Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

картишӗнче (тĕпĕ: картиш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑк кӳршӗ картишӗнче автан авӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чиркӗвӗн картишӗнче — туллиех халӑх.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав вӑхӑтрах, хапха тӑрӑх сике-сике картишӗнче йытӑ хаяррӑн хамлатса вӗрме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пысӑк ҫӑматтипе тарӑн юра аштарса, Якку атте Уҫӑпсен тӗлне ҫитрӗ, калинкке алӑкне тӗртсе пӑхрӗ кӑна — картишӗнче хаяр йытӑ вӗрме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей картишӗнче лаша тӑварса юлчӗ, хӗрӗнкӗ амӑшӗ пурте сӗнкӗлтетсе кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тутар тилхепине Иван енне ывӑтрӗ, хӑй ларкӑч ҫинчен мулкач пек сиксе анчӗ те хӑвӑрт крыльца патнелле утса кайрӗ, картишӗнче хулӑн сасӑпа йытӑ хамлатса вӗре пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петр Петрович ҫак хушӑра картишӗнче улма чӑпар урхамахӗпе айланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Калинкки хупӑнсан, картишӗнче каллех йытӑ хӑрлатса вӗрни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Картишӗнче шыв тулсах пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шыв хӗррине тухса шӳт хыҫҫӑн шӳт каласа та халӑха култармарӗ, пылпа ҫу пек пурӑнакан мӑшӑрсене хирӗҫтерсе ярса та ятлаҫтармарӗ, ывӑлне чӗнсе кӑларчӗ те: — Картишӗнче чӑх-чӗп ҫӳреми кӑна мар, шӑши хӗсӗнсе тухмалла мар шӑтӑк та ан хӑвар, — терӗ, ӑна тимӗр кӗреҫе тыттарса.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун кил картишӗнче йӗри-тавра хуралтӑ.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫил хапха витӗр картишӗнче мӗн пурри те йӑлтах курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Картишӗнче пӗр харӑсах темиҫе чӑх какалать, виҫ утӑмрах ҫерҫисем тӑрст та тӑрст! сиккелесе, пӗр пӗринпе ҫапӑҫса шыв ӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каярахпа вӑл староста картишӗнче (старости те ҫармӑс ҫынниех-ҫке тата) Тукайпа Алттыш ӑшталанса ҫӳренине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тупать, тупать, — терӗ йӗкӗт картишӗнче никам ҫуккине кура сасӑпах.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку сӑмахсем темле майпа Сарри хӑлхине те кӗчӗҫ: ывӑлӗ ҫынсем мӗн калаҫнине картишӗнче итлесе тӑчӗ-ши е пӗри, йӗплӗ чӗлхелли, юри каласа пачӗ хуҫана, ҫав кунах староста Аттенее хӑй патне чӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй вӑрттӑн ыйтма ӗлкӗрчӗ-ӗлкӗрчех: — Кӗрккене куртӑн-и ҫак эс картишӗнче? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ялан картишӗнче явкаланса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах ҫамрӑк мӑрса паҫӑр, картишӗнче, чӗри усаллӑн йӑшт! туса илнине те ӑнланасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан паянлӑха ҫитет терӗ пулас, картишӗнче пуринпе те сыв пуллашрӗ те хӑй валли хатӗрлесе хунӑ пӳрте канма кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех