Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртсен (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сакӑр вунӑ ҫула яхӑн иртсен кӑна ӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мартӑн 19-мӗшӗ - паллӑ кун // «Морское братство» обществӑлла организацин йӗркелӳ комитечӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Пуҫ ҫаврӑнсан хусканӑва тума чарӑнмалла, иртсен каллех тумалла.

Куҫарса пулӑш

Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Ан тив, ушкӑнпа кӳршӗ яла е района кӑна ҫитсе кур — ҫулсем иртсен те манӑҫми мыскара е кӑмӑллӑ самант пулатех.

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

— Ҫапла, аслӑ пӗлӳ илсен МПУрах аспирантурӑра вӗренме шухӑш пурччӗ /маларах кайса ҫакна калам: вӑхӑт иртсен пурпӗрех наука кандидачӗн диссертацине унтах хӳтӗлерӗм/.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫапах та тем чуль вӑхӑт иртсен те, шкула ӑс пухма ҫӳренӗ тапхӑр, ҫамрӑклӑх ҫулӗсем нихӑҫан та асран тухмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Настоящий Закон вступает в силу по истечении десяти дней после дня его официального опубликования.

Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Выльӑх-чӗрлӗх таптаса ан пӗтертӗр тесе юпасем вырнаҫтартӑм, анчах кӑшт вӑхӑт иртсен пӗри те тӑрса юлмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Вӑхӑт иртсен район архивӗсене архив ӗҫӗсен тӗрлӗ органӗсем ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Ҫак сӑнара Н.Мордвинов ҫулсем иртсен те манӑҫа тухмалла мар калӑпланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Кӑшт вӑхӑт иртсен ҫав ҫынранах тепӗр шӑнкӑрав пулнӑран сӗнӗве хуравсӑр хӑварас темерӗмӗр.

Так как по прошествии некоторого времени от этого же человека поступил еще один звонок, решили его предложение без ответа не оставлять.

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Арапуҫ кӗперӗпе тӗлпулӑва ҫӳренисене вара паян та, утмӑл ҫул иртсен, ӑшӑ кулӑпа аса илет телейлӗ мӑшӑр.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех