Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирӗксӗрлӗхе (тĕпĕ: ирӗксӗрлӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йытӑсем, ирӗксӗрлӗхе кура, чарӑна пӗлмесӗр вӗреҫҫӗ.

Собаки, чуя непорядок, с остервенением лаяли на них.

18 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Вӑл кун пек ирӗксӗрлӗхе хӑнӑхса ҫитнӗ пулмалла, йӗри-тавра нимӗн тӗлсӗр пӑхкаласа ларать, хушӑран-хушӑ ҫеҫ сӑмсипе пӗсехи ҫинчи тӗкӗсене майлаштаркаласа хурать.

Он успел уже свыкнуться со своей неволей, равнодушно поглядывал по сторонам и только время от времени клювом перебирал у себя на груди перья.

Орочсен ялӗнче // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 121–124 с.

Пачах урӑхла, вӑл, мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех крепостла йӗркесемпе килӗштерсе пурӑннӑ, анчах халӗ ҫав «ирӗксӗрлӗхе» тӗп тунӑ хыҫҫӑн та ҫӗнӗ йӗркесене лайӑх хӑнӑхса ҫитнӗскер, хӑйӗн ӗҫне пит ӑста пӗлекен ҫӗр улпучӗ пулнӑ.

Наоборот, он был отличный практик-помещик, всю жизнь превосходно ладивший с крепостными отношениями, а теперь, когда эта «неволя» была уничтожена, сумевший хорошо приноровиться и к новым условиям.

II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Ҫакӑ аболиционистсемшӗн кӑнтӑрти штатсенчи ирӗксӗрлӗхе хирӗҫ пыма пулӑшакан ҫӗнӗ аргумент пулчӗ, эпӗ вара Массачузетс гражданинӗ пулса тӑтӑм.

Это был недурной новый аргумент аболиционистам против невольничества в южных штатах, и я сделался гражданином Массачусетса.

XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫухалса кайман ҫын, хӑйне хӑй тупнӑ ҫын, ҫак миллион ҫутӑ — йӑлтах ҫарамаслантаракан салхуллӑ ҫутӑ — мӗн ҫуратнине, ҫав ҫутӑ вара, йӗри-тавра илем пуррине систеренҫи пулса, пур ҫӗрте те ухмахла кичемлӗхпе ирӗксӗрлӗхе уҫса кӑтартнине курать.

И кто находит себя, тот видит, что эти миллионы огней рождают унылый, все раздевающий свет и, создавая намеки на возможность красоты, всюду обнажают тупое, скучное безобразие.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Ӗнер ма праҫник пулчӗ-ши тесе хурланать вӑл, мӗншӗн тесен ирӗкре ҫӳренӗ хыҫҫӑн ирӗксӗрлӗхе таврӑнасси тата йывартарах.

По понедельникам ему хотелось, чтобы в промежутке совсем не было воскресенья, тогда тюрьма и кандалы не казались бы такими ненавистными.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Шӑрпӑк» сӑмах — вут-ҫулӑмпа хӗлхеме, коробка вара хӗсӗк те хупӑ вырӑна, ирӗксӗрлӗхе ӑнлантарать.

Куҫарса пулӑш

Мӗн пӑшӑрхантарать сана? // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех