Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Енчен те эпӗ хамӑн генерала тинӗс чарланне ҫаврӑнма хушсан, ҫав вӑхӑтрах генерал эп хушнине итлемесен, ҫакӑ генералӑн мар, манӑн йӑнӑш пулӗччӗ».
X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Партизансене хирӗҫ ҫапӑҫакансене мӗнле те пулин нимӗҫ генералӗ ертсе пырать; ӑна, тен, Африкӑри е Хӗвелтухӑҫӗнчи фронтран чӗнсе илнӗ, тен, ҫав генерал икӗ академи пӗтернӗ, ҫапӑҫӑва ертсе пырассин пӗтӗм теорине пӗлет, Советпа Англи генералӗсене ҫӗнтернӗ те кӑкӑрӗ ҫинче «юман ҫулҫиллӗ тимӗр хӗрес» ҫакса ҫӳрет пуль, тесе шутла-шутла хӑйне йӑпантарчӗ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Унӑн ҫӗнӗ командующийӗ Сидорин генерал, Краснов тӑрӑшнипе ӳссе кайнӑ генерал Денисов отставкӑна тухнӑ хыҫҫӑн ун вырӑнне йышӑннӑскер, тата каллех ӗнтӗ ҫар атаманне суйланӑ генерал Африкан Богаевский; союзниксем пулӑшасса шанаҫҫӗ.
LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тӗлӗннӗ салтаксем, пурте генерал погонне тыта-тыта курнӑ, кайран тӑрса утнӑ, ротӑ командирне, командир — генерала, генерал — Суворова каласа панӑ.
Генерал погонӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Тепӗр куннех Бердичевӑра Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ фронт главнокомандующине Деникина, унӑн штаб начальникне — генерал Маркова, Ванновский генерала тата уйрӑм ҫар командующине генерал Эрделие арестлеҫҫӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пурнӑҫа пӗлекен паттӑр генерал, салтакран пуҫласа гварди дивизи генералне ҫитнӗ ҫын, пӗтӗм пӑхӑнса тӑракан ҫынсемпе пӗр пек пулнӑ пӗлнӗ, пурне те хушма, пуринпе те кӑмӑллӑ калаҫма, пурне те астуса тӑма пӗлнӗ, ҫавӑнпа та казак станицинчен килнӗ хӗвелпе хуралса кайнӑ каччӑна генерал уйрӑмах хисепленине, ӑна ашшӗ пекех юратнине никам та сисме пултарайман.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тӑшмансем казаксен генералне тӗллесе пенӗ, анчах та унӑн арӑмӗпе кучерне лектернӗ; генерал кӳмине ун чух темиҫе ҫӗртен ала пек шӑтӑклантарса пӗтернӗ, ҫапах та генерала хӑйне пуля тивеймен.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫичӗ ҫулхи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хула таврашӗнче виҫӗ ҫапӑҫу пулса тӑнӑ: хрантсуссен ҫӗнтерӗвӗпе вӗҫленнӗ Бопорт патӗнчи ҫапӑҫусем (1759 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ); Авраам тӳремӗнчи ҫапӑҫусем, Джеймс Вольф генерал ертсе пынӑ британсен ҫарӗ унта Луи-Жозеф де Монкальм хрантуссен генералне ҫӗнтернӗ те кӑштахран хулана ярса илнӗ (1759 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче); Сент-Фуа патӗнчи финаллӑ ҫапӑҫу, унта хрантсуссем ҫӗнтернӗ (1760 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗ).
Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA
«Генерал юлташ, а генерал юлташ, Эсир аялти йӗме тӳнтерле тӑхӑнтӑр!»
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Питӗр ҫар сучӗн приговорӗсене ҫирӗплетме хушнӑ Шипов генерал (чӑвашла Йӗплӗ генерал) кунта тата тепӗр чее утӑм тӑвать: приговорсене чакарса тухса «айӑплисем» умӗнче ырӑ ятлӑ пулать.
Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Анчах лайӑх астӑватӑп, ҫул ҫинче Зоя Ананьевна каласа панӑччӗ, — ун патне чӑваш генералӗ пырса кайрӗ, тет, фронтран тата темиҫе генерал ҫырусем ҫыраҫҫӗ, тет.
IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Киевра Эйхгорн генерал мӗнпур эсерсен, меньшевиксен, либераллӑ адвокатсен, ялти учительсен — Запорожскӑй Сечь тумалла вылянӑскерсен — Тӗп радине хӑваласа салатнӑ та, унта нимӗҫсен шухӑшӗпе — хӑйсене юрама пӗлекен, лайӑх вӗрентсе ӳстернӗ светский генерала, Скоропадские, пӗтӗм Украина гетманӗ туса лартнӑ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Генерал Алексеев, генерал Корнилов — акӑ камсем знамя.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Генерал Драгомиров, виҫӗ уйӑх хушши ӗҫлесе те, мӗн пирки Харьковран генерал Каледин патне пурӗ те пин офицер ҫеҫ пухса ӑсатма пултарнӑ пулать-ха?
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Генерал Людендорфа хирӗҫ, сӑран ҫапса тунӑ кресла ҫинче, пӳне тӳрӗ тытса, лайӑх вырнаҫса Гофман генерал ларнӑ; вӑл та тап-таса, чылай хулӑм этем; сӑнӗ-пичӗ тарланипе, йӑлтӑртатса тӑнӑ, вӑл хӑйпе калаҫакан ҫын ҫине чыслӑн пӑхса ларнӑ; сухалӗпе уссине хырса янӑ пирки, унӑн пит-куҫӗ ҫап-ҫара курӑннӑ.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Дежурнӑй генерал Коновницын патне кӗме юрани ҫинчен ҫарта пурте пӗлнӗ пекех, Бологовский те пӗлнӗ; кирек епле донесенипе килнӗ кашни ҫынна Коновницын генерал хӑйне ӑна кирек хӑш вӑхӑтра та вӑратма ирӗк панӑ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Макк генерал вара Кутузов штабне пырса куҫҫулӗ юхтарсах: — Эсир хӑвар умӑрта телейсӗр те мӗскӗн Макк генерала куратӑр… — тенӗ.И тот, приехав в штаб Кутузова, слезливо доложил: — Вы видите перед собой несчастного Макка…
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Каярахпа пӗлнӗ тӑрӑх, генералсен пӳлӗмӗнче ҫичӗ ҫын вилнӗ, вӗсенчен виҫӗ генерал пулнӑ, офицерсен пӳлӗмӗнче вара ҫитмӗл ҫынна яхӑн вилнӗ.
Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ильген кӗрсе кайнӑ алӑка денщик хупса хурсанах, Николай Иванович, генерала пистолетпа кӑкӑрӗнчен тӗллесе, хыттӑн: — Генерал, сире арестленӗ! Эпӗ совет партизанӗ. Пӗлӗр, хӑвӑра эсир кирлӗ пек йӗркеллӗ тытсан, чӗрех юлатӑр, — тенӗ.
Малалли пулать… // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ильген генерал хӑйне ҫывӑх ҫынсем хушшинче каласа панӑ тӑрӑх, хӑй патне вӑл Пипер генерал ертсе пыракан экспедицие ыйтса илнӗ; Пипера вӗсем «вилӗм ӑсти» тесе чӗнеҫҫӗ.
«Вилӗм ӑстине» аркатса тӑкни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.