Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫсе (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аяларах тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе курнӑ китай космонавчӗсен (тайконавтсен) списокне таблицӑра кӑтартнӑ.

Ниже представлена таблица со списком китайских космонавтов (тайконавтов), участвовавших в космических полётах.

Китай космонавчӗсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B8%D ... 0%BA%D3%97

Кил хуҫисем мораль вулаҫҫӗ ҫамрӑксене; Хирти Ҫӗмӗртлӗхрен вӗл-вӗл вӗҫсе килекен ҫырусем, Тамара амӑшӗ — ирӗксӗртен хуняма пулнӑ шеремет — янӑскерсем, шӑла шантарса яма пӑхаҫҫӗ пӗрре, тепре ҫӳҫе вирелле тӑратаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ых, ҫара ҫерҫи, — упӑшкин тӗлӗннипе карӑлса кайнӑ ҫӑварне вӗҫсе кӗрсе кайманни кӑна Верук инке.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унччен хӑйӑлти саслӑн тиклетсе шакканӑ сехетӗн чӑкӑр-чӑкӑр куккукӗ, Ваҫук таврӑннине курма васканӑн, таҫтан шалтан, хӑйӗн йӑвинчен вӗҫсе тухрӗ те хавассӑн: «Кук-кук! Кук-кук!» — тесе саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Салтаксем, ҫуркунне тӑван кӗтеселле вӗҫсе каякан кайӑксем пек, хаваслӑ та кӑмӑл-туйӑм енчен ҫунатлӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Атя, Мишша, ҫак кӳлӗ тавра вӗҫсе ҫаврӑнар.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пуйӑс ыткӑнса пынӑ чух ҫул хӗрринчи юпасем мӗлтлетсе юлнӑ пек хӑвӑрт вӗҫсе иртсе каяҫҫӗ кунсем: эрне хыҫҫӑн эрне иртет, уйӑх хыҫҫӑн уйӑх…

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Иртнӗ уйӑхра темле улатакка вӗҫсе килсе лӗпкерен тавкаса хӑварчӗ те, пуҫ мимине кисрентерчӗ те, — текелет, — ҫавӑнтанпа ман мимере — вакуум.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӑт каялла туртса кӑлар-ха ӑна, ӑслӑ ҫын пулса: «Кил кунта, тӑванӑм, тух унтан», — тесе илӗртнипех вӗҫсе хӑпармасть кире пуканӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫапла, ир тӑрсан, тахҫанхи йӑлапа, саппун кӗсйине куллен мӗнле те пулин кучченеҫ чиксе хуратӑп та чылайран тин аса илетӗп эсӗ интернатран ҫитӗнсе, вӗҫсе тухса кайнине, кайран тин тӑна пырса кӗрет эсӗ салтакра пурӑнни.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫавӑнпа лӑпкӑ ҫывӑраҫҫӗ ӗнтӗ вӗсем; Ваҫук пек, тӗлӗкӗсенче тӗлли-паллисӗр вӗҫсе, хӑйсене хӑйсем шуйхатмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ваҫук: «Ӑнсӑртран ҫаксем ман аттепе анне пулма пултараймаҫҫӗ-ши?» — тесе, аяларах вӗҫсе анать.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Юханшыв урлӑ та, юман ката ҫийӗн те вӗҫсе каҫать вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ваҫук, пӗтӗм вӑй-халне пухса, чӑнкӑ ҫырантан тапса ярса ҫӳлелле сикет, аллисемпе хӑлат евӗр хӑлаҫланса, яр вӗҫсе каять.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫунаттисем ҫине хурса Ҫӗнтерӳ ҫулӗн ӑшшине йӑтса килнӗ малтанхи чӗкеҫсем, пӑсланакан ҫӗр ҫумӗпе вӑй выляса, вӗлт-вӗлт вӗҫсе иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Пӗри, хура кӗрӗкли, юр чӑмӑртаса, чакаксене перкелесе пӑхать, лешсем, теме сиссе, пурпӗр пит аякка вӗҫсе каймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Унта вӗҫсе ҫитнӗ чакаксем, ула кӗрӗклӗ сӳпӗлтисем: «Чак! чак! чак-чакр!..» тукаласа лараҫҫӗ пӳрт ҫумӗнчи юман ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Унта пырса кӗнӗ-кӗмен, такама тем хыпарӗ систерсе, чакаксем ытла чарусӑррӑн: «Чак! Чак-чакӑрр!» — туса илеҫҫӗ те таҫталла вӗҫсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Алӑка ытла хыттӑн шартлаттарса хупса: «Анне! Анне, ҫыру!» — тесе вӗҫсе кӗрсе тӑрать шутсӑрах ҫунатланса кайнӑ Шӑнкӑрч, анчах амӑшне ҫӗр ҫинчи мӗнпур япала кирлӗ пулма пӑрахнӑ тейӗн: епле ларнӑ вӑл хывӑнмасӑрах сак ҫине, мӗнле таяннӑ майласа хунӑ тӳшексемпе ҫытарсем ҫине — ҫаплипех ҫывӑрнӑ та кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Мучи хӑйне епле «чысланине» каласа панӑ чух, чӗлӗм кӑварӗ ялтӑрт вӗҫсе ӳкнӗн, Кулинейккӑн ачаш алли ҫине вӗри тумлам патлатса ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех