Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтӗнсе (тĕпĕ: илтӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла сисмерӗм те, салонта тӑрук, каллех, кушак ҫури вӑйсӑррӑн нӑйкӑшни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Вокзал ҫурчӗ тӑррине вырнаҫтарнӑ динамик Шупашкар хулине каякан автобус ҫине ларма вӑхӑт ҫитнине пӗлтерни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫав шӑплӑхра пӗр вырӑнта тӑракан трактор двигателӗн хӑрӑлти сасси илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Кӑштахран Арихов хушамачӗ илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Унта та кунта калаҫни-кулни, пӗр-пӗрне сӑмахпа тӗксе илни, пӗр-пӗринчен тӑрӑхлани илтӗнсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӑл, яланхи йӑлипе ҫывӑрма выртас умӗн питне-куҫне ҫурӗ, шӑлне тасатрӗ, тӗкӗр умне пырса ҫӳҫне турарӗ /ун шухӑшӗпе пуҫ кун пек ҫӗр каҫа лайӑхрах канать/, электролампа сӳнтерме тесе аллине ҫеҫ тӑсрӗ — коридорта ура сасси илтӗнсе кайрӗ, каччӑ вырӑн ӑшне чӑмрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сасартӑк: «Терентьев юлташ», — тени илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Пур! — илтӗнсе кайрӗ Алексей сасси.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Тӑхта, пӗрремӗш, ытлашши ан йӗплен, ан хирӗҫ, — илтӗнсе кайрӗ Гаврил Романовичӑн хулӑн сасси /паян сасси самай уҫӑлнӑ/.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Пӗрремӗш участокри ҫынсен, сирӗн шутпа, кирпӗчсӗр лармалла-им? — илтӗнсе кайрӗ сасӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫак вӑхӑтра динамикре тӗп инженерӑн сасси илтӗнсе кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Шӑхӑрнӑ евӗр сасӑ илтӗнсе кайрӗ те аякра мар ларакан йывӑҫ ещӗк хуппине темӗскер вирлӗн пырса ҫапӑнчӗ, шӑтарса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Иринӑн пуҫӗ тӑрринчех темӗн шӑхӑрса-шавласа илчӗ, ҫавӑнтах ҫамрӑк хӗрарӑм сасси илтӗнсе кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

(Алӑкӑн-тӗпелӗн уткаласа ҫӳрет, кӗҫех урамра автомашина сасси илтӗнсе каять).

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Михӗре сысна сури нӗриклетни илтӗнсе каять.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Шӳтлесе-ахӑрса алӑ ҫупни илтӗнсе тӑрать вӑрманта.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫак самантра аякран шӑнкӑрав сасси илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав самантрах хӑлхана хуплас пек шӑхӑрни илтӗнсе кайнӑран салтак кукленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Сасартӑк темле сасӑсем илтӗнсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

«Чӗрӗ шыв! Чӗрӗ шыв!» — илтӗнсе юлчӗ аякран.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех