Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каланӑнах (тĕпĕ: калан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ытла йывӑр мар, анчах колхозра питӗ кирлӗ япала, — терӗ те Ефим, шӑллӗ ҫине ҫапла каланӑнах пӑхса илчӗ: «Эх, шӑллӑм, сурӑхусемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те пӗлместӗн ҫак эсӗ…»

— Тяжесть невелика, а вещь в колхозе нужная,— ответил Ефим, взглянув на брата, как бы говоря: «Эх, голова! Ничего ты, окромя своих овец, не знаешь…»

XXIII сыпӑк // .

Кондратьев чӗнмен, ун витӗр пӑхакан куҫӗсем ҫапла каланӑнах туйӑннӑ: «Акӑ мӗн иккен… Мӗнле апла?..»

А Кондратьев молчал, и только суровый его взгляд точно говорил: «Так вот оно что… Как же это так?

XVIII сыпӑк // .

— Ӑна эпир пурне те тӑвӑпӑр, анчах эсӗ ан ман пире, — терӗ Глаша, хӑйӗн кулса, хӗр пек илӗртсе пӑхакан куҫӗсем ҫапла каланӑнах туйӑннӑ:

— Это мы все сделаем, а ты нас не забывай, — сказала Глаша, и взгляд ее смеющихся, девичьи-озорных глаз как бы говорил:

XIII сыпӑк // .

Марьянӑн куҫӗсем те «мӗнешкел хитре эпӗ» тесе каланӑнах туйӑнчӗҫ.

«Какова я красавица!» — повторил, казалось, взгляд Марьяны.

XXV // .

Тахшин мана, санӑн инкекӳсем иртсе пӗтмен-ха, тесе каланӑнах туйӑнать.

Кто-то мне шептал, что не все несчастия для меня миновались.

Романа кӗртмен сыпӑк // .

Ҫакӑ пӗтӗм Раҫҫейӗпе иртекен «Вилӗмсӗр полк» акци пирки каланӑнах туйӑнать...

Куҫарса пулӑш

Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫак сӑмахсене пурӗ 38 ҫула яхӑн ӗҫ стажӗ пуҫтарнӑ, юлашки 10 ҫулхи тапхӑрта «Прогресс» акционерсен хупӑ обществинчи профсоюзӑн вырӑнти комитетне, ревизи комиссине тата хӗрарӑмсен канашне ертсе пыракан Ольга Васильевна Крылова ҫинчен каланӑнах туйӑнать...

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

«Ӗҫлекен ӑста пулнӑ» каларӑша Иван Яшин пирки каланӑнах туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ку вара маншӑн Упамсари Аксукас пирки каланӑнах туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех