Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

киленӗҫлӗн сăмах пирĕн базăра пур.
киленӗҫлӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Канма вӑхӑчӗ те пулман, аван ӗҫлесе илеттӗмӗр, — вӑл киленӗҫлӗн сывласа илчӗ, асаилӗвне малалла тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Тӗлӗнмелле киленӗҫлӗн чун юрлать.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Малалли паллӑ ӗнтӗ: стакана хоп! ҫавӑрса хучӗ те киленӗҫлӗн эхлетсе илчӗ, унтан мӑйӑхне шӑлкаласа якатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫапла ӑшне кӗлт кантарсан, киленӗҫлӗн эхлетсе илчӗ, вара, мӑраланса, малалла сулланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл васкаса сӑхсӑхрӗ те эрехе шалт хучӗ, вара, киленӗҫлӗн ахлатса, вӑрӑм мӑйӑхне шӑлса илчӗ, кӑштах ҫӑкӑр татӑкӗ шӑршланҫи пулчӗ, унтан турилккери пулӑпа ҫӑмартана йӑлтах кӗсйисене персе чикрӗ те тухса кайма тӑчӗ; алӑк патне ҫитнӗскерех, Сантӑркка сӗтелӗ умӗнче чарӑнса тӑчӗ, ун ҫине хӗрлӗ куҫӗпе пӑхса, тепӗр черкке тултарма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл стакана киленӗҫлӗн пушатрӗ те хускалма паллӑ пачӗ.

Она с наслаждением осушила стакан и дала знак ехать.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Манӑн хуравӑм уншӑн питех те киленӗҫлӗн илтӗнчӗ ахӑр, мӗншӗн тесен вӑл чӑнласах тата янӑравлӑн ахӑлтатса кулма пуҫларӗ.

Должно быть, мой ответ был для нее очень забавен, так как теперь она уже искренно и звонко расхохоталась.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Сӑмахсем хыҫҫӑн кашниех теприне унӑн вӑрттӑнлӑхӗнче туллинрех ӑнланать, тепӗр чухне каҫӑхса кайсах, киленӗҫлӗн чуна уҫсан та ун чухлӗ евитлеймест ахӑр.

И сквозь слова каждый понимал другого в его тайном полнее, чем это возможно в заразительном, увлекающем признании.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл киленӗҫлӗн кулнипех ҫывӑрса кайрӗ, кун пек тутлӑ ыйхӑпа вӑл тахҫантанпах ҫывӑрса курман.

Уснул он с блаженнейшей улыбкой и спал так сладко, как давно уже не спал.

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Блюм сивӗ сывлӑша сӑмсипе авӑккӑн туртса сывларӗ те киленӗҫлӗн хушса хучӗ.

— Он потянул носом холодный воздух и с наслаждением повторил:

I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Анчах эсӗ туятӑн — самантсем вӗҫсӗр-хӗрсӗр, киленӗҫлӗн уҫӑлаҫҫӗ.

Но ты чувствуешь, — минуты раскрываются бесконечно, блаженно.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ӗнер те вӑт, шӑп ҫакӑн пекех, эпӗ Николай Юрьевич пӳлӗмӗнче креслӑра киленӗҫлӗн канса ларнӑччӗ.

Вчера вот так же покойно сидел я в кресле в кабинете Николая Юрьевича.

20 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Юлашкинчен, хайхи ҫав чикӗ леш енчи коктейльсене мӗнле ӗҫмеллине пурте хӑйсен куҫӗпех те курса пӗлччӗр тенӗн, кил хуҫи ун валли ӑш кӑмӑлпа пианино ҫине пырса лартнӑ тулли хӗрлӗ эрех стаканне илчӗ те йӗкӗт, куҫне хупса, васкамасӑр, киленӗҫлӗн ӗмсе-ҫӑтса ҫавӑрса хучӗ.

А чтобы все наглядно представили, как он пил этот коктейль, парень, в заключение, взял с пианино еще ранее услужливо принесенный хозяйкой бокал вина, поднес к лицу, шумно потянул носом, изобразил на лице восторг и блаженство и медленно, с потягом выпил.

14 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Вӗренпе ҫыхнӑ пӗр аллине вӗҫертме пултарчӗ, тӑртанни кӑштах чакрӗ, вӑл вара пит киленӗҫлӗн аллине хутлатрӗ, тӑсрӗ, ҫӗнӗрен хутлатрӗ.

Ему удалось высвободить из веревок одну руку, отек на ней немного опал, и он с огромным наслаждением вытягивал, сгибал и разгибал ее.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Арӑмӗ е ачисенчен хӑшӗ те пулин ӳпкелешсе калаҫсан, Тумлам киленӗҫлӗн кулса ҫеҫ илнӗ:

Пожалуется ему жена или кто из детей, Капля только самодовольно ухмыльнется:

Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Анчах та ун патне Малевский пырса тӑрсан, тилӗ пек чеен тайкаланса, унӑн пукан хыҫӗ ҫине меллӗн таянса, киленӗҫлӗн те йӑпӑлтатуллӑн кулкаласа тем пӑшӑлтатма тытӑнсан, — Зинаида аллисене кӑкӑрӗ ҫумне хӗреслесе тытать те граф ҫине тинкерсе пӑхать, хӑй те кулкаласа пуҫне сулкалать, — вара манӑн пӗтӗм юнӑма вут-ҫулӑм хыпса илет.

Зато у меня, бывало, вся кровь загоралась, когда Малевский подойдет к ней, хитро покачиваясь, как лиса, изящно обопрется на спинку ее стула и начнет шептать ей на ухо с самодовольной и заискивающей улыбочкой, — а она скрестит руки на груди, внимательно глядит на него, и сама улыбается, и качает головой.

IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Лапсӑркка хӳрине киленӗҫлӗн унталла-кунталла вӗлкӗштерет — тусан шӑлма тӗв тунӑ тейӗн.

И с удовольствием крутила пушистым хвостом туда-сюда, словно решила вытереть всю пыль.

Мерекке // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 9–13 с.

Ромашов, киленӗҫлӗн те айвантараххӑн кулкаласа, пӗрин патӗнчен теприн патне ҫӳрерӗ, пӗрремӗш хут курнӑ евӗр, тӗлӗнсе те пӗтӗм кӑмӑлтан Бек-Агамалова, Лбова, Веткина, Епифанова, Арчаковские, Олизара тата ыттисене палла-палла илчӗ.

Ромашов, блаженно и наивно улыбаясь, бродил от одного к другому, узнавая, точно в первый раз, с удивлением и с удовольствием, Бек-Агамалова, Лбова, Веткина, Епифанова, Арчаковского, Олизара и других.

XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Гайнан ӑна, шӑлӗсене инҫетренех тараватлӑн та хавассӑн ейӗлтерсе хурса, картишӗнче кӗтсе илчӗ, Подпоручик ҫинчен пальттине хывнӑ май, вӑл вӗҫӗмсӗрех киленӗҫлӗн кулкаларӗ тата, хӑйӗн яланхи йӑлипе, пӗр вырӑнта ташлакаласа тӑпартатрӗ.

Гайнан встретил его на дворе, еще издали дружелюбно и весело скаля зубы, снимая с подпоручика пальто, он все время улыбался от удовольствия и, по своему обыкновению, приплясывал на месте.

XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Вӑл, куҫӗсене хӗскелесе те хӑлхисене киленӗҫлӗн хускаткаласа, хӗвел питтинче тӑнӑҫлӑн тӗлӗрет.

Он мирно дремал под весенним солнцем, жмурясь и двигая ушами от удовольствия.

XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех