Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫсе (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пирки хыпар илсен ялтан вӗҫсе килнӗ ҫыру ҫине шултра тумламсем патлатса ӳкнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Унӑн хаяр, пулӑшу ыйтнӑ, кӗҫенӗвӗ варсемпе ҫывӑхри вӑрмана хумлӑн-хумлӑн вӗҫсе саланнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫапла пурӑнать-пурӑнать этем, чупать вӑл, вирхӗнет, вӗҫсе те илет, чи юлашки самантра ҫӗр пурпӗрех хӑй ҫумне туртса илет ӑна.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

«Йӑх тымарне сыхласа хӑвармалла», — тени вӗҫсе килет те ачалӑхран, Вихтӗр, ӳссе ҫитнӗ ҫын, витресем илсе ачалӑх сукмакӗпе пӗве енне утать, хӑй тӗпренчӗкӗ лартакан йывӑҫа шӑварма васкать.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӑмӑр тутӑр айӗнчен ку-рӑнакан ҫӳҫӗ кӗрхи ҫилпе кӗҫ-вӗҫ вӗҫсе саланас кӗл пекех: те шурӑ вӑл, те кӑвак — тӑрук ӑнланма ҫук.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Хей, мӗнле майпа хӑй тӗллӗнех унта вӗҫсе хӑпарнӑ вара вӑл?

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑл вӗҫсе кайрӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӗсем пек ҫунатлӑ пулас пулсан-и, туххӑмра вӗҫсе ҫаврӑнса килмелле Вихтӗр тӗнче тавра, камсем ӑҫта мӗнле пурӑннине тӗпчемелле.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Апӑршасем, Тӑванкассинчен, нушаллӑ пурӑнакан саларан, пин-пин хут пысӑкрах ҫӗршыва вӗҫсе тарма та ӑнкараймаҫҫӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫавӑнтанпа, ытти тантӑшӗсемпе пӗрле, Чӗкеҫ текерлӗк ҫулсеренех ку енне вӗҫсе килет иккен.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӑваласан-хӑваласан, Чӗкеҫе кӗҫ-вӗҫех хуп-хура ҫӳҫӗнчен ярса илес чух, лешӗ сывлӑша яр ҫӗкленнӗ тет те малалла текерлӗк пулса вӗҫсе кайнӑ тет.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Эсӗ мӗн, вӗсен пахчине улмуҫҫи хӑй тӗллӗнех вӗҫсе пырса ларса ӳснӗ тетнем?..

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Сап-сарӑ та вӑрӑм ҫунатлӑ ҫулӑм, ҫӳлелле вӗҫсе кайма хӑтланнӑн, тем тӗрлӗ те хӑлаҫланать; пуленкесем темшӗн тарӑхнӑ пулас: шарт! та шарт! тутараҫҫӗ хӑйсен пӑшалӗсемпе; тӗлкӗшет, ҫатӑртатать, шартлатать кӑмака хырӑмӗ, уҫӑ сывлӑша туллин туртса илсе ҫынна ӑшӑ хӑтлӑх кӳме васкать.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кулӑ, темрен хӑранӑ кайӑк ушкӑнӗ сасартӑках шапӑртатса вӗҫсе ҫухалнӑ пек, хӑвӑрт лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Нимӗнле хурав та пулмарӗ, шӑплӑх тӑчӗ, ферма енчен ула курак кранклатни ҫеҫ илтӗнчӗ, ҫумӑр ыйтать ӗнтӗ, унтан вӑл пуҫ сийӗнех вӗҫсе иртсе кайрӗ, виле ашне ҫисе тӑраннӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тетей ҫӑхан вӗҫсе кайнӑ еннелле пуҫне каҫӑртса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хура ҫунаттисемпе сулса, ферма еннелле вӗҫсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Сасартӑк пуҫ ҫийӗнчех ҫӑхан вӗҫсе иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑнах карӑк юр ҫинчен вӗҫсе хӑпарчӗ те турат ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Паллах, тӗрӗсне калатӑн, Узин, сӑмах ҫерҫи мар, вӗҫсе тухрӗ-тӗк — тытаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех