Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пур-ха вӑл таврара пӗр ҫӑлкуҫ, унта ҫитсе курмалла пуль…
«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html
Герасим Федотовичӑн пӗрремӗш тӗм кӑларнӑ чухнех намӑс курмалла пулчӗ.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Халь ӗнтӗ инкек курмалла пулса тухрӗ унӑн.
Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тем ҫинчен те шухӑшламалла, теме те курмалла.
Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫавӑнпа ӗнтӗ виҫҫӗмӗш кун паян Укапи каҫ пуласпа, ҫын курмалла мар йӑпшӑнса, Кӗлсулттан кинемей хуралчӗ патне ҫывхарчӗ.
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Киремет хӑв ирӗкне ан ярах, Кӗлсулттан кинемей пӗлсен тем курмалла пулӗ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫӗршыв ҫинчи пурлӑха Хырӑҫсӑр усӑ курмалла Туса шалтах пӑрахас!
XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
«Кашни гектар ҫӗр лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курмалла, территорисен ресурсӗсем тӗлӗшӗпе тӗрӗс план тумалла», – тесе палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ.
Олег Николаев ҫӗр ӗҫченӗсене кашни гектар ҫӗр лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/27/oleg ... er-laptkpe
Вут илтернӗ чух бензинпа, краҫҫынпа, дизель топливипе тата хӑвӑрт илсе каякан шӗвексемпе усӑ курмалла мар.
Правилӑсене ҫирӗпрех пӑхӑнмалла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11980 ... -kh-nmalla
Ҫӗнӗ туссем ҫын курмалла мар вӑрттӑн, лӑпкӑ вырӑн шырарӗҫ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Слесарь-сантехникӑн кунта хӑлхи ҫивӗч пулмалла, унӑн лайӑх курмалла, куҫпа виҫме те пӗлмелле.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Мӗншӗн мана несӗлсӗр, ҫемье телейне курмалла мар турӑн-ши?
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Анчах этем хӑйӗн телейӗшӗн хӑйӗнех кӗрешмелле, ман ҫине кӑна шанмалла мар: ачаранах вӗренмелле, ӗҫлемелле, Ҫӗре тата ун таврашне пӑсмасӑр, таса тытмалла, унпа тӗллевлӗ, перекетлӗ усӑ курмалла; чӗрӗ ҫутҫанталӑкри эпӗ хывнӑ саккунсене3 тӗпчесе тупса, вӗсемпе килӗшӳллӗн, виҫепе чикӗрен тухмасӑр хӑйӗн пурнӑҫне ӑнтармалла, пуянлатмалла, илемлетмелле.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫук, кӳршӗ каччишӗн намӑс курмалла пулмарӗ аслӑ мастерӑн, Корнеев лайӑх рабочисен шутне кӗчӗ.
9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ресурс перекетлекен технологисемпе, органикӑпа, сидератсемпе пуянлатнӑ уйлӑ пусӑҫаврӑнӑшӗпе тухӑҫлӑ усӑ курмалла, тӑпра тытӑмне, пулӑхне лайӑхлатакан культурӑсем акмалла, шӑрӑха-типпе тӳсӗмлӗ, чир-чӗре парӑнман сортсемпе ӗҫлемелле.
Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.
Кунсӑр пуҫне ҫак хайлава нумаях пулмасть белорусла куҫарнӑ, ҫитес вӑхӑтра вӑл Минскра, Халӑхсем хушшинчи «Созвучие» интернет-порталта кун ҫути курмалла.
Туркай поэмипе сӑввисем «Литературная газета» хаҫатра пичетленнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34311.html
Ҫак хушӑра упа чылай аякка кайма та, никам курмалла мар пытанса выртма та лайӑхах пултарать.
Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.
Унӑн паха опычӗпе халь кӑна йӗркеленнӗ муниципаллӑ округсенче те усӑ курмалла тесе шутлатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Тума палӑртакан ӗҫсен анлӑшне шута илсе, унӑн калӑпӑшӗ чӑннипех пысӑк, Чӑваш Ен Строительство министерствин Чӑваш Ен Финанс министерствипе пӗрле хушма укҫа-тенкӗ хатӗрӗсене явӑҫтарни шучӗпе асӑннӑ ӗҫе хӑвӑртлатмалли пур пек майсемпе тата ҫӗнӗрен йӗркеленекен мӗнпур майпа усӑ курмалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
— Кашни кӗтесе хӑвӑн ҫитсе курмалла, кӳршӗ колхоз председателӗ Шамраев пек каласан, йытӑ урипе чупмалла, — терӗ вӑл кӑмӑлсӑррӑн.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.