑ, египетсем унӑн ҫурҫӗр пайне Уауат тенӗ, кӑнтӑр пайне вара — Куш.
Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8
Ҫав линисем пур ҫӗрте те кӑнтӑртан ҫурҫӗр енне, ҫурҫӗртен кӑнтӑр енне кӑтартса тӑраҫҫӗ.Эти линии везде показывают направления с севера на юг или с юга на север.
Глобус ҫинче енсене епле пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.