Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркесӗррӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр малтан йӗркесӗррӗн сапаланса выртакан савӑт ванчӑкӗсем ҫине, унтан сасартӑках шӑпланнӑ арҫынсем ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Такамран хӑранӑ пек, ялти ҫуртсем кашнинчех йӗркесӗррӗн сапаланса пахча хушшисене, карта хыҫне, анкартисене ларса пӗтнӗ.

Деревенские избы, словно боясь чего-то, беспорядочно прятались за огородами, за дворами, под обрывами.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Алӑк патӗнчи тумтирсем ҫакакан ҫеклӗсем пӗр пӑта ҫинче сулланса тӑраҫҫӗ, тумтирӗсем урайӗнче йӗркесӗррӗн купаланса выртаҫҫӗ.

Вешалка у самой двери висит на одном гвозде, одежда с нее растрепанной кучей свалилась на пол.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Никита роти епле йӗркесӗррӗн чупнине курчӗ.

И увидел беспорядочную цепь — это бежала рота Николы.

32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Никола ротинчи боецсем сӑрт тӳпинелле пӗр йӗркесӗррӗн улӑхаҫҫӗ.

Вскоре и бойцы Николы взобрались на вершину.

32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ку партизансемшӗн пачах кӗтмен ҫӗртен пулса тухрӗ, ҫавӑнпа вӗсем йӗркесӗррӗн тарма пуҫларӗҫ.

Застигнутые врасплох, партизаны растерялись и бросились беспорядочно бежать.

18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӗсен калаҫӑвӗнчен илтнӗ кашни сӑмах мана тӑрлавсӑрла пек ҫеҫ мар, тӗрӗс те мар, французла та мар пек туйӑнать (ce n`est pas Frangais, терӗм эпӗ хам ӑшра), Семенов, Илинька тата ыттисем хӑйсене епле тыткалани, калаҫни, хӑтланкалани ырӑ йӑхран тухнӑ ҫынсенни пек пулманнӑн, йӗркесӗррӗн, «comme il faut» мар пек туйӑнчӗ.

Всякое слово, которое я слышал из их разговора, не только казалось мне бессмысленно, но неправильно, просто не по-французски (ce n’est pas Franҫais, говорил я себе мысленно), а позы, речи и поступки Семенова, Иленьки и других казались мне неблагородны, непорядочны, не comme il faut.

XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫавӑнтах темиҫе хутчен йӗркесӗррӗн пӑшал пенӗ сасӑ илтӗнсе кайрӗ.

И тут же послышались беспорядочные выстрелы.

I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Шоссе енчен йӗркесӗррӗн перкелешес вырӑнне пӑшалсемпе пулеметсенчен ҫине тӑрса тата йӗркеллӗ пеме тытӑнчӗҫ.

Неслаженная стрельба со стороны шоссе переходила в стойкий, организованный ружейный и пулеметный огонь.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Нимӗҫ офицерӗсем шоссе ҫумӗнчи тарӑн канава выртрӗҫ те, грузинсем ҫине сайран та йӗркесӗррӗн пеме тытӑнчӗҫ.

Немецкие офицеры залегли в глубоком кювете и открыли редкий, неслаженный огонь по грузинам.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Урамсенче халӑх шавлани, мотоциклетсен сасси, вӑрҫӑ машинисен васкавлӑхӗ, йӗркесӗррӗн чупса ҫӳренисем — кӑнтӑрла хулана бивуак сӑнӗ парса тӑратчӗҫ пулсан, тӗттӗмленсе ҫитнӗ майӑн шӑпланчӗҫ.

С темнотой схлынули с них людской шум, мотоциклетная трескотня, суетня военных автомобилей — вся эта нервная романтическая сутолока, придававшая городку суровый бивуачный вид.

Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.

Унта икҫӗр лавран пӗртте кая мар, тепӗр хӗрех ҫын пулӗ ҫул айккисемпе йӗркесӗррӗн сапаланса пырать.

Подвод было не меньше двухсот, всадников, ехавших враздробь, — человек сорок.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗ чаҫсем йӗркесӗррӗн каялла чакаҫҫӗ.

Красные части отступают в беспорядке.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӑшал сассисем йӗркесӗррӗн кӗрслетсе кайнӑ хыҫҫӑн шӑтӑк патӗнче тӑракан сакӑр хӗрлӗ гвардеец, тайкаланса илсе, ҫӗре йӑванса пӗтрӗҫ те, вӗсене персе пӑрахнӑ казаксем шӑтӑк патне чупса пычӗҫ.

После разнобоистого залпа, когда восемь стоявших у ямы попадали вразвалку, стрелявшие подбежали к яме.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл хирӗҫлемест; стариксем ӳрӗк-сӳрӗккӗн, йӗркесӗррӗн кӑшкӑрашса илеҫҫӗ:

Он не возражает; старики несогласно, вразброд выкрикивают:

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Станицӑран вӗсем йӗркесӗррӗн, ушкӑнпа кӗпӗрленсе тухрӗҫ.

Уже в беспорядке, кучей выехали за станицу.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чаҫсенче хускалса кайнӑ арпашу Глубокӑй станцийӗнчен йӗркесӗррӗн тухса тарнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ лӑпланса ҫитет.

Паника, охватившая части, завершилась беспорядочным бегством из Глубокой.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Донревкомӑн сахалланса юлнӑ пӗчӗк отрячӗсем, ҫуррине яхӑн хухнӑ сотньӑсем, поездсем ҫине йӗркесӗррӗн тиенеҫҫӗ, ал айӗнче кирлӗ пулман йывӑр япаласене пӑраха-пӑраха хӑварса, поход йӗрмипе хуларан тухса каяҫҫӗ.

Разрозненные отряды Донревкома, наполовину распыленные казачьи сотни, беспорядочно грузились на поезда, уходили походным порядком, бросая все несподручное, тяжелое.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӗтел ҫинче йӗркесӗррӗн таса мар савӑт-сапа ларать; унтах, хыҫсӑр пукан ҫинче, арланӑ ҫип ҫӑмхи выртать, ҫыхса пӗтерме ӗлкӗреймен ҫӑм чӑлха кунчи ҫумӗнче тӑватӑ енчен тирнӗ йӗпсем йӑлтӑртатаҫҫӗ.

На столе беспорядочно стояла немытая посуда, около, на табуретке, лежал клубок пряденой шерсти, поблескивали вязальные спицы, пронизавшие с четырех углов недоконченный паголенок чулка.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑрманта арпашса ҫӳренипе саланса кайнӑ сотня таса хире йӗркесӗррӗн тухрӗ.

Сотня, расчлененная блужданием по лесу, в беспорядке высыпала на чистое.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех