Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл та эпӗ вӗреннӗ грамматика тӑрӑхах вӗреннӗ пулас: унта вӗсене чарӑну паллисем лартма илсе кӑтартнӑ; грамматикӑра ҫавӑн пек сӑвӑсем илсе кӑтартни епле ухмахла ӗҫ вӑл, хуть сӑввисем ун пекех ирсӗр пулас марччӗ; анчах сӑвӑсем ҫинчен шухӑшлама кирлӗ мар, вӑл мӗнле юрланине итлес пулать:
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Миҫе хутчен майлӑ марччӗ-ши вӗсене персе тытма.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Кайрантарах, И шултра тискер кайӑксене тытса пӗтерсен, хир сыснисене, мулкачсене, фазансене ҫие пуҫларӗҫ; хӑйсене мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ персе тытатчӗ вӗсене стрелок.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Тепӗр тесен, шуйттан пӗлет-и вӗсене.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫаксем вӗсем пурте ҫав тери ӗненмелле мар пулнӑ, мӗншӗн тесен эпир наука ҫӑлтӑрӗсене пӗлетпӗр: Бургав, Гуфеланд, Гарвей та аслӑ ученӑй пулнӑ, юн ҫаврӑнӑшне тупса уҫнӑ, Дженнер та чечче кастарма вӗрентнӗ; ара, пӗлетпӗр вӗт эпир вӗсене, анчах ку Фирховсемпе Клод Бернарсене пӗлместпӗр, епле аслӑ ученӑйсем-ха вӗсем?
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Икӗ-виҫӗ ҫамрӑк ҫын, ӑна вӗрентнӗ профессорсенчен пӗри — ытла ҫамрӑках марскер, унӑн тусӗсем ыттисене тахҫанах ҫапла каласа панӑ пулнӑ: тӗнчере темӗнле Фирхов пур иккен, вӑл Берлинта пурӑнать, тата темӗнле Клод Бернар пур иккен, вӑл Парижра пурӑнать, тата ҫавӑн пеккисем ыттисем те пур, вӗсене пурне те астуса тӑма та ҫук, вӗсем те ҫавӑн пекех тӗрлӗ хуласенче пурӑнаҫҫӗ, ҫав Фирхов, Клод Бернар тата тахӑшӗ — ҫаксем вӗсем медицина наукине чи ӑста пӗлекенсем иккен.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вара ҫынсем: «ну, халӗ пире лайӑх», тесе каличченех ҫавӑн пек пулса пырӗ, ун чухне ҫак уйрӑм тип пулмасть ӗнтӗ, мӗншӗн тесен ҫынсем пурте ҫак тип йышшисем пулӗҫ, пур ҫынсем те ҫак тип йышшисем пулманнине, ҫак тип уйрӑм тип шутланнӑ вӑхӑт мӗнле пулнине ӑнланма вӗсене йывӑр пулӗ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗнех вара, шӑхӑрӑр та намӑслантарӑр, хӑвалӑр та ылханӑр, вӗсем сире усӑ панӑ, ку вӗсене ҫителӗклӗ, вара шӑхӑрса шавланӑ, аслати пек хытӑ ылханнӑ вӑхӑтра вӗсем мӗнле пулнӑ пекех, мӑнкӑмӑллӑ та ҫепӗҫскерсем, хаяр та ырӑскерсем, сцена ҫинчен анӗҫ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ултӑ ҫул каялла ҫак ҫынсем курӑнман; виҫӗ ҫул каялла вӗсене ҫынсем ҫав тери курайман; халӗ… анчах халӗ вӗсем ҫинчен кирек мӗн шухӑшласан та пурпӗрех, тата темиҫе ҫултан, — вӑхӑт нумаях та иртмӗ, вӗсем «ҫӑлӑр пире!» тесе йӑлӑнма пуҫлӗҫ, вара вӗсем мӗн каланине пурне те пурнӑҫа кӗртсе пырӗҫ; тата темиҫе ҫултан, тен, темиҫе ҫултан мар, темиҫе уйӑхранах пулӗ, вӗсене ылханма тытӑнӗҫ те, вара намӑслантарса, кӑшкӑрса-шӑхӑрса, сцена ҫинчен хӑваласа ярӗҫ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ыттисем хушшинче ҫак ҫынсем вӗсем китаецсем хушшинчи темиҫе европеец пекех, вӗсене китаецсем пӗр-пӗринчен уйӑрса илме пултараймаҫҫӗ: китаецсемшӗн вӗсем пурте пӗрех — «йӗркесене пӗлмен хӗрлӗ ҫӳҫлӗ варварсем», вӗсемшӗн пулсан, французсем те, акӑлчансем пекех, «хӗрлӗ ҫӳҫлисем» вӗт.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Куҫ хупса иличчен хӗрарӑм ҫари! ҫухӑрса ярать те ҫавӑнтах тӑнсӑр пулса персе анать, Nikolas хӑйӗн аллисене сиккелентерме те пултарайманнине туять, вӗсене Кирсановӑн сылтӑм алли, тимӗр пиҫиххипе ҫыхса лартнӑ пек, аякӗ ҫумне хӗстерсе лартнӑ, Кирсановӑн сулахай алли, ӑна малтан ҫӳҫрен сӗтӗрнӗскер, халӗ карланкӑран ярса тытнӑ, Кирсанов ӑна: «пӑх-ха, епле ҫӑмӑл пӑвса вӗлерме пултаратӑп эпӗ сана», — тенӗ те карланкӑран чӑмӑртанӑ; Nikolas хӑйне пӑвса вӗлерме, чӑнах та, ҫӑмӑллине ӑнланса илнӗ, Кирсанов алли ун карланкине хытах чӑмӑртаман ӗнтӗ, сывлама пулнӑ, анчах ҫапах та карланкӑран тытса тӑнӑ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловна вӗсене хӑйӗн аллине те ним вӑтанмасӑр чуптутарать, хӑйне вӑл вӗсемпе чухне вӗсенчен вун-пилӗк ҫул аслӑрах пулнӑ пек тыткалать.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мастерскойра ку ҫеҫ мар, тата темиҫе истори пулса иртнӗ — кун пек, тӗрмене лекмелли ӗҫсемех мар, ҫапах хаваслӑ ӗҫсем те мар; час-часах пулакан япаласем, вӗсене пула хӗрсем нумайччен куҫҫуль тӑкаҫҫӗ, ҫамрӑк ҫынсемпе ваттисем кӑштах кӑмӑллӑн савӑнса илеҫҫӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Мӗн вӗрентес-ха ман вӗсене?
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мастерской хваттерӗнче пурӑнакан виҫӗ старикпе карчӑксем, пурте тенӗ пекех, кухньӑри ӗҫсемпе хуҫалӑхри ытти ӗҫсене тӳрӗҫ; куншӑн вӗсене, паллах, укҫа тӳлесе тӑчӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӑштах иккӗленсе тӑнӑ хыҫҫӑн, 8 ҫула ҫитмен шӑллӗшӗн е йӑмӑкӗшӗн ҫитӗннӗ хӗр тӑкакӗн чӗрӗкӗ чухлӗ илмелле, 12 ҫула ҫитмен хӗрачана пӑхса усрама пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ тесе килӗшрӗҫ, 13 ҫултан иртсен хӗрачасем, урӑх ҫӗре вырнаҫмасан, мастерскоя ученица пулса вӗренме кӗреҫҫӗ, вӗсене лайӑх вӗренсе ҫитрӗҫ тесе йышӑнас пулсан, вӗсем 16 ҫултан иртсен ыттисемпе танах тулли праваллӑ шутланма пултараҫҫӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӑртак вӑхӑт иртсен, хӗрсем ҫӑкӑрпа ытти ҫимелли япаласене те ҫапла илсен лайӑхрах пулнине ӑнланса илчӗҫ, — хӗрсем вӗсене кашни кун булочнӑйсемпе вак-тӗвек сутакан лавккасенче илнӗ пулнӑ; унтан вӗсем часах пурте пӗрле пурӑнсан лайӑхрах пулассине курчӗҫ: темиҫен пӗр хваттерте пурӑнма, хваттерӗсене мастерской ҫывӑхнерех тупма пуҫларӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак банка йӗркеленӗ хыҫҫӑн япаласем туянма комисси туса хучӗҫ: хӗрсем чее, кофене, сахӑра, атӑ-пушмака тата ытти нумай япаласене мастерской урлӑ илме пуҫларӗҫ, мастерской вӗсене, вак-тӗвеккӗн туянман пирки, йӳнӗрех хакпа туянчӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Вера Павловна вӗсене заказсем ҫулталӑкра кашни уйӑхрах пӗр пек пулманни ҫинчен асӑрхаттарчӗ, уйрӑмах тупӑшлӑ уйӑхсенчи усламӑн пӗр пайне тупӑшсӑр уйӑхсенче тыткаламашкӑн уйӑрса хурсан начар пулмӗччӗ, терӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗрисем ыттисенчен шалу ытларах илеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене шалу ытларах илни те ҫителӗклӗ, ҫавӑнпа ахаль ҫӗвӗҫсем усламран пурте пӗр пек илмелле тенине ӑнлантарса парасси йывӑртарах пулчӗ: ҫакӑ вӑл услама пайласа валеҫес ӗҫре тунӑ юлашки улшӑну пулчӗ, кӑна виҫҫӗмӗш ҫулӑн варринче турӗҫ; мастерскойра ӗҫлекенсем услам вӑл пӗр е тепӗр ҫын ӑста ӗҫленӗшӗн илекен укҫа маррине, вӑл мастерскойӑн пӗтӗмӗшле ӗҫӗн результачӗ пулнине — унӑн тытӑмӗн, унӑн тӗллевӗн результачӗ пулнине ӑнланчӗҫ, ҫак тӗллев вӑл — ӗҫлекен ҫынсене пурне те, вӗсен кирек мӗнле уйрӑмлӑхсем пулсан та, пӗр пек усӑ пулмалла тӑвасси, мастерской ҫакӑн пек ӗҫленинчен ӗҫлекенсем пурте услам тунӑ ҫӗре хутшӑнасси килет; мастерской мӗнле ӗҫлесси, унӑн пӗтӗмӗшле йӗрки пурте пӗр кӑмӑллӑ пулнинчен килет, пӗр кӑмӑллӑ пулас енӗпе вара кашни ҫын мӗнле кӑмӑллӑ пулни те питӗ паха; чи вӑтанчӑк е чи пултарусӑр хӗр пӗр сӑмах каламасӑр килӗшнин усси пуриншӗн те, пӗтӗм ӗҫ ӑнӑҫӑвӗшӗн усӑллӑ йӗркене сыхласа хӑварма, аталантарма чи вичкӗн те чи пултаруллӑ хӗр питӗ тӑрӑшса ҫӳренин уссинчен сахалах мар.