Шырав
Шырав ĕçĕ:
выҫкӑннӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хумлӑн-хумлӑн явӑнса чупать вара ҫил хӳтерсе пыракан вут-ҫулӑм, выҫкӑннӑн тӗшӗрет типӗ ыраш курӑкне, ҫӳллӗ ӳснӗ талпиҫен тунисем тӑрах ывтӑнса хӑпарать, хӑмӑр сапарпи (хура армути) тӑррисем тӑрах шуса ҫӳрет, лапам вырӑнсенче ҫӑтӑртатса упаленет…
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сарайпа кӗлете вут тивретсе аппаланнӑ хушӑра пӳртри ҫулӑм тулалла явӑнса тухрӗ, выҫкӑннӑн чашкӑрса хыр чӳрече харшисене ҫуларӗ, вӑрӑм аллисемпе пӳрт тӑрринелле кармашса хыпашларӗ…
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мучи ҫавӑн пек шантарнипе лӑпланса, вӑл тутипе выҫкӑннӑн курка патне тӗршӗнчӗ, хальхинче ним шикленмесӗр, сывлӑш ҫавӑрмасӑр куркана тӗплерӗ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Страницăсем:
- 1