Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл Киевра эрнесерен тухса тӑракан «Слово» журнала редакцилет, унтан Мускавра тухса тӑнӑ «Украинская жизнь» журналӑн редакторӗ пулнӑ, ку журнал, вӑрҫӑ пуҫлансан, патшашӑн тӑма тупа панӑ воззванисем кӑларнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Крылов кулленхи пурнӑҫпа та кӑсӑклансах тӑнӑ, карап тӑвас енӗпе пичетленекен ҫӗнӗ ӗҫсене вуланӑ, вырӑс тата ют ҫӗршыв журналӗсемпе паллашнӑ, хӑй те «Морской сборник», «Записки по гидрографии» тата «Горный журнал» журналсем валли статьясем ҫырнӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Пӗр ҫамрӑк ҫыравҫӑ журнал редакторӗ патне кӗрсе тӑчӗ те: — Эп пилӗк уйӑх каяллах сирӗн журнала калав парса хӑварнӑччӗ, — терӗ кӳренчӗклӗн.
Ҫырӑнмаллах пуль… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 8 с.
Вӗсем «Для народного учителя», «Вестник воспитания», «Журнал Министерства народного просвещения», «Педагогический вестник», «Родной язык в школе» тата ытти журналсенче пичетленнӗ.
Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.
Каярахпа ӑна «Журнал Министерства народного просвещения» текен журналта пичетленӗ.
Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.
Мӗнле журнал ҫак? — сӗтел ҫинче выртакан журнала илсе кӑтартрӗ профессор.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Тӗнче тавра ҫул ҫӳреме тухса кайнӑ Жиль Седир портречӗ, «Герольд» журналта ҫапӑннӑскер, сирӗн сӑн-питӗре шутсӑр аса илтерет; сӑмах май, эпӗ Дора Минута — ҫак журнал хроникерӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Чиновник «Будильник» ятлӑ журнал вулать, вӑл журнал култармалли япаласем ҫинчен тӑрӑхласа ҫырать.Чиновник читает «Будильник» — журнал юмористический, для смеха.
XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Апла сирӗн ятарласа тунӑ журнал та пур! — тӗлӗннӗ пекрех каларӗ Виктор Сергеевич, журнал хуппи ҫине тӑрӑшсах ӳкерсе хунӑ якӑра пӑхса.
Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Халӗ ҫеҫ библиотекӑра пӗр хулӑн журнал ҫинчен вӑл витӗмлӗ журнал терӗҫ, — ӑнлантарса пачӗ Лида.Сейчас только в библиотеке про один журнал сказали, что он солидный, — объяснила Лида.
15 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Эпир «Гретхен портӗнчен» ишсе тухнӑ хыҫҫӑн профессор Лиденброк мана карап журналӗ ҫырса пыма хушрӗ: журнал ҫине пур сӑнавсене те, тӗрлӗ улшӑнусене те, ҫил ӑҫталла вӗрнисене те, епле хӑвӑртлӑхпа пынине те, миҫе километр ишсе кайнисене те, — пӗр сӑмахпа каласан, хамӑрӑн ҫак тӗлӗнмелле ҫул ҫинче мӗн пулни-иртнисене пӗр сиктермесӗр ҫырса пымалла пулчӗ.
XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Автор повеҫе чи малтан «Московский наблюдатель» журнала ярса панӑ пулнӑ, анчах журнал ӑна питӗ «путсӗр» те «ирсӗр» тесе пичетлеме килӗшмен, вара Гоголь нумай юсанӑ хыҫҫӑн повеҫне «Современника» панӑ.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Чӑвашла Мускавра «Коммунар» хаҫат, Самарта «Колхозник» хаҫатпа «Вӑтам Атӑл» журнал, Хусанта «Утӑм» журналпа «Хӗрлӗ ялав» хаҫат тухма пуҫлаҫҫӗ.
Писательсен пӗрлешӗвӗ — 80-ра // Петӗр Ялкир. «Хресчен сасси», 2003.12.16, 3 стр.
Эсир юратса вулакан «Тӑван Атӑл» литературӑпа культура тата искусство журналӗ (асӑрхӑр - тӑван чӑваш чӗлхипе патшалӑх шайӗнче кун ҫути куракан пӗртен-пӗр журнал) малашне те чӑваш ҫыравҫисен, сӑвӑҫисен, публицисчӗсемпе критикӗсен чи лайӑх хайлавӗ-тӗпчевӗсемпе паллаштарӗ.
«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20
Чӑваш литературипе юмахсем вӗреннӗ чух ачасем вуламан юмах хӑвармарӗҫ, журнал тулли пиллӗк паллӑсем илсе тултарчӗҫ.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Журнал хушшинче ҫырусем, — терӗ вӑл, Игорь ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхса.
XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Ҫу уйӑхӗ питӗ сивӗ тӑрать, Ситекри ял библиотеки чир-чӗртен, сунасран, ӳсӗрнинчен мӗнле хӑтӑлмаллине пӗлме, ачасем валли библиотекӑра «Градусник тухтӑр канашӗсем» ӑслӑ журнал йӗркеленӗ.
Ситекри библиотека ӑслӑ журнал йӗркеленӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/syvl-kh/2024 ... en-3771414
Ваҫҫа таҫта темле журнал редакцийӗнче ӗҫлет тетчӗҫ пулас.
Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Хӑй, ним тума аптӑранӑран, кивӗ журнал ярса тытать.
Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Тепӗр 2 ҫултан вӑл Game Freak вӑййисем хатӗрлекен ушкӑна йӗркеленӗ, ятне кивӗ журнал ятӗнчен илнӗ.Через 2 года он создаёт группу разработчиков игр Game Freak, названную в честь его старого журнала.
Сатоси Тадзири // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8