Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирттереҫҫӗ (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн пек ҫемьесене те центрта ӗҫлекенсем куҫран вӗҫертмеҫҫӗ, тӑтӑшах рейдсем ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Кунсӑр пуҫне районти медӗҫченсем рейдсем ирттереҫҫӗ, ҫав вӑхӑтра эрехпе иртӗхекен ачасемпе ашшӗ-амӑшне тупса палӑртаҫҫӗ.

Кроме того, медработники района проведут рейды, во время которых постараются выявить злоупотребляющих алкоголем несовершеннолетних, а также подобные семьи.

Канаш районӗнчи чи урӑ урампа яла палӑртӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35080.html

ГИБДД ӗҫченӗсем ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха тимленӗ май час-час профилактика мероприятийӗ ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккуна пӑсмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60498

Регионсен хушшинчи турнира Владимир Потанинӑн ыр кӑмӑллӑх фончӗн «Вӑй спорчӗ» программи пулӑшнипе ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Следж-хоккей енӗпе турнир иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60502

Килсе пӑрахакансемпе кӗрешме тӗрӗслевсем ирттереҫҫӗ, видеосӑнавсем вырнаҫтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех ҫӳп-ҫап // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61151

Ачасен ашшӗ-амӑшӗ те, влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансемпе депутатсем те тӑтӑшах вӗрентӳ учрежденийӗсене ҫитсе тӗрӗслевсем ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Апат тутлӑ ҫитереҫҫӗ-и? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61149

Чӑваш культурин патриархне халалласа Чӗмпӗрте те сахал мар ӗҫ-пуҫ ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Чӗмпӗр облаҫӗ килӗшӳ ҫирӗплетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60521

Ҫулсене юсаҫҫӗ, ачасене вылямалли тӳремсене ҫӗнетсе улӑштараҫҫӗ, территорисене илемлетеҫҫӗ, халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тесе тӗрлӗ ӗҫсем туса ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

Тухтӑр патне электронлӑ майпа ҫырӑнаҫҫӗ, шур халатлисем ҫулсерен 20 пин ытла онлайн консультаци ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха сиплев пулмалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60567

Кунсеренех ларусем, конкурссем, олимпиадӑсем, куравсем, семинарсем, мастер-классем пулаҫҫӗ, факультетсенче «ҫавра сӗтелсем» ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх конференцийӗ пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60629

Унсӑр пуҫне ӗнтӗ библиотека ӗҫченӗсем вулакана библиотекӑна илӗртес тӗлӗшпе ҫав тери нумай ӗҫ туса ирттереҫҫӗ, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен меслетсем шыраҫҫӗ, тӗрлӗ йышши кӑсӑклӑ программӑсем, проектсем пурнӑҫа кӗртсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Вӗсем тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсене — уйрӑм лапам // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61041

«Аккредитациленнӗ организаци килсе пирӗн инспекторсемпе пӗрле ҫак тӗрӗслевсене ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран инкек ан пултӑр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60747

Футбол-волейбол тата ытти енсемпе ӑмӑртусем ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Артистсемпе, ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем, ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Ҫулсеренех районта патриотла акцисене йышлӑн ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳсем килӗшӳре ҫуралаҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/25/c%d0%b8%d1% ... %d0%b0cce/

Ҫивӗч ыйтупа прокуратура ӗҫченӗсем тӗрӗслевсем ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӳкнӗ шыв пашнине кам йӗркене кӗртӗ? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60970

«Раҫҫей мисӗ» конкурса 1994 ҫултанпа ирттереҫҫӗ.

Конкурс «Мисс Россия» проводится с 1994 года.

«Чӑваш Ен мисне» палӑртӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34865.html

Репетицисене сӗтел хушшинче ларнӑ чух та ирттереҫҫӗ.

Репетируют даже за столом.

Пӗрремӗш канал Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34864.html

Иван Яковлев ҫуралнӑранпа кӑҫал 175 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене Чӑваш Енре, Тутарстанра, Чӗмпӗрте, Санкт-Петербургра тата ытти тӑрӑхра анлӑ тата пысӑк йышпа ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яковлев халалӗ - пурнӑҫ кӗнеки // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=9geMRIgkUUo

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех