Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Пысӑк мар» тесе кунта пур япала ҫинчен те калама пулать: «пысӑк мар пӳрт», «пысӑк мар лупас», «пысӑк мар картиш»…
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Хальхи вӑхӑтра Елчӗкре стрительство таварӗсемпе сутӑ тӑвакан чи пысӑк картиш те унӑнах шутланать.
Туянакансен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтереҫҫӗ // Александр ГОЛОВИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d1%8 ... 80%d0%b5c/
Каҫа хирӗҫ картиш тулли машина вӗт!
Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.
Пӗр-пӗринпе килӗштерсе нумай ҫул пурӑннӑ, яланах картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх пулнӑ вӗсен: лашасем, сурӑхсем (50 пуҫ таран та ҫитнӗ вӗсен шучӗ), хур-кӑвакал, сыснасем, ондатрӑсем те ӗрчетнӗ, пыл-хурчӗсем те тытнӑ…
Мускав пӗлӗтне хӳтӗленӗ хӗр // Алевтина Волкова. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%bc%d1% ... 85e%d1%80/
Лиана Григорьева картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх тытать.
Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n
Сасартӑк картиш варрипе шап-шурӑ япала ҫӑмха пек кусса иртрӗ те йӑпӑрт! ҫеҫ ҫенӗк алӑкӗ умне хӑпарса ларчӗ — кушак ҫури иккен: ачашшӑн мяуклатса илчӗ…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Эпӗ вара, аттепе пиччене вӑратас мар тесе, ерипен атӑ тӑхӑнса ятӑм та чикмек тӑрӑх ҫӗре антӑм, картиш варрине тухса тӑтӑм.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Герасим Федотович ҫакна ӑнланчӗ: мучин сысна ферминче картиш юписене юсамалла, Маринӑн колхоз правленине ҫитмелле.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Ачи-пӑчи пӳрт тулли, выльӑх-чӗрлӗх картиш тулли — ларса канма вӑхӑт ҫук.
II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.
Хӑшпӗр чухне эпир шухӑшпа шурӑ пӳрт, канашпа картиш ҫавӑратпӑр.
Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вара, картиш варрине, мальеннелле чӗркуҫленсе ларчӗ те Ҫӳлти Турра, Пӳлӗхҫе, Хайпӳрене асӑнса, Укаслӑва сыхлама, каялла таврӑнса килме ыйтрӗ.
Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Савантер! — илтӗнсе кайрӗ картиш енчен ҫурӑк сасӑ.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл, ҫӗмӗрт хыҫӗнчен тухса, картиш патнех пычӗ те хӳме хушӑкӗнчен пӑха пуҫларӗ.
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кӑҫал Тӑвайри нумай хваттерлӗ тепӗр икӗ ҫуртӑн картиш территорийӗсене хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлӗҫ.
Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/
Туйри пек, картиш тулли ҫын.
Прием пусми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Пурте манӑҫа хӑварнӑ тутӑх хапхапа тимӗр карта картиш варринче йӑваланса выртаҫҫӗ.Ворота и железная ограда, забытые всеми и заржавевшие, валялись где-то во дворе.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Мӑшӑр картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк усрать.
Фельдшер – ялти хисеплӗ ҫын // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%84%d0%b ... %8b%d0%bd/
Сӗтел хушшинчен тухса, картиш енчи чӳрече патне пырса лартӑм.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Пӗлетӗн-и, хула пек кил-ҫурт пур ман, лавкка, икӗ лаша, сӑвакан виҫӗ ӗне, картиш тулли сурӑх, хур-кӑвакал, чӑх-чӗп, вӑтӑр вӗлле хурт-хӑмӑр, пӗтӗмпех Элекҫейӗн вӗсем…
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӳрте кӗрсе, ашшӗ-амӑшӗнчен мӗн юлнине пӗлес тесе вӑл картиш алӑкӗ урлӑ каҫрӗ те ҫенӗк патне тайкаланса пычӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.