Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выльӑх сăмах пирĕн базăра пур.
выльӑх (тĕпĕ: выльӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
– Килти выльӑхпа усӑ курни пӗчӗк продуктивлӑ пӑру илнипе пӗрлех ерекен чирсем – виброз, трихомоноз, летоспироз сарӑлас хӑрушлӑха та ӳстерет, ҫавӑнпа та ӗнесене искусствӑлла майпа лайӑх вӑрлӑхпа пӗтӗлентермелле, – асӑрхаттарса каларӗ выльӑх тухтӑрӗ.

- Использование домашних животных вместе с рождением малопродуктивных телят, увеличивает опасность распространения заразных болезней - виброза, трихомоноза, летоспироза, поэтому коров нужно оплодотворять искусственным способом хорошим семенем, - с предупреждением сказал ветеринар.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Вӑтӑр-хӗрӗх ҫул вӑрманта пурӑнса пӗр пуҫ выльӑх ҫухалманнине кӑҫал ма ҫухалмалла пулчӗ-ши капла?

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне мӑйракаллӑ шултра выльӑх — 2507 пуҫ (2021 ҫулхи ҫав кунринчен 111,4%), ҫав шутра ӗне 747 (ҫулталӑк каяллахинчен 106,7%) усранӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries

2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хуҫалӑхра мӑйракаллӑ шултра выльӑх — 2492 пуҫ (ҫулталӑк каяллахинчен 117,8%), ҫав шутра ӗне 850 пуҫ (ҫулталӑк каяллахинчен 109,7%) шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries

Вӑл — выльӑх комплексӗн 3-мӗш тапхӑрӗнче чи юлашкинчен ӗҫе кӗртнӗ объект.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries

Паян, чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунне республикӑра уявличчен пӗр кун маларах, Хӗрлӗ Чутай тата Шупашкар округӗсенче савӑнӑҫлӑ пуху ирттерсе мӑйракаллӑ шултра выльӑх валли инвестици проекчӗн ҫӗнӗ объекчӗсене уҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries

Аслашшӗ: «Те патшалӑхах лекет ӗнтӗ ку выльӑх, те такамӑн шывсикки евӗр пырне ҫеҫ?» — тенине илтсен, Шӑнкӑрча темле хӑрушӑ та чӑрсӑр вӑй капланса пырса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Те патшалӑхах лекет ӗнтӗ ку выльӑх, те такамӑн шывсикки евӗр пырне ҫеҫ?..

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Икӗ сӗт-ҫу туса илекен фермӑна юсаса ҫӗнетнӗ, ҫавна май 2014 ҫулта мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутне, ҫав шутра ӗнесенне, ӳстерме палӑртнӑ.

Проведена реконструкция двух молочнотоварных ферм, в связи с чем в 2014 году планируется увеличение поголовья крупного рогатого скота, в том числе коров.

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

Выльӑх апачӗн пӗтӗм партине экспорт ветеринари сертификачӗсем панӑ.

На все партии ценных кормовых добавок выданы экспортные ветеринарные сертификаты.

Пушкӑртстан Китая 33 пин тонна выльӑх апачӗ ҫумне хушса памаллисене экспортланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3657253

Выльӑх апачӗсене ют ҫӗршывсен контрагенчӗсене тиес умӗн Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорне пӑхӑнса тӑракан Пушкӑрт тӗрӗслев лабораторийӗнче лаборатори тӗпчевӗсем ирттернӗ.

Перед отгрузкой зарубежным контрагентам корма для животных прошли лабораторные исследования в подведомственной Россельхознадзору Башкирской испытательной лаборатории.

Пушкӑртстан Китая 33 пин тонна выльӑх апачӗ ҫумне хушса памаллисене экспортланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3657253

Кӗтӳ ячӗ, йӑмраллӑ та хурӑнлӑ сарлака урамсем выльӑх сассипе тата сӑрӑрах тусанпа тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Регионта выльӑх чирӗсем тӗлӗшпе йӗркеленнӗ лайӑх лару-тӑру ял хуҫалӑх отраслӗн ҫирӗп аталанӑвӗн тата инвестици илӗртӳлӗхӗн никӗсӗ пулса тӑрать.

Основой стабильного развития сельскохозяйственной отрасли и ее инвестиционной привлекательности является эпизоотическое благополучие региона.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Радиостанци валли хулари пӗр вырӑнта туса лартнӑ выльӑх пусмалли пункт ҫуртне уйӑрса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне 461 хуҫалӑхра мӑйракаллӑ шултра выльӑх тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Кашни килтех ӗне тытма пуҫланӑ, ытти выльӑх та сахалах мар пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Выльӑх усратпӑр, ҫӗрулми ҫиетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мария Тимофеевна, лупасайӗнчи сурӑхсене курсан, йӑл кулса илчӗ: «Выльӑх усраҫҫӗ-ха», — тесе хӗпӗртерӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫавӑнпа выльӑх пусма васкатпӑр та, председатель юлташ, — ӑнлантарма васкарӗ колхоз председателӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Каҫарӑр, Мария Тимофеевна, паян эпӗ халӑха выльӑх пусма ирӗк патӑм.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех