Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак мӑкшӑ ялӗ тӗлӗнче шыв урлӑ каҫатӑн та — тӑван яла ҫитетӗн, ҫакна аса илсе ӑшӑх вырӑна шырарӗ салтак.
Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.
Хваттер кирлӗ пулсан, тен, пирӗн патра ҫӗр каҫатӑн? — сӗнчӗ Хӗвекле кинеми.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Крыльцаран тухса урам урлӑ каҫатӑн та — кану паркне кӗмелли хапха.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Анне те яла пымассерен вӑрҫать, кӗҫех вӑтӑр урлӑ каҫатӑн, ват хусах ӗнтӗ, ҫаплах авланаймастӑн, тет.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
«Санӑн ҫул ҫинчи йывӑрлӑхусене куратӑп та, хамӑн та вӑйлӑрах пулас килет. Эсӗ — сивӗре, эпе ӑшӑ пӳртре, эсӗ хирте ҫӗр каҫатӑн, эпӗ мамӑк ҫивитти витӗнсе выртатӑп», — тет.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
— Сӗрекесӗр Атӑл урлӑ мӗнле каҫатӑн пуль, — хуравларӗ Макҫӑм.
XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Чӑнкӑ ҫыранпа анатӑн та, ҫырма кукӑрӗ урлӑ каҫатӑн, ҫавӑнта, тип хӑмӑш патӗнче».
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Урам урлӑ каҫатӑн, Хӑю карма пӗлместӗн.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӗҫӗр е ыран каҫ, Маюк хӗрӗм, эсӗ пирӗн патра ҫӗр каҫатӑн.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Паян ман патра ҫӗр каҫатӑн, кайран мӗн те пулин шухӑшласа тупӑпӑр унта…
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хваттерте ман патра ҫӗр каҫатӑн.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Хулана кайнӑ чух, Кедрон урлӑ Силоамран ҫӳлерехри кӗперпе каҫатӑн пулсан, ҫӑл патӗнче пирӗн ҫурта куратӑн эсӗ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
- 1