Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ашшӗсенчен (тĕпĕ: ашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ вӗт ытти ашшӗсенчен лайӑх мар, анчах вӗсенчен япӑх та мар…

Я же не лучше, но и не хуже других отцов…

9 сыпӑк // .

25. Сирӗн аҫӑрсем Египет ҫӗрӗнчен тухнӑранпа паян кунчченех Эпӗ сирӗн патӑра Хамӑн чурамсене — пророксене — ярсах тӑтӑм, ҫине-ҫинех ярса тӑтӑм; 26. анчах вӗсем Мана итлемерӗҫ, хӑлхине таймарӗҫ, чурӑслансах кайрӗҫ, хӑйсен ашшӗсенчен те киревсӗртерех хӑтланчӗҫ.

25. С того дня, как отцы ваши вышли из земли Египетской, до сего дня Я посылал к вам всех рабов Моих - пророков, посылал всякий день с раннего утра; 26. но они не слушались Меня и не приклонили уха своего, а ожесточили выю свою, поступали хуже отцов своих.

Иер 7 // .

11. Ватӑ ҫын сӑмахне ан манӑҫла: вӗсем те ашшӗсенчен вӗренсе юлнӑ, 12. эсӗ те вӗсенчен ӑслӑ-тӑнлӑ пулма вӗренӗн, кирлӗ вӑхӑтра мӗн хуравламаллине ӑнкарӑн.

11. Не удаляйся от повести старцев, ибо и они научились от отцов своих, 12. и ты научишься от них рассудительности и - какой в случае надобности дать ответ.

Сир 8 // .

17. Итле-ха мана, эпӗ сана хам мӗн курнине каласа кӑтартам, 18. ӑслӑ ҫынсем мӗн илтнине каласа парам, вӗсем хӑйсен ашшӗсенчен мӗн илтнине пытарса хӑварман, 19. ҫӗре пӗр вӗсенӗн ашшӗсене ҫеҫ панӑ пулнӑ, вӗсенӗн хушшинче ют ҫын ҫӳремен.

17. Я буду говорить тебе, слушай меня; я расскажу тебе, что видел, 18. что слышали мудрые и не скрыли слышанного от отцов своих, 19. которым одним отдана была земля, и среди которых чужой не ходил.

Иов 15 // .

22. Иуда Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, Ӑна вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗсемпе ашшӗсенчен те ытларах ҫиллентернӗ.

22. И делал Иуда неугодное пред очами Господа, и раздражали Его более всего того, что сделали отцы их своими грехами, какими они грешили.

3 Пат 14 // .

19. Анчах, тӳре вилсенех, вӗсем каллех ашшӗсенчен начартарах тума пуҫланӑ: урӑх турӑсен енне сулӑнса вӗсене пӑхӑннӑ, пуҫҫапнӑ.

19. Но как скоро умирал судья, они опять делали хуже отцов своих, уклоняясь к другим богам, служа им и поклоняясь им.

Тӳре 2 // .

20. Иордан тӗпӗнчен илнӗ вуникӗ чула Иисус Галгал хулинче купаласа лартнӑ, 21. вара Израиль ывӑлӗсене каланӑ: ӳлӗм сирӗн ывӑлӑрсем хӑйсенӗн ашшӗсенчен: «Ку чулсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн, 22. ывӑлӑрсене ҫапла калӑр: «Израиль ҫак Иордан урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ» тейӗр: 23-24. сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр эпир ӗлӗк Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫса кайиччен ӑна типӗ тӑратнӑ пек, [сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр] ҫак Иордана та эпир ун урлӑ каҫса кайиччен типӗ тӑратрӗ, ҫакна Вӑл Ҫӳлхуҫа алли хӑватлине ҫӗр ҫинчи пӗтӗм халӑх пӗлсе ҫиттӗр, сирӗн хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан ӗмӗр хӑраса пурӑнмалла пултӑр тесе тунӑ, тенӗ.

20. И двенадцать камней, которые взяли они из Иордана, Иисус поставил в Галгале 21. и сказал сынам Израилевым: когда спросят в последующее время сыны ваши отцов своих: «что значат эти камни?», 22. скажите сынам вашим: «Израиль перешел чрез Иордан сей по суше», 23. ибо Господь Бог ваш иссушил воды Иордана для вас, доколе вы не перешли его, так же, как Господь, Бог ваш, сделал с Чермным морем, которое иссушил [Господь, Бог ваш,] перед нами, доколе мы не перешли его, 24. дабы все народы земли познали, что рука Господня сильна, и дабы вы боялись Господа, Бога вашего, во все дни.

Нав 4 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех