Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илмерӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак кунсенче хӗр Миколӑна пӗрре те аса илмерӗ, ун пуҫӗнче пӗтӗмпех Авдей сӑнӗ хуҫаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Те ытлашши йывӑр сӑмах илтсе чунӗ аманнӑран, хӗр тӑван килӗпе те сывпуллашма асне илмерӗ, каҫхи пушӑ урам тӑрӑх тӑвалла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Садра ӑна, сӑнчӑрти Церберсӑр пуҫне, никам та кӗтсе илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Анчах хула та ӑна ӑшшӑн кӗтсе илмерӗ, юрӑри «пурҫӑн пурнӑҫа» кӑтартасса шантармарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Аля халӗ тыр-пулӑ ҫинчен те, выльӑх-чӗрлӗх ҫинчен те, ял-йышсем ҫинчен те аса илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Куҫне вара пӗрре те юратнӑ хӗрӗ ҫинчен — халь уншӑн ҫак тӗнчере пӗртен пӗр хаклӑ, тӑван ҫын ҫинчен — илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ӗҫлеме каясси ҫинчен аса та илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Кунашкал сӑмахсене Василий Викторович илтсе йӑлӑхнӑ, ҫавӑнпа вӗсене чӗре патне илмерӗ, хывӑнса тӳрех зала кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Анук илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каччӑ Анука аллинчен ячӗ, анчах куҫне ун ҫинчен илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Водитель йӑнӑш тунине ӑнланса илмерӗ, каллех ку сӑлтавпах автоинспекторсен аллине лекрӗ пулсан, яваплӑх уголовлине куҫать.

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Тарье ӑна илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ сана икӗ ҫӑмарта паратӑп, эсӗ мана пӗр ҫӗрулми ҫеҫ пар, — тесе, Вова кӗсйинчи ҫӑмартасене кӑларса Микуль умне хучӗ, анчах лешӗ илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пире манса кайса пурӑнтӑн-пурӑнтӑн та таҫти упа шӑтӑкӗнче килсе курас терӗн ҫапах та? — йӗкӗте кӑшт ҫеҫ ыталаса илмерӗ ҫӗрпӳ арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каймалли инҫе мар тесе Мамич-Бердей хӑйӗнпе пиӗрле ҫын нумай илмерӗ, тӑваттӑн пырсан ҫитет терӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тусӗ, Аттеней, темле вӑрҫсан та илмерӗ ҫын ҫӗлӗкне.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах хӗр ача вӗсене хальхинче те илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗтрӗ: илет-и хӗр ача ӑна, илмест-и. Лешӗ илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нухратпа Чураппа ӑна мӑрсасем валли кучченеҫ парса ярасшӑнччӗ, анчах Ахтупай илмерӗ, каяймасан улталанӑ пек пулать терӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунашкал кил-ҫуртран, паллах, тухса каясси ҫинчен ҫак кушак аса та илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех