Шырав
Шырав ĕçĕ:
Романри ӗҫ-пуҫ икӗ параллеллӗ йӗрпе туратланса пырать: хальхи Бомбейре, Лондонра, кайран каллех Бомбейре, ҫавӑн пекех Мухаммед пророк вӑхӑтӗнчи авалхи Аравире.
«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC
Ҫав йӗрпе малалла каяс-и, каяс мар-и тесе, чарӑнса тӑчӗ Укань, йӗри-тавра пӑхкаларӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ӗнтӗ ним иккӗленмесӗрех пу-шар, урлӑ сакайӗнчен тухса, краҫҫын сапнӑ йӗрпе карчӑк патне ҫитнӗ теме пулать.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тасалӑха пӗтерес йӗрпе кайсан, кӗҫех вырӑсла-акӑлчанла-чӑвашла ҫырма тытӑнмалла пулать.
Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html
Кӗпертен леререх — шурӑ йӗрпе туртса пайланӑ тӳрӗ мар урам.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Кив йӗрпе ҫӑмӑллӑн кайса, Раман хутӑш вӑрмана пырса тухрӗ.
18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Стасик чӗре пӑлханӑвне ҫаплах пусараймарӗ пулас-ха, сӑмахне ниепле те урӑх йӗрпе пӑрса яраймарӗ, хуйхӑрса калаҫрӗ:
16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Кун иртет те ҫӗр иртет, ҫиелтен пӑхма пурте пӗр хӑнӑхнӑ йӗрпе тикӗссӗн пырать темелле пурнӑҫ, анчах хӑй черечӗпе улшӑнӑвӗ килсех тӑрать иккен кун уттине.
6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Этем шӑпи тепӗр чухне пӗр тикӗс чупнӑ ҫӗртенех такӑнма, пач урӑх йӗрпе кайма пултарать.
Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/
Саня кулам пек турӗ, хӗрарӑмӑн пысӑк кӑвак йӗрпе карталаннӑ шывлӑ куҫӗсене курсан, ирӗксӗрех пуҫне усрӗ.
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
«Урапа тени пӗр йӗрпе чупмасть пулсан самани те хӑҫан та пулин улшӑнатех.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Штрафӑн та усси пур-тӑр, анчах чӗлхемӗре упраса хӑварма татах темӗн кирлӗ, — терӗ те сӑмахне урӑх йӗрпе шутарчӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Анчах пурнӑҫ урапи пӗр йӗрпе чупмасть: пӗр ҫулхине черетлӗ отчетпа суйлав пухӑвӗнче Ярабаева «шуҫлӑ ҫунапа» ярӑнтарнӑ та ун вырӑнне Аксанова суйланӑ.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Сакӑлталлӑ ҫаврака деталь тунӑ чух вӑл, кашни сыпӑкӑн варрисем пӗр йӗрпе пултӑр тесе, патронӑн пӗр кулачокӗ ҫине йӗр туртса хучӗ.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Тахҫан-тахҫан илтнӗ сӑмах, пуҫ миминче таҫта шалта пӗр пӗчӗкҫӗ йӗрпе ҫырӑнса юлнӑскер, юлашкинчен сасартӑк ян! янӑраса уҫӑлса кайнӑ пек пулчӗ, профессор, кушӑрканӑ тутине чӗлхипе йӗпетсе, сурчӑкне ҫӑтрӗ.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Унӑн ӳт-пӗвӗ пӗтӗмпех юнлӑ йӗрпе витӗннӗ.
Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пӗррехинче хайхи ҫынсем ман йӗрпе кӑшкӑрашса пынине илтрӗм.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Юхать юрӑ ерипе, кусать Йӑван хӑй йӗрпе.
Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.
Вӗсем сирӗн йӗрпе пымалла.
Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ҫав тахҫан трактор хӑварнӑ, лечекеленнӗ, сӑпӑрчӑк, ӗнтӗ куҫ витейми йӗрпе сехете яхӑн сулланкаласа сӗнккесен Пурис, ӑс-пуҫне майӗпен сӑрхӑнса минретекен-тӗтрелентерекен усал шӗвек сӗрӗмне ҫӗнкелесе, темле сарлака, урапа-машина-трактор чупакан урлӑ ҫул ҫине тухса тӑчӗ (ҫапла, ҫапла, шӑпах ҫак тӗлте пирӗн тепӗр герой малаллахи ҫул-йӗрне палӑртаймасӑр сӗмленсе, ӑшталанса тӑнӑччӗ), ӑшши-пӑшши куҫне пӗрре сулахаялла, тепре сылтӑмалла ывӑтса илчӗ, тимлесех ҫула тӗпчеме пикенчӗ, анчах йӑс-пӑслӑ ҫӑра ӗнтрӗкре нимӗн уҫҫихуппине те тупаймарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.