Шырав
Шырав ĕçĕ:
38. Ҫавӑнпа Димитрий патша та ӑна аслӑ священникрах тӑмалла турӗ, 39. ӑна хӑйӗн тусӗсен йышне кӗртрӗ, ҫапла пысӑк мухтава кӑларчӗ, 40. мӗншӗн тесессӗн Димитрий патша ҫакна илтнӗ ӗнтӗ; Рим ҫыннисем иудейсене тус, пӗр канашлӑ тӑракан тӑван тенӗ, Симон янӑ элчӗсене чыслӑн йышӑннӑ, 41. иудейсемпе священниксем Симон ӗмӗрлӗхех, чӑн Пророк киличченех, хӑйсенӗн пуҫлӑхӗ тата аслӑ священникӗ пултӑр тесе килӗшнӗ, 42. ҫарпуҫӗ те вӑлах пултӑр, сӑваплӑ вырӑна та вӑлах пӑхса тӑтӑр, халӑха ӗҫлеттертӗр, Иудея ҫӗрне, мӗнпур вӑрҫӑ кӑралне, керемсене хӑй аллине илтӗр тенӗ, 43. Турӑ Ҫуртне вӑл пӑхса тӑтӑр, пурте ӑна итлеччӗр, ҫӗршыври мӗнпур килӗшӗве унӑн ячӗпе ҫырччӑр, вӑл хӗрхӗлтӗм тумпа, ылтӑн эреш ҫакса ҫӳретӗр тенӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унтан Моисей вӗсене халалласа каланӑ: ҫичӗ ҫул иртсессӗн, парӑмсене каҫарнӑ ҫул, хӳшӗ уявӗнче, 11. [Ҫӳлхуҫа Хӑй] суйласа илнӗ вырӑна пӗтӗм Израиль халӑхӗ хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умне тӑма пухӑнсассӑн, ҫак саккуна пӗтӗм Израиль умӗнче сасӑпа вуласа пар; 12. халӑха пух, арҫынсемпе хӗрарӑмсене те, ачасене те, санӑн килӳ-ҫуртунта пурӑнакан ютран килнӗ ҫынсене те пуҫтар: итлеччӗр вӗсем, вӗренччӗр, сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан хӑраса тӑччӑр, ҫак саккунӑн пур сӑмахне те пурӑнӑҫлама тӑрӑшчӑр; 13. вара вӗсенӗн ҫакна пӗлмен ывӑлӗсем те сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫинчен илтӗҫ те эсир хӑвӑр аллӑра илме Иордан урлӑ каҫакан ҫӗр ҫинче пурӑннӑ хушӑра сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан ӗмӗр тӑршшӗпех хӑраса тӑма вӗренӗҫ, тенӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2