Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

картишӗнче (тĕпĕ: картиш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗветӗр бригада ҫурчӗн картишӗнче такам лаша тӑварнине илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюкка хурсем ҫӗрле вараласа пӗтернӗ курӑк ҫинчен тӑрса ларнӑ ҫӗре картишӗнче никам та ҫукчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хуҫи ӳленинчен хӑранӑ автан картишӗнче кӑт-кӑтик! кӑт-кӑтик! тукаласа чупкалама пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗлет ҫумне кӗлет лартса тухрӗҫ вӗсем — картишӗнче те кӗлетсем, анкартинче те тем чухлех.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Часах урампа иртекен ӗне чӗрни ҫӑтӑртатни те, аякра сурӑх макӑрни те, ҫывӑхри картишӗнче тахӑш ӗне суни те, пӗр сасӑ пулса, ял тӑрӑх юхса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кукаҫей ахаль ларма юратмастчӗ, час-часах ӑшӑ пӳртрен тухса картишӗнче тем-тем ӗҫлесе ҫӳретчӗ: е витерен тислӗк кӑларатчӗ, е выльӑх-чӗрлӗхе апат паратчӗ, е юр хыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Николай Семенович кил картишӗнче нимелле пусӑ чавнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Картишӗнче те, курӑк пуснӑ пахчара та чӑпар чӑхсем ерипен апат шыраса ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

— Астӑватра, пӗр икӗ эрне каярах Кавӑрле картишӗнче сысна ҫухӑрни илтӗннӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Кӑшт вӑхӑт иртсен Лорӑпа картишӗнче уҫӑлса тӑрас терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Картишӗнче — пуҫламӑш классенче вӗренекенсем валли ҫӗкленӗ пӗр хутлӑ пилӗк стеналлӑ ҫурт.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫул ҫинчен ҫитни картишӗнче халь кӑна пӳлӗм те коридор урайне ҫуса тухнӑ, аллинче хура тӗслӗ пысӑк татӑк тытса тӑракан хӗре курчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Картишӗнче палӑксене урапана, кашма ҫине хунӑ виҫӗ минтер ҫине вырнаҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав вӑхӑтра Кузнецовсен картишӗнче мӗнпур тӑвансем — кинӗсем, мӑнукӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑлӑх арӑм ҫаврӑнса пӑхрӗ — картишӗнче такам утнӑ пек туйӑнчӗ, калинкке шалтӑртатрӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Авӑ, картишӗнче выртать.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Картишӗнче те, сарайӗнче те — пӗр чун та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Картишӗнче шӑп.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

1. Шкул картишӗнче (е урамра) 100 метр виҫсе илсе паллӑ тӑвӑр.

1. Отметьте вдоль школьного двора (улицы) расстояние в 100 метров.

Тӗрлӗ пунктсен хушшисенӗ (инҫӗшпе ҫывӑхӑшне) пӗлесси // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ӗпхӳ хулинчи 57 картишӗнче кӑҫал тума палӑртнӑ пур ӗҫе те вӗҫленӗ.

Работы во всех 57 дворах Уфы, которые планировали благоустроить в текущем году, завершены.

Кӑҫаллӑха «Пушкӑртстан картишӗсем» программа вӗҫленет // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... et-3459233

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех