Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

картишӗнче (тĕпĕ: картиш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуралҫӑ картишӗнче уткаласа ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тин кӑна картишӗнче Павӑла темтепӗр каласа вӑрҫатчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак шӑв-шав Санюксен картишӗнче иккен.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса куҫне тӗтӗм йӳҫӗтнипе мунчаран аран вӑркӑнса тухнӑччӗ, картишӗнче типпӗн пӗр-икӗ хутчен ӳсӗрнине илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл, типтерлӗскер, колхоз картишӗнче те, хӑй килӗнчи пекех, кашни япала хӑй вырӑнӗнче тӑнине юратнӑ.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекин картишӗнче литература пикникӗ тӗлӗнмелле савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Литература пикникӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... knik-irtr/

Картишӗнче те юр пӗҫ тӗпӗ таранах иккен.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Картишӗнче валак айне лартнӑ таза шыв тумлать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Урмаелсен картишӗнче пылак чак-чакпа, тутлӑ кукӑльсемпе киленме май пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Эпир ҫитсе кӗнӗ чухне 96-ри Перасковья Евдокимова кил картишӗнче чӑх-чӗпе апатлантаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Эпир Анатолий Семеновичсен картишӗнче, вӑрӑм ҫуртӑн пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫитиччен каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тимуш мунча кӗрсе тухрӗ те картишӗнче «Волга» тӑнине, крыльца картлашкисем ҫийӗн пӗчӗк хӗрарӑмпа сарлака хулҫурӑмлӑ ҫӳллӗ арҫын хӑпарнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Картишӗнче вӑл читлӗхри кашкӑр пек унталла-кунталла ыткӑнса ҫӳрерӗ-ҫӳрерӗ те урама, урамран ял ҫумӗнчи пӗве хӗррине тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ирхине Тимуш пуринчен те маларах вӑранчӗ те, кӗреҫе илсе, хӑйӗн патне каҫрӗ, малтан хапха умӗнче, унтан картишӗнче юр ывӑтрӗ — пӳрте кӗме те, лупасайнелле те, кӗлет умнелле те ҫулсем турӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ӗҫлес шухӑшсӑр ҫын, каҫарӑр та килӗшӳсӗртерех танлаштарушӑн, хӗсӗр качака пекех; ҫӳрет хӗсӗр качака картишӗнче, куҫ умӗнчех вӑл, анчах кӗлетки пур та пайти ҫук.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑнпах пуль (хуралтӑсем йывӑррӑн, капмаррӑн йӑтӑнса ларманран, вӗсен хушшинчи кӑвак решетке витӗр тавралӑх курӑнса тӑнӑран) темле ҫӑмӑл, ирӗк, уҫӑ ку картишӗнче.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫакна хаҫатсенче те, телевизорпа та, картишӗнче те сӳтсе явнӑ.

Это обсуждали и в газетах, и по телевизору, и во дворе.

Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587

Шкул картишӗнче ҫӗлен тупнӑ, тытса пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шар курнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61067

Линейка шкул картишӗнче иртрӗ.

Линейка проходила во дворе школы.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Ӗнер 22 сехет те 5 минутра Миттов бульварӗнчи 20-мӗш ҫурт картишӗнче 42 ҫулти водитель электросамокатпа пыракан 36-ри арҫын ҫине пырса кӗнӗ.

Вчера в 22 часа 5 минут во дворе дома №20 бульвара Миттова 42-летний водитель наехал на 36-летнего мужчину, ехавшего на электросамокате.

Электросамокатпа пынӑ арҫын аварие лекнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34882.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех