Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курка сăмах пирĕн базăра пур.
курка (тĕпĕ: курка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсемпе калаҫасси, вӗсен колхозӗ ҫирӗм пилӗк ҫул тултарнӑ хисеппе тулли курка ҫӗклесси — маншӑн савӑнӑҫлӑ япала пулчӗ…

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Ку ӗнтӗ колхозри мельник пирки: упа пек кӳленеллӗ пулин те, пӗрер курка ӗҫсенех вара вӑл ураран ӳкет…

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Вӑл, ача чухнехи юлташӗпе калаҫасшӑн та пулманскер, пӗр курка сӑра ӗҫрӗ те тӑватӑ-пилӗк арҫынпа пӗрле кӗҫех столовӑйран тухса шӑвӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Пӗр курка шывшӑнах тӗнче илтмелле шавлас мар.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сурса пӗтерчӗ те юмӑҫ кӑмпине шывлӑ курка ҫине ярса сӳнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тӗппи курка пултӑр эппин! — хыттӑн каларӗ те янклаттарса ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урха лартать малалла, Курка парать тав туса, Ӗҫет хӑна тунсӑхла Тавӑҫҫана асӑнса.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ак паян та Унерпи Сӑра ӑсрӗ тирӗкпе, Мулентее чыс туса Курка пачӗ тав туса.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сӗтпе чей те ӗҫетпӗр, пӗрер курка сӗт те ӗҫтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Мӗнле кӑна тетте ҫук унӑн: симӗс кӗленче катӑкӗсем, лапчӑннӑ шӑвӑҫ курка, пӗр сӗвем пурҫӑн ҫип, шурӑ теттесем.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Темӗнле юрра шӑппӑн шӑхӑрса, вӑл курка ӑшне хӑйӑр тултарать.

Тихо насвистывая песню, он наполнял ковш свежим песком.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Кашни килмессерен ҫапла хӑратса, ҫаратса тухса каять, — терӗ Сантӑркка, хӑнасене тепрер курка сӑра парса.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мӑнтӑр Сантӑр хӑнасем умне икӗ курка чашкӑракан сӑра, пӗр турилкке типӗтнӗ пулӑпа ҫӑмарта лартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Халех сире пӗрер курка сӑра паратӑп…

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗррехинче, сухаран хытӑ ӗшенсе, тарласа таврӑннӑ хыҫҫӑн, вӑл пӗр курка сивӗ уйран ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чунӗ кӳтсе ҫитнӗ Лавр Кузьмич хӑйӗн ытарайми сачӗ ҫине тек пӑхма пултараймарӗ, пӳрте кӗчӗ те икӗ курка хаяр кӑрчама ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫакна пӗлсен, Лавр Кузьмич артель мастерскойӗнчен сиксе тухрӗ те ҫывӑхри киоскра умлӑ-хыҫлӑ икӗ курка сӑра ӗҫрӗ, ҫапах хыпса ҫуннӑ ӑшне кантараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ӑш ҫунние аптранӑ Лавр Кузьмич чашкӑрса йӳҫекен кӑрчамана икӗ курка умлӑ-хыҫлӑ ӗҫрӗ те ура шӑнӑрӗсем ҫемҫелнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пӗрер курка сӑра ӗҫме кӗнӗ Матрунь акай та, Лисук инке те, Маюкпа Лидук та сӑра сакки сарлака тенипе килӗшрӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Пӗрер черкке эрех; пӗрер курка сӑра ӗҫсен: — Эпӗ сире мӗн ӗҫпе чӗннине чухлатӑр-и? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех