Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑйлӑ ҫил хӑваласа пыракан чалӑш ҫумӑр витререн янӑ пек ҫӑвать; хулӑн пуставран ҫӗлетнӗ тумтирлӗ Василин ҫурӑмӗ тӑрӑх таса мар шыв кӳме ҫитти ҫинче пухӑннӑ кӳлленчӗке йӑрӑлтатса юхать.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫил юлашки хут хыттӑн, пӗтӗм вӑйпа вӗрсе иртрӗ те — ҫумӑр ҫак саманта кӗтсе тӑнӑ пекех шавласа, «кӗмсӗртетсе, пирӗн ҫине витререн сапнӑ пек сапма тапратрӗ.
37 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кочегар кружка ярса тытать те, витререн шыв ӑсса, ӑна ланкӑртаттарсах ӗҫсе ярать.
Пӑрахут ҫинче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
— Курӑр-ха ӗнтӗ: кӑшт-кашт кӑна ҫумӑр ӳккелесе илмелле тесе пӗлтерчӗҫ, халӗ вара — витререн янӑ пек тӑкать.— Смотри-ка, что творится: обещали незначительные осадки, а дождь льет как из ведра.
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Вӑл тӑчӗ те тухса кайрӗ; Кулине валашка илсе сак ҫине лартрӗ, алӑк умӗнче тӑракан витререн тата кӑмакари чукунран вӗри шыв тултарса, ҫаннисене тавӑрса аллине шыва чиксе пӑхрӗ.
X // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Вӑл тин ҫеҫ чӑмӑртаса кӑларнӑ пӑтранчӑк эрехе витререн кружкӑпа ӑсса илчӗ те, ӑна Василь умне лартрӗ, хӑй кӑшт айккинерех ларчӗ, янахӗпе чӑмӑрӗсем ҫине таянса, Василь ҫине амӑшӗн ырӑ куҫӗсемпе пӑхрӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Денис кӑтӑклакан шыва витререн ун ҫурӑмӗ ҫине пӗр хӗрхенмесӗр тӑкать, лешӗ, киленӳллӗн кукӑрӑлкаласа, лашалла тулхӑрать, ахӑлтатать, шыва пур еннелле те сирпӗтет.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл кухньӑна кайрӗ, витререн шыв ӑсса стакана ячӗ, унтан пӗр харӑсах, пер ҫӑвар туса ӗҫсе яма хӑтланчӗ, анчах пуҫне мӗнле ҫӗклерӗ пулин те, ҫӑварне епле кӑна кармарӗ пулин те — май килтереймерӗ, хӑй тӑрӑх кӑна тӑкса пӗтерчӗ.
Ӑнланма май ҫук япала // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Тавралӑх тӗксӗмленчӗ, унччен те пулмасть ярт! ҫутатса ячӗ, пуҫ тӑрринче аслати, тупӑ пек, кӗмсӗртетрӗ, витререн янӑ пек ҫумӑр ҫума пуҫларӗ…
Женька // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ултӑ витререн кая мар шыв кирлӗ пулать вӗт.
«Хир чӑххилле пурӑнни» // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Эпӗ вӗсене типӗ илсе килесшӗнччӗ, анчах ҫумӑр витререн тӑкнӑ пекех ҫӑвать.Я старался донести все это сухим, но дождь льет как из ведра.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Витререн юхтарнӑ пек ҫумӑр ҫунӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ульсон сивӗ шыва витререн антӑхса кайсах ӗҫрӗ.
Машенька-Маш-ша // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Тен, вӑл витререн шывне ҫуррине тӑкнӑ та пулӗччӗ.
Ҫырма хӗрринче // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Манька каллех нӑйкӑшма пуҫласшӑнччӗ, анчах чарӑнчӗ, витререн пысӑк улма илчӗ те питӗ ӑста шуратма тытӑнчӗ, ҫӳхе те вӑрӑм хупӑ, спираль пек явӑнса, урайне ӳкет.
Шавлӑ халӑх // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ярӑр тӳрех витререн, — хушрӗ фельдшер.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Яшка пиҫсен пурте ҫиме ларчӗҫ, яшкана витререн хӑйсем тунӑ кашӑксемпе, ҫӑварӗсене пӗҫерте-пӗҫерте хыпаланса ҫирӗҫ.Похлебку ели жадно, черпая из ведра самодельными ложками и обжигая рты.
51 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ҫумӑр вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пыра пуҫларӗ, юлашкинчен вара витререн тӑкнӑ пекех тӑкса ячӗ.Дождь все усиливался и скоро превратился в настоящий ливень.
Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.
Ун пӑккине уҫнӑ чухне ӑна витререн кӑлармаҫҫӗ.
Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ӑшӗ ҫуннине пусарас тесе, вӑл витререн пӗр курка шыв асрӗ, ӗҫесшӗн пулнӑ чух хӑйӗн мӗлкине асӑрхарӗ: тахӑш вӑхӑтра ун ҫамкине ӗмӗрне хӑпса ӳкми пӗр карӑнтӑк тарӑн йӗр хывӑннӑ.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.