Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курмалла (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта хӑюллӑ ҫеҫ пулни сахал ҫав, тӗнче тӑрӑх ҫӳресе курмалла, сӑмаха тытма пӗлмелле, нумай хуйхӑ-суйхӑ тӳсмалле.

Тут мало быть смелым, нужно побродить по свету, уметь держать слова, пережить много горя.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Таварӗ виҫ-тӑват тенкӗрен ытла та пулмӗ хӑть, мӗншӗн тесен курмалла пек ҫеҫ килнӗ вӑл…

Всего товару в ней, правда, рубля на три-четыре, да ведь он больше-то приехал поглядеть, узнать что к чему…

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Кӑҫал намӑс курмалла ан пултӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Иванов юлташ, ыйху тутлӑ пултӑр, тӗлӗкӗнте хӑвӑн пуҫӑнти картусна чӑмласа тӑракан тӗвене курмалла пултӑр»…

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Колхоза ҫитӗ те трактора ӗҫсӗр лартӗ, вара уншӑн пӗтӗм коллективӑн намӑс курмалла пулӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ара, ӑна манӑн мар, ферма пуҫлӑхӗн курмалла, — айӑпне сирме пӑхрӗ Палюк пичче.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ячӗшӗн пӗр-пӗр фонда «Пӗрле» ят панипе кӑна мар, кулленхи пурнӑҫра унпа усӑ курмалла.

Не только использоваться в имени какой-либо фонда типа «Пӗрле», он должен применяться в повседневной жизни.

Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6137.html

Ун хыҫҫӑн кирек ӑҫта ятӑр ӑна Василий Иванович (паллах, ҫакӑн пек вӑхӑтра вӑл ӑна ӗҫсӗр лартас ҫук), анчах ачасене тепре курмалла пултӑр, Любашӑпа тепре куҫа-куҫӑн калаҫмалла пултӑр.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Укҫине илме аван пулсан, ӗҫлеме те ӳркенмелле мар, тӗллевлӗ усӑ курмалла.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc

Вӗсемпе кирлӗ пек усӑ курмалла.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Газпа вара апат-ҫимӗҫ пӗҫерме, пурӑнмалли пӳлӗмсене ӑшӑтма ҫеҫ усӑ курмалла.

Куҫарса пулӑш

Газ кӗртме пулӑшаҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/gaz-kertme-pulashacce.html

Уйрӑмах гастритпа аптӑракан ҫынсен лимонпа апатра асӑрханса усӑ курмалла.

Особенно не стоит налегать на лимоны людям с гастритом.

Ӑсчахсем пыл сурансене хӑвӑртрах тӳрленме пулӑшнине асӑрханӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32981.html

Халӑх тетелӗсемпе ӗҫлекенсен меллӗ вӑхӑтпа усӑ курмалла.

Для тех, кто переезжает с платформы на платформу в соцсетях – пользуйтесь моментом.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑй-хал нумай, хӑвӑра лайӑх туяс тесен унпа тӗрӗс усӑ курмалла.

Энергии будет много, и чтобы чувствовать себя в отличной форме, ее обязательно нужно использовать по назначению.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑй-хал нумай, хӑвӑра лайӑх туяс тесен унпа пӗлсе усӑ курмалла.

Энергии будет много, и чтобы чувствовать себя в отличной форме, ее обязательно нужно использовать по назначению.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

План хатӗрлеме вӑхӑт ҫитнӗ, вӑй-халпа тӗрӗс усӑ курмалла.

Пора собраться с мыслями, подготовить план, правильно распределить силы.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Аспарӑн ачи ҫут тӗнче курмалла.

Куҫарса пулӑш

Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑл хӑна-вӗрле килес пулсан намӑс курмалла ан пултӑр тесе амӑшне ӗҫме-ҫиме хатӗрлесе хума хушрӗ те юлан утпах мӑрса патне кайма тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

У-у, турӑ ылханӗ хӑвӑра ҫиттӗр сире, хӑвӑр ачӑр-пӑчӑрсем ҫапла асап курмалла пултӑр!

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрман хыҫӗнчен ҫурла евӗр уйӑх шуса тухать, Ахтупайпа Эрнепи вӑл ытла аякран курмалла ҫутатнине асӑрхаҫҫӗ те уйрӑлас килмен ҫӗртен уйрӑлса килӗсене кӗрсе ҫухалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех