Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫурт-йӗрсенче ытларах хальхи архитектурӑн пурӑнмалли пысӑк корпусӗсем.В постройках преобладают большие жилые корпуса современной архитектуры.
Лез-Арк // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... 1%80%D0%BA
Ирина Европӑри чи пысӑк пир-авӑр комбиначӗн, тӗрлӗ агрегат, хӑватлӑ тракторсем, электроаппаратурӑпа электроприборсем туса кӑларакан заводсен корпусӗсем тата ытти вун-вун предприяти вырнаҫнӑ тӑрӑхсене уҫӑмлӑнах палӑртрӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Вокзалсемпе ҫуртсем, заводсен корпусӗсем хыҫӗнче, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ вырӑнта — университет корпусӗсем.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Заводсен корпусӗсем ӳсе-ӳсе ларнӑ.
Ӗлӗкхипе хальхи Донбасс // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Чӑн-чӑн завод корпусӗсем.
Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.
Ҫаксем пулсан, завод корпусӗсем вӑхӑтра ҫӗкленӗҫ, эпир ӳлӗм тата пысӑкрах ӗҫсем тума пултаракан рабочи класӑн ҫӗнӗ отрядне ӳстерсе ҫитӗнтерӗпӗр.
XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Чугун ҫул леш енче, кӑштах курӑнакан завод корпусӗсем ҫийӗнче, каҫхи сӗмлӗх чаршавне таҫта ҫӳле ҫитиех сирсе, стройка ҫути шурӑмпуҫ пек ҫӗкленнӗ.
XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Умра, тӑвалла сӗвекленекен хула горизончӗ пӗлӗтпе сыпӑннӑ тӗлте, уйрӑм хуҫалӑхсен саланкӑр ҫурт-хуралтисемпе пӗрле ҫак ҫулсенче ҫуралса вӑй илнӗ пир-авӑр комбиначӗн корпусӗсем сӗмленеҫҫӗ (ытларах вӑрҫӑ ветеранӗсемпе вӑрҫӑ ачисем никӗслекен агрегат завочӗ «хул-ҫурӑмне сарсах» ҫитереймен-ха, вӑл ик-виҫ ҫулхи ача пек, пӗрремӗш утӑмсем ҫеҫ тӑвать).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Наполеон Неман шывӗн ҫыранӗсем хӗррине пырса ҫитнӗ, унӑн ҫур миллионлӑ ҫарӗн корпусӗсем татти-сыпписӗр Российӑна кӗнӗ хыҫҫӑн ултӑ уйӑх иртсен, Россия варрине Мускав патне пырса кӗнӗ ҫарӗнчен юлнӑ пин салтакӗпе вӑл тепӗр ҫырантан — Березина шывӗн лачакаллӑ ҫыранӗнчен уйӑрӑлса кайнӑ.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Император алӑпа сулнӑ хыҫҫӑнах Франци корпусӗсем малалла кайса, темиҫе ушкӑнпа Мускав урамӗсене кӗрсе кайнӑ.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Фронтран пехота дивизийӗсем, флангсемпе тылран кавалери корпусӗсем атакӑланӑ.С фронта атаковали пехотные дивизии, с флангов и тыла — кавалерийские корпуса.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Флешсенчен французсен артиллерийӗ персе тӑнӑ сасӑ янӑранӑ, инҫетре Нансутипе Ларур-Мобур кавалери корпусӗсем атакӑна кайма хатӗрленнӗ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Пехота хыҫҫӑн кавалери корпусӗсем атакӑна кайнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Французсен корпусӗсем ҫапнипе пӗтсе пыракан Воронцов гренадерӗсене ҫав дивизи контратака туса ҫӑлнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Анчах та артиллерирен вӑйлӑн пеме хатӗрленнӗ флешсем ҫине француз ҫарӗсен корпусӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри атакӑлама пуҫланӑ вӑхӑтра вырӑссен ҫав войскисем ҫул ҫинчех пулнӑ-ха.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Пӗтӗм Европа талкӑшӗпе, татти-сыпписӗр унӑн корпусӗсем Российӑна кайнӑ.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Наполеон сӑмах калассине Мюрат, Сульт тата Бернадот корпусӗсем кӗтсе кӑна тӑнӑ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Наполеон вӑйӗ союзниксенчен сахалтарах пулин те, унӑн сапаланса тӑракан корпусӗсем Австри корпусӗсенчен маларах ҫитме пултарнине аванах ӑнланса Кутузов: вырӑс ҫарӗ, Ольмюц патӗнчи лайӑх позицийӗнчен кайсан, вӑл каллех йывӑрлӑха лекет, тенӗ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Наполеон корпусӗсем пыракан Венӑпа Цнайм хушшинчи ҫул Кутузов ҫарӗ пымалли Цнаймпа Кремс хушшинчи ҫултан авантарах пулнӑ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Французсен корпусӗсем хӑвӑрт малалла куҫнӑ, вӗсем вырӑс ҫарӗн каялла чакмалли ҫулӗсене пӳлес шутпа вӗсен флангӗсене ҫавӑрса илнӗ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
- 1
- 2