Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтӗнсе (тĕпĕ: илтӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурма ҫула ҫитсессӗн хыҫалтан такам юр ашса килни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫак самантра газ плити патӗнче мунчара ӑшшине панӑ евӗрлӗ сасӑ илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Ку мӗн япали? — илтӗнсе кайрӗ уҫӑ алӑкран амӑшӗн сасси.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Районри начальник ятлаҫнӑ вӑхӑтра такам хӑрушла тискеррӗн кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ пире:

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Унтан хӗрӗн пырӗнче тем хӑйӑлтатса илчӗ те, ҫав вӑрӑммӑн хӑйӑлтатнинче — яла таврӑнакан кӗтӳ сасси, вӗҫленмен кӗвӗ ҫаврӑмӗ, кайӑк юррисем илтӗнсе кайнӑ пек туйӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӑлхара кунӗпех йӗтем ҫинчи тапкӑчра ут хӑвалакан ачасем «О-йо-йой-йо-ой! Ну-ну-ну-у-у!..» тесе харӑслатса ӗрлешни илтӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗкӗ унки шӑкӑртатни ҫеҫ, паҫӑрах илтӗнсе юлнӑскер, ҫынсен хӑлхисенче халӗ те-ха йӑн-йӑн тӑвать.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

«Ӑ-ӑ-м-м-м-м-м..» — вӑрӑммӑн илтӗнсе тӑрать таврара.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Улӑха ҫитнӗ ҫӗре вара юрӑран, чӑнах та, ним сӑмахсӑр ахрӑм ҫеҫ тӑрса юлать, вӑл вӑрӑммӑн та нумайччен илтӗнсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ял ҫинче те пӗтӗм таврара темӗнле хурлӑ юрӑ илтӗнсе тӑрать пек.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫак вӑхӑтра ялтан чан ҫапни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӳлӗмре пӗр хушӑ стена сехечӗ уксаххӑн шаккани ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ку таранчченех хӑлхана илтӗнсе тӑракан хӑйӑлтирех сассипе вӑл мана кашни тӗрӗс мар хускавшӑн та утӑмшӑн, ытла та сахал пӗлнишӗн, сахал ӗҫленишӗн ятлать…

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Фермӑра та, техника паркӗнче те вӗсен хавас сасси илтӗнсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

«Волга» ӑҫта сан, Ишкучина? — илтӗнсе кайрӗ ҫав самантра бригадир сасси.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Шӑплӑхра салтак ачисен юрри, тальянкӑн кӗмӗл сасси чылай вӑхӑт илтӗнсе тӑчӗ — Акивер ҫырми урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче, Анаткасра, Тукасра…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Ялта купӑс сасси илтӗнсе каятчӗ, хӗрсем вӑйӑ калама пуҫлатчӗҫ — Чӗкеҫ ҫаплах Павӑл патне тухаймастчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ахӑртнех, концерт кӑтартаҫҫӗ: ҫак пӗр хавассӑр шӑплӑхра хӗрарӑм кула-кула юрлани килӗшӳсӗр илтӗнсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Унтан Анатолий Семенович виҫӗ кун каялла шӑпах ҫак енче пӑшал сасси илтӗнсе кайнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вара каллех автоматсен сасси илтӗнсе кайрӗ — аслӑ лейтенант шыва ӳкрӗ…

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех