Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Израиль [ывӑлӗсен] пӗтӗм халӑхне калӑр: ҫак уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче кашни кил-йыш пӗр путек суйласа илтӗр, кил-йыш пуҫне пӗрер путек илӗр; 4. эхер те килӗ-йышӗ ытла пӗчӗк пулсассӑн, путекне ҫисе яраймасть пулсассӑн, хӑйӗн ҫывӑх кӳршипе пӗрлешсе, ҫын шутне кура илтӗр: кашнийӗ мӗн чухлӗ ҫиессе шайласа путек илӗр.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсем санӑн сӑмахна итлӗҫ, вара эсӗ тата Израилӗн аслӑ ҫыннисем Египет патши [фараон] патне кайӑр та ӑна калӑр: пире Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, чӗнчӗ; ҫавӑнпа хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра парне кӳмешкӗн эсӗ пире пушхире виҫӗ кун каймалӑх ҫула яр, тейӗр.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӗсем Иосиф патне ҫапла калама ҫын янӑ: хӑй вилес умӗн аҫу ҫапла пиллесе хӑварчӗ: 17. Иосифа ҫапла калӑр: тӑванусем сана усал тунӑччӗ, эсӗ вӗсен айӑпне, вӗсен ҫылӑхне каҫар, тейӗр, терӗ.
Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Фараон сире чӗнтерсе: эсир мӗн ӗҫ туса пурӑнатӑр? тесе ыйтсассӑн, 34. хӑвӑра Гесем ҫӗрне вырӑнаҫтарччӑр тесе, эсир ҫапла калӑр: эпир, санӑн чурусем — хамӑр та, пирӗн аттесем те — мӗн ачаранпах выльӑх пӑхатпӑр, тейӗр.
Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑвӑртрах аттем патне кайӑр та калӑр ӑна: санӑн ывӑлу Иосиф ҫапла калать, тейӗр: Турӑ мана пӗтӗм Египет пуҫлӑхӗ туса лартрӗ; ман патӑма кил, ан вӑрахла; 10. эсӗ Гесем ҫӗрӗнче пурӑнӑн; эсӗ те, санӑн ывӑлусем те, ывӑлусен ывӑлӗсем те, вак выльӑху та, шултӑра выльӑху та, санӑн мӗн пурри йӑлтах ман ҫывӑхра пулӗ; 11. сана ҫавӑнта тӑрантарса усрӑп, мӗншӗн тесессӗн выҫлӑх тата пилӗк ҫул пулмалла, эсӗ, санӑн кил-йышу, санӑн мӗн пурри вара ҫука юлмӗ, тейӗр.
Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. [Пӗрремӗшне] мӗн каланӑ, вӑл иккӗмӗшне те, виҫҫӗмӗшне те, кӗтӳ хыҫӗнчен пыракансене пурне те ҫаплах калама хушнӑ: Исава хирӗҫ пулсассӑн, ӑна ҫапла калӑр, тенӗ; 20. тата калӑр: акӑ санӑн Иаков чуру та пирӗн хыҫранах [килет] тейӗр, тенӗ.
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иаков хӑй умӗнчен Исав пиччӗшӗ патне Эдом ҫӗршывне, Сеир ҫӗрне, хыпарҫӑсем янӑ, 4. вӑл вӗсене хытарса каланӑ: манӑн Исав хуҫама ҫапла калӑр: санӑн Иаков чуру акӑ ҫапла калать, тейӗр: эпӗ Лаван патӗнче пурӑнтӑм, халичченех унта пурӑнтӑм; 5. манӑн вӑкӑрсем, ашаксем, вак выльӑх, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем те пур, хамӑн [Исав] хуҫамӑм умӗнче ырӑлӑх тупасчӗ тесе, эпӗ [санӑн чуру] хам ҫинчен пӗлтермешкӗн хыпарҫӑсем ятӑм, тейӗр.
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Халӗ калӑр ӗнтӗ мана: сирӗн манӑн хуҫама ырӑлӑх кӑтартма, кирлине тума кӑмӑлӑр пур-и, ҫук-и? каласамӑр мана, вара эпӗ е сылтӑмалла, е сулахаялла каям, тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Ан та калӑр.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№