Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлтӑртатса (тĕпĕ: йӑлтӑртат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак пӗр куҫӗнчен, аманнинчен, пичӗ тӑрӑх «янкӑр тӳпери пӗчӗк ылтӑн ҫӑлтӑр» йӑлтӑртатса юхса анчӗ те ҫӗр ҫине пат татӑлса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кӗҫех килхушши алӑкӗ умӗнче унӑн, хӗрӗн, каялла, урамалла васкаканскерӗн, ҫепӗҫ, таса тухӑҫри ирхи черчен хӗвел шевлиллӗ кулли ҫеҫ килпетлӗн сапӑнса, йӑлтӑртатса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Вӗсенчен аяларах пӗчӗк варинккесем ҫапнӑ: ҫу кунӗсенче каснӑ йӗрсем тӑрӑх пыл пек йӑлтӑртатса юхакан сухӑр (канифоль тата сӑркӑч чӗртаварӗ) пухма.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кану ҫуртӗнчен инҫех те мар ҫап-ҫутӑ пысӑк кӳлӗ йӑлтӑртатса хӑй патне илӗртет, ҫывӑхрах тӗрлӗрен кайӑк юрри чуна тыткӑнлать.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Пулӑсем ҫутатса пӑхакан ҫап-ҫутӑ уйӑха курасшӑн пулнӑн пуҫӗсене кӑлара-кӑлара пӑхаҫҫӗ те йӑлт-ялт ҫӳлелле сикеҫҫӗ, ҫап-ҫутӑ ҫурӑмӗсем уйӑх ҫинче йӑлтӑртатса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырмаран Тикаша каякан ҫул йӑлтӑртатса кӑна выртать.

Дорога, связывающая населенные пункты Мусирмы и Тегешово Урмарского района, блестит из-за образовавшегося льда.

Вӑрмар районӗнчи ҫул ҫине конькипе ярӑнма тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34300.html

Кайран, чӳхенӗ чухне, ҫӑпатапа шыв ӑсса илтӗм те — унӑн тӗпӗнче тем йӑлтӑртатса вырта парать.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Унӑн пичӗпе пуҫӗ, тин ҫеҫ хырнӑ пирки, йӑлтӑртатса пырать.

Гладкое, свежевыбритое лицо его лоснилось. Лоснился его свежевыбритый череп.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тахҫан ҫемҫен, йӑвашшӑн пӑхнӑ кӑвак куҫӗсенче халӗ хаярлӑх хӗлхемӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ.

В некогда мягком взгляде его голубых глаз вспыхивали стальные искры.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Следователӗн алли ҫумӗнчи сехечӗ йӑлтӑртатса илчӗ.

На руке у следователя блестели ручные часы-браслет.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӳлӗм варринчи ҫирӗп те пысӑк сӗтел тӗксӗммӗн йӑлтӑртатса ларать.

Массивный стол посреди комнаты отливал матовым блеском.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тата кала-ха эппин, — клиент ун еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ те, куҫӗнчи кантӑкӗ йӑлтӑртатса илчӗ — мӗншӗн-ха ку ача аллисемпе ҫӳлелле кармашать?

И, кроме того, — клиент повернулся, стеклышко сверкнуло у него в глазу, — почему у этого ребенка так воздеты руки?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Флангсенче жандармсен киверӗсем сиввӗн йӑлтӑртатса илчӗҫ, полици ушкӑнӗ колонна ҫине пырса кӗчӗ.

На флангах холодно поблескивали кивера жандармов, в середине дуги наступала орда полицейских.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Позици! — терӗ хурлӑхлӑн Пенишора, вара унӑн куҫӗсем самантрах йӑлтӑртатса илчӗҫ.

— Позиция! — сказал он горестно, и глаза его на мгновение блеснули.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Моломан нимӗҫ ҫынни мӗн хӑтланнине тимлӗн пӑхса тӑчӗ, анчах кӑштах уҫӑлнӑ ещӗкре браунинг йӑлтӑртатса илнине курсан, вал ҫав самантрах Прелл ҫине сиксе ӳкрӗ, ӑна пӗрре ҫапсах урайне ӳкерчӗ.

Моломан глядел, что станет делать немец, но когда в приоткрывшемся ящике блеснула вороненая сталь браунинга, он бросился на Прелл а и одним ударом кулака свалил его на пол.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗренекенсем Фабиан господина хирӗҫ мӗнле те пулин аван мар ӗҫ тусан, Прелл куҫӗсем вут пекех йӑлтӑртатса ҫунатчӗҫ.

В глазах Прелла, которые бывало так и вспыхивали, стоило ему услышать о какой-нибудь выходке учеников против Фабиана,

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ваня юлташ темшӗн пӑлханни сӑнранах палӑрать, ытти чухне лӑпкӑн пӑхакан куҫӗсем унӑн йӑлтӑртатса ҫунаҫҫӗ.

Его лицо было взволнованно, обычно спокойные глаза горели.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Питҫӑмартисем те унӑн ҫавӑн пекех йӑлтӑртатса ҫиҫеҫҫӗ, «вӗсенчен вара чун-чӗрене темле ҫемҫен ачашлакан ӑшӑ тухса тӑнӑ пек туйӑнать!

И щеки у него были такие свежие, и такая мягкая исходила-от них теплота!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Куҫӗсем унӑн тем пирки ҫав тери хыпӑнса ӳкнӗ пек йӑлтӑртатса ҫунчӗҫ.

Глаза горели, как в лихорадке.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗчӗк Ваньӑшӑн вӗсем ун чухне ҫав тери кӑмӑллӑ та вӑйлӑ ҫынсем пек туйӑнатчӗҫ; кулнӑ чухне вӗсен шӑлӗсем йӑлтӑртатса ҫутӑлатчӗҫ, калаҫнӑ чухне вара куҫӗсем вут пек ҫиҫсе ҫунатчӗҫ!

Но они казались мальчику такими щедрыми и могучими, так ослепительно сверкали их зубы, когда они смеялись, горели их глаза, когда Спи говорили!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех