Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтӗнсе (тĕпĕ: илтӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара мана таҫтан полонез кӗвви илтӗнсе кайнӑ пек туйӑнчӗ, анчах тимлӗрех итлесе пӑхрӑм та таврара нимӗнле музыка та ҫуккине ҫийӗнчех чухласа илтӗм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Нумай вӑхӑт та иртмерӗ, манран инҫех те мар кӗсменсем шампӑртатни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӑрҫӑчченхи хӗрӳллӗ ӗҫсенче, тӗнчере вут-ҫулӑм ялкӑшнӑ вӑхӑтра, халӑхсем мирлӗ кун-ҫулшӑн кӗрешсе телейлӗ пурнӑҫ тунӑ тапхӑрта — кирек хӑҫан та сӑвӑҫсен сасси пӗр савӑнӑҫлӑн, пӗр ҫилӗллӗн е хаваслӑн та йыхравлӑн илтӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫавӑнпах-и тен, кайӑксен чӗвӗл сасси илемлӗн илтӗнсе тӑрать…

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кӑмака ҫинче темле ҫинҫешке сасӑ илтӗнсе кайрӗ: ача сасси тесен, ача сасси пек мар, кушак ҫури тесен, вӑл та мар пек.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӑтти-патти! илтӗнсе тӑрать ниме халӑхӗ лупас айӗнче сӳс тӳни.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пахчасем, хирсем, вӑрмансем ҫийӗн кӑнтӑралла вӗҫсе иртекен карти-карти хуркайӑк сасси вӑрахчен тунсӑхлӑн илтӗнсе юлать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Алӑк хыҫӗнче ача-пӑча шавлани илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫирӗм тӑватӑ ҫул коммунизм ҫулӗпе утатпӑр, Совет влаҫӗ тӑватпӑр, — илтӗнсе кайрӗ унӑн сасси хыҫалтан.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уншӑн тӗнче — арки ҫинче, ик айкки те тӑвайкки! — таҫтан Кулюккан янкӑшма сасси илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗттӗмре такам ахлатни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗпер ҫинче автоматсем шатӑртатни, вилекенсем ахлатни, нимӗҫсем ҫухӑрашни илтӗнсе тӑчӗ…

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав вӑхӑтрах урамра асар-писер сасӑ илтӗнсе кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӑрахут кӑшкӑртни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Крючниксем хушшинче тӗлӗннӗ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуняшшӗн сасси Анука темле чӗтреннӗ пек илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӗтрӗм, кунтан тухаймастӑп, — тесе шутласа илме кӑна ӗлкӗрчӗ командир — ҫав вӑхӑтра маччан пӗр кӗтесси ишӗлчӗ те, трактор сасси уҫӑмлӑн илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Самай вӑхӑт иртсен ҫывӑхрах лаша тулхӑрни илтӗнсе каять.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Юрӗ, ӗҫлесе пӑхӑпӑр, — ҫывӑхрах мар илтӗнсе каять лӑпланнӑ Ульха аппан сасси.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Лорӑна сӗнсен — чӑнахах та качча тухмасть, Венюка партармалла пуль тесе шутласа кӑна илтӗм: «Пирӗн патра ар ушкӑнӗн пуҫлӑхне парса хисеп тӑваҫҫӗ», — илтӗнсе кайрӗ Венюк сасси.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех