Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пылпа чей ӗҫтерем-ха сана, Мария Тимофеевна Ҫумӑрта йӗпенсе ҫӳрекен ҫынна пыл кирлӗ, пыл чиртен лайӑх.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Йӗпенсе пӑрланнӑ, ҫухаласран хӗве чикнӗ алсишӗ кӑкӑрне тата ытларах шӑнтать пулмалла.
Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.
Тен, ҫумӑрӗ кунта та персе ҫитӗ те, йӗпенсе пӗтӗп.
Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.
Юлашкинчен, ҫын парӑнманнине кура, хирӗҫле фронт, хӗрарӑм фрончӗн паттӑрӗсем, ҫиллине шӑнарайманнипе йӗпенсе кайнӑскерсем, виҫкӗтеслӗх туса наступление куҫрӗҫ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Юлашкинчен вара вӑйран кайиччен ывӑннӑ ҫынсем, йӗпенсе шанса кайнӑскерсем, пурте палаткӑсем ӑшӗнче йывӑр ыйӑхпа ҫывӑрса кайнӑ.Наконец, уставшие до изнеможения, измокшие, перемерзшие, все забываются в палатках тяжелым сном.
«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Тырра-пулла пуҫтарнӑ вӑхӑтра йӗпе-сапа нумайччен тӑрсан, вырнӑ тырӑ йӗпенсе ҫӗрсе каять.Льют продолжительные дожди во время уборки урожая — сжатый хлеб мокнет и загнивает.
Ҫанталӑка пӗлни кама тата мӗн тума кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Пӳрнисем йӗпенсе кайнӑ тутӑра лутӑркаҫҫӗ.
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӑхӑт каҫалла сулӑннине пӑхмасӑрах шӑратса ҫунтаракан хӗвелпе улӑх сӑртӗнчи ҫурта пек шурӑ хурӑнсем ирӗле пуҫларӗҫ тейӗн: юхса анчӗҫ вӗсенчен улӑхалла йӗпенсе хуралнӑ вырӑн пек курӑнакан мӗлкесем.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Альбина ӗсӗклесе те, сасӑпа та йӗмерӗ, унӑн куҫӗсенчен ҫутӑ куҫҫуль тумламӗсем кӑна пӗрин хыҫҫӑн тепри чӑмӑртанса тухрӗҫ, вӑл вӗсене час-часах йӗпенсе кайнӑ пӗчӗк тутӑрпа шӑла-шӑла типӗтрӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Герасим Федотович йӗпенсе сӳсленнӗ сигарета ҫӑвартан кӑларса пӑрахса пушмак кӗллипе ҫиллессӗн таптарӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Капрон кӗпи йӗпенсе ӳчӗ ҫумне силӗм пек ҫат ҫыпӑҫса ларнӑ — пӑхма та именмелле.
Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.
Ҫапла йӗпенсе ту ҫине хӑпарса ҫитрӗмӗр.
Кӗтӳ кӗтни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ҫырма хӗрринчи ҫӳҫе кӑчкисем хуралнӑ ӗнтӗ, йӗпенсе лӳчӗркеннӗ мамӑк чӑмӑрккисем пек курӑнаҫҫӗ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ҫӑвар умӗнчи вӗри сывлӑшпа йӗпенсе шӑнса хытнӑ тумтирсем, лаша хӑмӑчӗ пек, мӑй тавра явӑнатчӗҫ.
Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.
Вӑл нихҫан та ывӑнса е йӗпенсе халь анчах вӑрмантан килтӗм, е тин кӑна мунчаран тухрӑм тесе сӑлтав шырамастчӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Капла шыв-шурпа йӗпенсе ҫӗресрен те, шӑши касасран та шанчӑклӑ.
Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗрре ӳсӗрлесшӗнех ҫурхи шывра йӗпенсе хӗне кайса вилес мар-ха текелесе, килӗсене саланчӗҫ.
Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ратниксем эрни-эрнипе йӗпенсе исленнӗ тумтирсемпе ҫӳрерӗҫ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эпир лачкам йӗпенсе, пуҫа усса килелле утрӑмӑр.
Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.
Тинех ҫурт тӑрринчен тумласа, йӗпенсе тӑма пӑрахрӗ.
Ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ // Татьяна ЕФИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11679-m- ... rn-ca-k-ch