Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗртакран кутамккинчен апат-ҫимӗҫ кӑларчӗ, пӗрле илсе килнӗ пысӑк курка ҫине кӑвайт ҫинче вӗретнӗ шыва ячӗ.
Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.
Ашшӗ-амӑшӗн пилӗсӗр-ирӗкӗсӗр, саккунсӑр-мӗнсӗр пӗрлешнӗ-чӑмӑртаннӑ ҫемье проводницӑран икӗ алюмини курка туянчӗ, пӗр станцинче, столовӑйне апата кӗрсен, икӗ кашӑкпа пӗр чашӑк ҫаклатса тухрӗ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Сӗтел тулли хут, тӗрлӗрен ручкӑсемпе кӑранташсем тултарнӑ курка евӗрлӗ кӗленче савӑт, телефон, графин.
Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.
— Ман хурӑн шывӗ ӗҫес-ха, — терӗ те Ҫтаппан, ҫумӗнчи хурӑн айне тӑрса, ун вуллине пуртӑпа пӗр шит тӑршшӗ хӗреслӗн кач-кач! касса хӑпарчӗ, хуйӑра сӳсе валак турӗ, аяла алюмини курка вырнаҫтарса лартрӗ.
4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ун ҫине килте тунӑ виҫӗ ҫурта ҫутрӗҫ, виҫӗ чашӑкра — виҫӗ автан пуҫӗ, виҫӗ курка шыв.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ӑсатма тухнӑ врачсене чеен кулкаласа пӗрер курка шыв ярса пачӗ бидонран.
Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Мӗнле ҫук пултӑр? — мӑнукӗсене пулӑшасшӑн чупкалать тин ҫеҫ пӗр курка сӗт йӑтса тухнӑ мучи.
Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Курак матки тек калаҫса тӑмарӗ, тӗпеле икӗ тӳшек (пӗрин ҫине теприне) сарчӗ те качака сӗтне пӗр курка ӗҫрӗ, вара вырӑн ҫине хӑпарса выртрӗ, пӗр-ик минутранах ҫывӑрса кайрӗ, хыттӑн харлаттарма тапратрӗ.
XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Килнӗ ҫынсене пӗрер курка сӑра пар-ха эс, Павӑл…
V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Калав — уйрӑмах кулӑшла калав ҫырасси вӑл шӑрӑхра пӗр курка сив сӑра ӗҫесси мар-ҫке!
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
Сӑмсине те йӗркеллӗн шӑлмалӑх ҫитӗнмен пуль — халех курка йӑтса, хӗр ҫумӗнче мӑнаҫланса ларасшӑн.
О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.
Укахви пӗр курка сив шыв ӑсса чавси ҫине ячӗ.
9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Укахви умлӑн-хыҫлӑн икӗ курка сивӗ шыв ӑсса ӗҫрӗ.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ҫӗпре тӑррине сӑрӑхтарса, пӗр курка сӗвӗрӗлсе кайнӑ, пӑркаланнӑ сӑра тултарчӗ.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Инҫе те мар шыв колонки — икӗ урам урлӑ каҫса, темиҫе кил тӑршшӗ кӑна сылтӑмалла чупса каймалла; черет йышӑнас пулать — киоска кайса пӗрер курка сӑра ӗҫсе килнӗ ҫӗре черет ҫитет.
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
Укаҫ тӗпсакайӗнчен пуҫне кӑшт кӑларчӗ те «ах!» терӗ, каллех ҫухалчӗ те самантрах ҫур литр лавкка эрехӗ илсе тухрӗ, ӑна вӗри шывпа хутӑштарса ӑшӑтрӗ, Верука хисте-хистех, ҫӑвартан ярсах пӗр курка эрех ӗҫтерчӗ.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Турунов президиум сӗтелли патне пырса тем каларӗ те, стройтрестӑн главнӑй инженерӗ ӑна курка тулли шыв ярса пачӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Пасара каятӑп пулать те икӗ курка кавӑн вӑрри сутнипех таврӑнатӑп пулать.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Икӗ курка кавӑн вӑрри те пилӗк кашӑк кишӗр вӑрри ҫеҫ сутрӑм.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Илсе килӗр-ха пӗр курка сивӗ шыв.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.