Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ват сăмах пирĕн базăра пур.
ват (тĕпĕ: ват) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ват хӑмпин, ват ҫулӗсен, пӗвер ӗҫӗ пӑсӑлсан сехре /ват шӗвекӗ/ тухасси йывӑрланать.

Куҫарса пулӑш

Ват хӑмпи япӑх ӗҫлет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Ват ҫынсем вӑййа тухас ҫук-ха, ват ҫынсем туя та каяс ҫук.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫамрӑксем хушшинче ват ҫын чӗри те ҫамрӑк, ват ҫын чӗри те хӗрӳ.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тьфу, тепӗр тесен, ват хусах, ват хур аҫи пекех каркаланса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл этем организмӗнче тӑватӑ шӗвек балансра пулмалла тесе ҫырнӑ: хура ват, сарӑ ват, юн тата йӳлеке.

Куҫарса пулӑш

Мӗлкесем ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1266

Вӑл хӗрсем ҫине ӑшшӑн пӑхрӗ те: — Ват ҫынна хисеплени паха, хӗрсем. Ват ҫынна хисеплекен ҫамрӑкран ҫын пулать, — тесе ырларӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эс ват ҫынни ват ҫын та сав, ҫапах та чӗлхӳ чарусӑртарах сан, Тукай мӑрса, — терӗ вӑл кӑшт шухӑшласа тӑрсан.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ват хурама, ак, тӑнк тӑрать пек, Сӑнать пек вӑрттӑн, пытанса, Таҫта ват ӳхӗ ӳхӗрет пек, Те хурланса, те ылханса.

Куҫарса пулӑш

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Агрономпа Ятман вара ҫынсем пур чухнех тем те пӗр калама хатӗр, вӗсемшӗн ват ҫын та ват ҫын мар.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ват ҫын ват ҫынах ҫав, старик хӑйӗн кӳршисемпе нумайччен кӑштӑртатрӗ, юлашкинчен вара урайне Пинеҫ сарса панӑ юркав ҫине пӗр купа ҫӳҫ тата сухал касса тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ват ӗни вара каланӑ: «Ачам, эсӗ, ват ӗне пулнӑ пулсан, чупма ҫӑмӑл ҫӗрте ура ҫинче тытӑнса тӑма хӗннине пӗлнӗ пулӑттӑн», — тенӗ.

Старая корова сказала: «Кабы ты был не теленок, ты бы знал, что, где легче скакать, там труднее держаться».

Пӑру // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Йӗкӗт пулнӑ пулсан юрӗччӗ хуть, ача-пӑча кулли вӗт-ха, ват пуҫӗпе ҫӗрле урамра ташласа ҫӳрет! — кӑшкӑрса тӑкрӗ ӑна улӑм ҫӗклесе пыракан пӗр ватӑрах хӗрарӑм. — Каях киле!

Добро бы еще хлопец какой, а то старый кабан, детям на смех, танцует ночью по улице! — вскричала проходящая пожилая женщина, неся в руке солому. – Ступай в хату свою.

II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Кайрӑмӑр, ват супнӑ, пирӗн пӗр кантӑк хуппин тӑпси татӑлнӑ, кирлӗ пек тӳрлет ӑна, атту, ҫӗрле ҫил тухсан кантӑка ватса пӑрахӗ».

«Пойдем, старый, у нас ставня на одном окошке сорвалась с петли, навесь ее как следует, а то, не дай бог, подует ночью ветер и расколотит нам окошко».

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ытларах ват ҫынсем юлчӗҫ ҫав кунта.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хӑна шӗлепкине хыврӗ, ҫӳҫӗ шап-шурӑ, ват ҫынна илемлӗх кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Кама кирлӗ эпӗ, чӑрмантарӗ ҫеҫ вӗсене ват хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Юлать ват хур — килти хурал, Ун чунӗ шутсӑр кӗвӗҫет: Алла пӗлмен хур-кӑвакал Ӑш курорта, инҫе вӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӑвар тӑкать ват хурама, Анчах кӑварӗ ӑшӑтмасть.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пурнӑҫ — сивӗ мыскара: Эп куратӑп Кампура — Васкасах чупса килет — Редакцилет ват тилле…»

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Уҫланкӑра, сӗм вӑрманта, Юмах калать ват тунката.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех