Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗнеке вуланӑ чухне эс унта мӗн ҫинчен ҫырнине пурне те куратӑн вӗт-ха: ҫынсене те, тинӗсе те, тӗрлӗ тӗслӗ япаласене те.
Переменӑри хирӗҫӳ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӑл унтан пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ ыйтнӑ, ырӑ ӗҫ тунӑ ача ҫинчен ҫырнӑ калава вуланӑ хыҫҫӑн сӑмахна каласа пама е хӑйӗн пурнӑҫӗнче те ҫавӑн пек, кӗнекере ҫырнӑ пек, пулни ҫинчен аса илсе каласа пама хушнӑ.
Экэчо ывӑлӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Унӑн Хабаровскра, Ленинградра кӑларнӑ юмах сборникӗсене Чукоткӑра ачасем те, ваттисем те юратса вуланӑ.Его сборники сказок, изданные в Хабаровске и Ленинграде, были дороги на Чукотке и детям и взрослым.
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӑрлӑ океанӑн хӑватлӑ вӑйӗ пусмӑрлать ӑна, халӗ паллӑ ӗнтӗ, Ҫурҫӗр ҫинчен кӗнеке пайтах вуланӑ пулсан та, Пӑрлӑ океана ним чухлӗ те пӗлмен иккен вӑл.
Ӑсату салючӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Тахши пӗри хулӑн та чаплӑ хавхалануллӑ сассипе кӗлӗ кӗнеки вуланӑ евӗр калаҫать:Кто-то говорил густым и торжественным голосом, точно житие читая:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Дарьюшка каласа панӑ тӑрӑх, килте чухне хӑрах куҫ хӑйӗн пысӑк кӗнекисене вуланӑ иккен, тата, хӑш чухне, хӑйпеле хӑй те калаҫнӑ пулать; слободари карчӑксем ӑна тухатмӑш тесе тата хура кӗнекеҫӗ тесе чӗнетчӗҫ, ҫамрӑк хӗрарӑмсем унӑн совеҫӗ таса мар тесе те калаҫкалатчӗҫ, вӑл мӗнлескер этем пулни ҫинчен мужиксем ӑна темиҫе хутчен те тӗпчесе пӑхнӑ, анчах — кӑлӑхах пулнӑ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Пӗрисем, хӑранипе ӑсран тухса кайса, пӗтӗм кӗлеткисемпе чӗтренсе ахӑлтатнӑ, кӑшкӑрнӑ та макӑрнӑ, ик-виҫӗ ҫын кӑшкӑрсах латыньле молитвӑсем вуланӑ, виҫҫӗмӗшӗсем, шурса кайнӑскерсем, шӑлӗсене ҫыртса лартса, палачсем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вуланӑ чух унӑн сӑнӗ ҫуталса кайнӑ, вӑл ӗнтӗ вилӗм стариксене ҫав тери хӑвӑрт тирпейлесе хунипе лешсем «нимӗнле ухмахла распоряженисем» те парса хӑварма ӗлкӗрейменнине уҫҫӑнах курнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
… Урамсенче туп-тулли халӑх пулнӑ, унта та кунта ҫынсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑнӑ, темскер вуланӑ, темскер итленӗ; ҫынсем кӑшкӑрашни, юрлани, шавлӑн калаҫни, уйрӑм сӑмахсене хаяррӑн калани, хусканкалани — ҫаксем пурте ҫав вӑхӑтри Парюк хӗрӳллӗ, вӗри туйӑмсемпе, пӑлхануллӑ пурнӑҫпа пурӑннине палӑртса тӑнӑ; чулсен те юн тымарӗ тапса тӑнӑ пек, сывлӑша электричество хумӗ хутшӑннӑ тек туйӑннӑ, вӑл чуна тарӑхтарнӑ та пӑлхатнӑ, кӗрешме, кисретме, хӑрушӑ ыйтусем кӑларса тӑратса вӗсене ҫийӗнчех татса пама, XVIII ӗмӗрти писательсен кӑмӑлӗ мӗнпе тулса тӑнӑ — ҫавсене пурне те туса хума хистенӗ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Паллах ӗнтӗ, пирӗн гувернер Вовенаргпа Гельвеци умӗнче пуҫ тайнӑ, Жан-Жака каҫса кайсах вуланӑ, ҫӗр ҫинче пӗртанлӑхпа тӑванлӑх пуласси ҫинчен ӗмӗтленнӗ, анчах та ку ӑна хӑйӗн Дрейяк текен янӑравлӑ хушамачӗ умӗн ҫемҫетекен сыпӑк — «де» лартма (ҫакна тума унӑн тивӗҫ ҫук пулин те) кансӗрлемен.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Унта манӑн чуншӑн ҫывӑххи питӗ нумай, ҫынсем пурӑнса ирттерекен пурнӑҫри килӗшӳсӗр, юрӑхсӑр енсене тарӑхни, ӳпкелени питӗ нумай; ӑна вуланӑ чух темле тӑванлӑ, ҫывӑх, хӑвӑн пурнӑҫӑнта пулнине аса илнӗ пек туйӑнать.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
— Эсир Жорж Санд кӗнекисене пит нумай вуланӑ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Мӗскӗн идальго пит нумай кӗнекесем, историсем, кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ тӗлӗнмелле япаласемпе тата курса ҫӳренисем ҫинчен вуланӑ.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— Эпӗ хам та ҫамрӑк чухне ҫапкаланса ҫӳрекен рыцарьсем ҫинчен нумай вуланӑ.— Я сам слишком много читал в юности о странствующих рыцарях.
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Хулӑ ҫӗкленӗ аллинчех хытса тӑнӑ: ача вуланӑ.Хворостина замерла в поднятой руке хозяина: мальчишка читал.
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Де Вегӑн комедийӗсенче ҫамрӑк кабальерсем хитре хӗрсен чӳречисем умӗнче серенада юрланӑ, тӗттӗмре хӗҫсемпе ҫапӑҫнӑ, янӑравлӑ сӑвӑсене вуланӑ.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Корана лӑпкӑн вуланӑ хыҫҫӑн тыткӑнрисене яланах пушӑпа хӗненине пӗлнӗ вӗсем.Они знали, что мирное чтение корана часто кончается ударами плетью.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӑл пиҫиххи ҫинчи шӑрҫисене шутаркаланӑ, ҫӳлелле тинкерсе, шурса кайнӑ тутисене пӗр чарӑнмасӑр мӑкӑлтаттарнӑ — кӗлӗ вуланӑ пулас.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ҫак вӑхӑт хушшинче вӑл нумай вуланӑ тата вӗреннӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Король ҫуртӗнче ӗҫлекен ыйхӑланӑ хӑйкӑлти сассипе приговора вуланӑ: «… айӑллине вара, Мигель Сервантеса, тытмашкӑн мӗнпур майсем йышӑнса, халӑх куҫӗ умӗнче сылтӑм аллине касса татмалла тата королевствӑн ҫӗршывӗнчен вунӑ ҫуллӑха кӑларса ямалла»…
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.