Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлтӑртатса (тĕпĕ: йӑлтӑртат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шыв лекнипе сенкер ҫулӑм йӑлтӑртатса чӑшлатрӗ те сӳнчӗ.

Сверкнул, шипя, залитый водой синий огонь и потух.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ҫунакан кӑвайт умӗнче виҫӗ ҫын шӑппӑн ларать; кашнин хӑйӗн шухӑшӗ, хыттӑн йӑлтӑртатса каҫхи курӑка чӑпарлатакан ҫутӑ вӑййине тарӑн путса кӗнӗ куҫӗсемпе йӗрлеҫҫӗ.

Три человека сидели у пылающего костра и молча отдавались своим мыслям, следя глубоко ввалившимися глазами за игрой света, пестрившего ночную траву яркими отблесками.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.

Ҫапах пичӗ унӑн ашшӗнни пек йӑвашскер мар, сӑмса ҫунатти еплерех вылянинчен, ҫӳхе тута пӗрӗнсе-чӑмӑртанса тӑнинчен, тӗксӗм камерӑра хуран курӑнакан куҫӗ тӑрсан-тӑрсан йӑлтӑртатса илнинчен ҫынни ку хытти-хурине самаях тӳссе ҫирӗпленме ӗлкӗрнине туятӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн пӳрнинче Грэйӑн пайӑркаллӑ ҫӗрри йӑлтӑртатса вылять.

На ее пальце блестело лучистое кольцо Грэя.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӑл ирӗн телейлӗ капӑрлӑхне, ҫап-ҫутӑ туратсен хушшинчи ҫыран хӗррине, йӑлтӑртатса выртакан кӑвак инҫете тӗлӗнсе сӑнать; горизонт ҫийӗн, ҫав вӑхӑтрах унӑн ури тӗлӗнче те, шӗшкӗ ҫулҫисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

С изумлением видел он счастливый блеск утра, обрыв берега среди этих ветвей и пылающую синюю даль; над горизонтом, но в то же время и над его ногами висели листья орешника.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тӗтӗмпе явкаланнӑ сывлӑш кӑвайт ҫийӗн йӑлтӑртатса чӗтрет.

Над костром, перевитый дымом, сверкая, дрожал воздух.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Умӗнче йывӑҫсем ирӗклӗн уҫӑлнине, вӗсен витӗр йӑлтӑртатса выртакан сенкер тинӗс таппине, пӗлӗтсене курсан Ассоль кӑштах тӗлӗнсе лаштах сывласа ячӗ, халь-халь кайса ӳкесле ӗшенсе ҫитнӗскер сарӑ хӑйӑрлӑ ҫыр хӗррине чупса тухрӗ.

С удивлением, но и с облегчением Ассоль увидела, что деревья впереди свободно раздвинулись, пропустив синий разлив моря, облака и край желтого песчаного обрыва, на который она выбежала, почти падая от усталости.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Малтанах вӑл нимех те уйӑрса илеймен, анчах сасартӑк шӑтӑкра шалта симӗсрех тӗслӗ икӗ пӑнчӑ йӑлтӑртатса илнӗ, вӑл вара самантрах кусем тискер кайӑк куҫӗсем пулнине тавҫӑрса илнӗ.

Сначала он ничего не мог разглядеть, но вдруг в глубине пещеры блеснули две зеленоватые точки, и он догадался, что это глаза зверя.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Аякри тӗме хыҫӗнчен пӗчӗк ача пӑхнӑ, унӑн хура куҫӗсем йӑлтӑртатса илнӗ.

Из-за крайнего куста выглянул маленький мальчик; блеснули черные глазки.

Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Тӗттӗмленсен тата вӗҫӗ-хӗррисӗр аслӑ шупка-кӑвак тӳпере йӑлтӑртатса тухнӑ йышлӑ ҫӑлтӑрсене кӑтрашка пӗлӗтсем хупласа илсен, — хӗвеланӑҫӗнчи, Луганск енчи кунӗпех кӗрленӗ нимӗҫсен пушкисем шӑпланаҫҫӗ.

Когда стемнело и в необъятной лилово-синей вышине высыпавшие звезды затянуло барашками, — на западе, в стороне Луганска, затихли немецкие пушки, погромыхивавшие весь день.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тӳперен Германин кӗмӗл тӗслӗ самолечӗ йӑлтӑртатса аялалла чӑмать.

С неба, поблескивая, падал серебристый германский самолет.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Поезд стрелкӑсенче кӗмсӗртетсе, тӗтӗмпе хупланса, чӳречесенчен, боецсем выртакан вагон тӑррисенчен перекен пӑшал вучӗсемпе йӑлтӑртатса, пытанса пӗтнӗ нимӗҫсем умӗпе тӑвӑл пек иртсе каять, кӗпер урлӑ кӗмсӗртетсе каҫать те ҫул кукринче ҫухалать.

Поезд, грохоча на стрелках, закутываясь дымом, сверкая вспышками выстрелов из окон, с крыш, где лежали бойцы, — тяжелым ураганом промчался мимо попрятавшихся немцев, с грохотом перешел мост и скрылся за поворотом.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Хӗвел хӗртсе пӑхать, унӑн ҫути хӑмпӑлчӑллӑ кантӑк кӗленчисем ҫине ӳксе, йӑлтӑртатса ҫутатать.

Жгло солнце, отсвечивало в пузырчатых стеклах.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Мишкин куҫӗсем йӑлтӑртатса ҫуна пуҫлаҫҫӗ; пуҫне амӑшин чӗркуҫҫийӗ ҫинчен ҫӗклеймесӗрех, вӑл, пӗркеленнӗ пит-куҫӗпе хуллен йӑлкӑшса илет те: — Айта, эппин… — тет.

У Мишки задорно заблестели глаза, не поднимая головы с мамкиных колен — улыбнулся морщинками: — Ну, пойдем…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Генерал Людендорфа хирӗҫ, сӑран ҫапса тунӑ кресла ҫинче, пӳне тӳрӗ тытса, лайӑх вырнаҫса Гофман генерал ларнӑ; вӑл та тап-таса, чылай хулӑм этем; сӑнӗ-пичӗ тарланипе, йӑлтӑртатса тӑнӑ, вӑл хӑйпе калаҫакан ҫын ҫине чыслӑн пӑхса ларнӑ; сухалӗпе уссине хырса янӑ пирки, унӑн пит-куҫӗ ҫап-ҫара курӑннӑ.

Напротив генерала Людендорфа в кожаном кресле, прямо и плотно, сидел генерал Гофман, также безукоризненно чистый, слегка тучный, с почтительным, блестевшим от испарины, лицом, к которому лучше бы шли борода и усы, так как — обритое — оно казалось голым.

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Шӑп вуникӗ сехет тӗлӗнче Германипе Австри фрончӗ, Ревель хулинчен пуҫласа Дунай вурри таранччен, йывӑр гаубицӑсен сарӑхнӑ тӗтӗмӗпе витӗнсе хупланать; тупӑсем кӗмсӗртеттернипе ҫӗр чӗтресе каять, снарядсем ӳксе ҫурӑлнипе купи-купипе ҫӗр сирпӗнсе илет, пулеметсем вырнаҫтарса лартнӑ йӑвисенчен шатӑртаттарма пуҫлаҫҫӗ, фронт ҫийӗнче ҫунаттисем ҫинче хура хӗрес паллиллӗ моноплансем вӗҫме тапранаҫҫӗ, хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса тӑракан колбасасем евӗрлӗ аэростатсем тата ҫӳлерех ҫӗкленчӗҫ.

Ровно в двенадцать часов германо-австрийский фронт от Ревеля до устья Дуная окутался ржавым дымом тяжелых гаубиц, задрожала от грохота земля, поднялись лохматые столбы разрывов, застучали в гнездах пулеметы, понеслись над фронтом монопланы с черным крестом на крыльях, выше поднялись привязанные аэростаты в виде колбас, отсвечивающих на солнце.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Унӑн йӑлтӑртатса тӑракан хура куҫӗсен аялти хупанкисем, инҫенелле пӑхакан ҫынӑнни пек, кӑштах ҫӗкленнӗ.

Нижние веки его блестевших глаз были приподняты, как у того, кто вглядывается в даль.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Путса аннӑ куҫӗсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.

Блестели ввалившиеся глаза.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Чуниллисен йӑхне аркатӗ Вут-ҫулӑмлӑ аҫа ҫапса, Пире хӗвел ҫаплах ҫутатӗ, Шевлисемпе йӑлтӑртатса.

И если гром великий грянет Над сворой псов и палачей, Для нас все так же солнце станет Сиять огнем своих лучей.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унӑн ҫиелти шуҫран тунӑ «кӗпи» йӑлтӑртатса кӑна тӑрать.

Он поблескивал жестяной «рубашкой».

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех