Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

касма (тĕпĕ: кас) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ыран тӑваттӑн касма каяҫҫӗ, ҫураки хыҫҫӑнах турттарма пуҫлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗлӗк ялти ҫамрӑксем улпут вӑрманне пушӑт касма Назиб ертсе пынипе каятчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпир шутласа пӑхрӑмӑр, касмалли план та пысӑк ҫӑварничченех касма тивет.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Фронтран таврӑнсанах каласа хучӗ: хӗлле мана вӑрман касма яратӑн, терӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сахруна ку питех те кӑмӑла кайрӗ — ывӑлӗ никам хушмасӑрах хӑва касма килнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман кунта ӗҫ ырӑ маррине туйса илчӗ: паян кӳршӗсене хӑва касма килмешкӗн никам та чӗнмен пулас.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑтра Михала хӑва касма тахҫан хӑтӗрлесе хунӑ вӑрӑм ҫӗҫҫине пиҫиххийӗнчен ҫаклатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑва касма каймалла тенӗрен Кӑтра Михала тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах тӑрса тумланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Итле-ха, Ятман, октябрь уйӑхӗнче эсӗ ман вырӑнта председатель пулнӑ пулсан, мӗн тунӑ пулӑттӑнччӗ — колхозниксене ҫӗрулми кӑларттарӑттӑна е хӑва касма ярӑттӑна?

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пӗлетӗн-и, вӑл ыйтӑва мӗнле лартрӗ? — терӗ вӑл, — е хӑва касма ямалла, е ҫӗрулми кӑларттармалла, терӗ…

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑрман касма яр.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хӑвах шухӑшла: ҫынсене хӑва касма ярса ҫӗрулмине юр айне хӑвармалла-и е мӗнпур халӑха ҫӗрулми кӑларнӑ ҫӗрте ӗҫлеттермелле-и?

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Апла пирӗн хӑвалӑх пӗтрӗ, кӑҫал хӑва касма каймастпӑр, — хӑйӗн тахҫанхи ӗмӗчӗ татӑлнӑ пек хурлӑхлӑн каласа хучӗ Михала.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй ҫавӑнтах шӑрттана касма пекӗ туртса кӑларать.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ытлашши пакӑлтатнӑшӑн эп сан чӗлхӳне касма хушнӑ пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗчӗкрен ҫар ӗҫне вӗреннӗ хӗр кунӗн-ҫӗрӗн хӗҫпе касма, урасемпе тапса кӗрешме, кимӗ ҫинчен тӑрса ухӑпа пеме тата ытти кӑсӑклӑ ӗҫсене вӗреннине вӑйӑ вырӑнне кӑна хуратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хӗҫпе касма ӑстарахчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пуҫ касакан сисрӗ пӑлхар хӑйӗн пуҫне касма хушать.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кӑштах пӑлхарсене хӑратма, патвар пӑлхара, тутарсене хирӗҫ тӑнӑшӑн, пуртӑпа пуҫне касма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вара вӑл пӗтӗм Пӑлхара чӗркуҫҫи ҫине лартса пуҫне касма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех