Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗлле сăмах пирĕн базăра пур.
вӗлле (тĕпĕ: вӗлле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та вӑл апат шутӗнчен пичетленӗ пыла уҫаҫҫӗ, вӗлле хурчӗсем фруктозӑна ҫисе яраҫҫӗ, хытса кайнӑ пылра глюкоза нумай пулнипе ҫиеймесӗр вилме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Ҫуркунне енне кайсан вӗлле хурчӗсем шавлама пуҫлани вӗсен апачӗ пӗтнине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Вӗлле хурчӗсем унта июль, август уйӑхӗсенче нумай пыл пуҫтарма пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Вӑрманта ӳсекен ҫӑкасем ҫинче вӗлле хурчӗсем мӗн пурӗ те тӑватӑ кун ҫурӑ кӑна ӗҫлесе юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Ҫанталӑка пулах вӗлле хурчӗсен аталанӑвӗ икӗ эрне каярах юлса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Кукшапуҫ (одуванчик) ҫеҫкене ларнӑ вӑхӑтра, вӗлле хурчӗсем чечек тусанӗ (пыльца) пуҫтарма кайнисем ҫеҫке ҫинчех шӑнса вилни чылай пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Иртнӗ ҫул вӗлле хурчӗ усракансемшӗн ҫӑмӑл пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Ҫывӑрма мар-ха халӗ, чӗре ҫурӑлса каять, пуҫ ҫӑвӑр янӑ вӗлле пек кӗрлет.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Эпӗ ӑна «Вӗлле хуртне» шӑхӑртса кӑтартрӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Шӑхӑртасса вара «Вӗлле хуртне» те, «Шупашкар туйине» те, «Упи каҫман ҫырмине» те шӑхӑртаттӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Пӗлетӗн-и, хула пек кил-ҫурт пур ман, лавкка, икӗ лаша, сӑвакан виҫӗ ӗне, картиш тулли сурӑх, хур-кӑвакал, чӑх-чӗп, вӑтӑр вӗлле хурт-хӑмӑр, пӗтӗмпех Элекҫейӗн вӗсем…

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑвӑл юман купташкинчен майлаштарса тунӑ ҫак вӗлле ӗмӗртен варах ҫакӑнта ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗр вӗлле те ытлаччӗ унта.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хуҫа: — Уйӑрнӑ хурт сӑхмасть вӑл. Ан хӑрӑр. Хурт вӑл хӑйне ҫиллентернине юратмасть. Вӗлле хурчӗ пырсан, нихҫан та ан ҫапкалашӑр. Куратӑр-и, эпӗ сеткӑсӑрах ӗҫлетӗп ав. Мана пӗри те сӑхмасть. Тата эрех шӑршине юратмаҫҫӗ вӗсем, — тесе ӑнлантарсан, хӗрарӑмсем лӑпланнӑ пек пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак вӑхӑтра Сахар пахчинчен ушкӑнпа вӗҫсе тухнӑ вӗлле хурчӗсем хӗрарӑмсен пуҫӗ тӗлӗнчи йӑмра турачӗ ҫине сырӑнма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хула хурт уйӑрнӑ вӗлле пек сӗрлесе кӑна тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑнасем те малтан йӗркене пӗлсе, асӑрханса, сӑмаха тӗплӗ виҫсе калаҫрӗҫ, унтан пӳрт шуйхатнӑ вӗлле пек сӗрлеме тытӑнчӗ, юлашкинчен, вӑйсӑртараххисем ӳксе-йӑванса пӗтиччен, вӑйлӑраххисем, хастартараххисем тӑпӑр-тӑпӑр ташласа, мачча таран сиксе халтан кайиччен, чул никӗс ҫинче чӗтресе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫулла утара пырса вӗлле ҫӗмӗрсе пыл ҫиме ҫӑмламас упа та ӳркенсех тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Паллах ӗнтӗ, ҫуркунне вӗлле ҫӗре ӳксен хуҫӑлнӑ вӑл ҫунат.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Ҫак вӑхӑтра ӳссе ҫитнӗ пӗр чӗппи вӗлле шӑтӑкӗнчен пуҫне кӑларса пӑхса ларчӗ-ларчӗ те вӗлт! вӗҫсе тухрӗ, турат ҫине, амӑшӗпе ашшӗ патне кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех