Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

касма (тĕпĕ: кас) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗлӗк юпа касма кайсан урапа хыҫҫӑн утпа чи ҫывӑх тӑвансенчен пӗри утланса пымалла, купӑс ҫеммипе юрламалла пулнӑ:

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑрман касма кайса килесшӗн.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗре суранӗ ҫӗнӗрен уҫӑлчӗ, юн юхтарчӗ, чӗре нимӗн шелсӗр касма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йывӑр ҫын хывӑнса кушетка ҫине вырнаҫрӗ ҫеҫ, пилӗкӗ касма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫав тӗмсене касма е хырсах илме те вӑхӑт ҫитнӗччӗ те ӗнтӗ, — хӑйӗнчен хӑй кулса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Патшашӑн тата Тӑван ҫӗршывшӑн» тӑнӑ чӑн хӗсметрен темле майпа Буденнӑйӗн Пӗрремӗш утлӑ ҫарне лекнӗ, хамӑрӑн вырӑс казакӗсенех, темшӗн «шуррисем» тенӗскерсене, купӑста пек касма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ун патне ҫынсем милӗк касма килеҫҫӗ те ун-кун пӑхкаласа тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Килтӗр кӑна кунта хурӑн касма, — тет вӑл хӗр умӗнче паттӑрланса.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑрмана ӑҫта касма, турттарма ҫӑмӑлрах, ҫавӑнта каснӑ; шыв тӑрӑхӗсенчи, тайга хӗррисенчи касмасӑр упрамалли вӑрмана касса пӗтернӗ.

Лес вырубали там, где его легче было добыть и перевезти: по рекам, по окраинам тайги, именно там, где лес нужно было сохранить.

Вӑрман хуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Алла илентернипе ҫывӑхланнӑ икӗ чун-чӗрене йӳҫӗ куҫҫуль тӑварпа касма пикенет.

Когда даешь себя приручить, потом случается и плакать.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Унчен малтан пӗр сеть валли материала касма вӑхӑтпа вӑй нумай илнӗ пулсан, халӗ икӗ метр тӑршшӗ 19 хӑйӑва темиҫӗ ҫеккуннтра касаҫҫӗ, ҫакна Наталия Ивановна хӑй пире кӑтартса пачӗ.

Если раньше нарезка ткани для одной сети отнимала столько времени и сил, то сейчас 19 ленточек длиной в два метра готовы за считанные секунды, что нам и продемонстрировала Наталия Ивановна.

Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3475759

Тӗслӗхрен, Сӗнтӗрвӑрринчи Н. Комаров тухтӑр М. Тимофеев чӑваша, Шупашкар уесӗнчи Котовщиков тухтӑр А. Павлова хул касма вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Сӑмахран, чечче шатри тухасран хул касма пӗлекенсем ҫителӗксӗр пулнӑ пирки иртнӗ ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсенчех хӑш-пӗр хресченсене ҫак ӗҫе хӑнӑхтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Пӗр кунхиине вара, авӑн ҫапнӑ чухне, вӑрман касма кайма повестка пырса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

— Ҫӗнӗ хӑнасем валли ҫӗнӗ ҫӑкӑр пуҫлам-ха, — тесе кӑмака умӗнчен килте пӗҫернӗ хӗрлӗ питлӗ ҫаврака ҫӑкӑр илсе тухрӗ те касма пуҫличчен пирӗнтен ҫапла ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Тепӗр эрнерен эпир кунта, Юманкас хыҫӗнче, колхоз валли вӑрман касма тытӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Кӑлпассине касма тытӑнтӑн та чарӑнма та пӗлместӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫтаппан сӗтел ҫине панулми эрехӗ кӑларса лартрӗ, кӑлпасси касма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Настя ҫӳҫӗ аялалла чалӑшнӑ енчен касма пуҫларӗ.

Настя начала стричь со стороны, где челка покосилась вниз.

Павлик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/601

Тӳрӗ касма, паллах, пулмарӗ.

Прямой линии, конечно, не получилось.

Павлик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/601

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех