Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ качча пынӑ чухне пӑянам вилнӗччӗ ӗнтӗ.
Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
8. Смирна Чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: «Малтанхи, Кайранхи вилнӗччӗ, акӑ халӗ чӗрӗ. Вӑл ҫапла калать: 9. Эпӗ санӑн ӗҫӳсене, хӗн-хурна, ҫуклӑхна пӗлетӗп (ҫапах эсӗ пуян); хӑйсене иудей теекенсем сана хӑртнине те пӗлетӗп, вӗсем иудей мар, вӗсем шуйттан эшкерӗ. 10. Хӑвӑн мӗн тӳсмелле пулассинчен пачах та ан хӑра. Акӑ шуйттан сире сӑнасшӑн хӑшне-пӗрне тӗрмене хупса лартӗ, сирӗн пӗр вунӑ кунччен асап курмалла пулӗ. Виличченех тӗрӗс тӑр, вара сана телейлӗ пурӑнӑҫ парӑп. 11. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекен иккӗмӗш вилӗмрен сиен курмӗ».
Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Хӑйӗн сылтӑм аллине ман ҫине хучӗ те каларӗ мана: ан хӑра: Эпӗ — Малтанхи, Кайранхи, 18. Эпӗ чӗрӗ; Эпӗ вилнӗччӗ, акӑ ӗнтӗ ӗмӗр-ӗмӗрех чӗрӗ, аминь.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсир ӗнтӗ усал ӗҫӗрсене пула, ҫылӑха кӗнине пула вилнӗччӗ: 2. эсир ӗлӗк ҫав ҫылӑхӑрсене ҫак тӗнче йӑлипе, сывлӑшра хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе, Турра хирӗҫлекен ҫынсем ӑшӗнче халӗ хӗтӗртсе тӑракан сывлӑш ирӗкӗпе туса пурӑннӑ; 3. эпир те ӗлӗк пурсӑмӑр та ӳт хыҫҫӑн кайса, ӳт мӗн тӑвас тенине, шухӑша мӗн килнине туса айӑпа кӗрсе пурӑннӑ, ыттисем пекех чӑнахах ҫилӗ ҫитес ачасем пулнӑ.
Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Павел вӑрахчен калаҫнӑ хушӑра чӳрече янахӗ ҫинче ларакан Евтих ятлӑ пӗр яш ача ҫывӑрсах кайнӑ, ыйхӑллӑскер сулӑнса кайса ҫуртӑн виҫҫӗмӗш хутӗнчен персе анчӗ; ҫӗртен ҫӗклерӗҫ те — вӑл ӗнтӗ вилнӗччӗ.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ашшӗ ӑна каланӑ: «эй ывӑлӑм! эсӗ яланах манпа пӗрле, манӑн мӗн пурри пурте санӑн; 32. мӗнле савӑнас-хӗпӗртес мар-ха: санӑн ку шӑллу вилнӗччӗ — ӗнтӗ чӗрӗлчӗ, ҫухалнӑччӗ — ӗнтӗ тупӑнчӗ» тенӗ.
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ашшӗ вара хӑйӗн чурисене ҫапла хушнӑ: «чи лайӑх тумтир илсе килсе тумлантарӑр ӑна, пӳрнине куҫлӑ ҫӗрӗ тӑхӑнтартӑр, урине тӑхӑнмалли парӑр; 23. тата ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва илсе килсе пусӑр — ӗҫсе ҫиер, савӑнар: 24. ку ывӑлӑм маншӑн вилнӗччӗ — ӗнтӗ чӗрӗлчӗ, ҫухалнӑччӗ — ӗнтӗ тупӑнчӗ» тенӗ.
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2