Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ашшӗпе (тĕпĕ: ашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫамрӑклах ӗҫе хӑнӑхса ӳснӗ, ашшӗпе Василий Ильичпа пӗрле комбайнпа ӗҫлеме ҫӳренӗ, амӑшӗ – Вера Ивановна – тирпейлӗхе ачаранах хӑнӑхтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пӑрчӑканӑм эсӗ манӑн...» // Альбина Иванова. https://avangard-21.ru/gazeta/52941-p-rc ... m-es-man-n

Ҫавӑн пек пулӑшӑва нумай ачаллӑ ашшӗпе амӑшӗ, пысӑках мар тупӑшлӑ ҫынсем, I ушкӑн инваличӗсем, ҫавӑн пекех инвалид-ачасене пӑхакан ҫынсем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем тата вӗсен ҫемйисен членӗсем илеҫҫӗ.

Такую поддержку получают многодетные родители и люди с невысокими доходами, инвалиды I группы, а также люди, ухаживающие за детьми-инвалидами, ветераны Великой Отечественной войны, участники специальной военной операции и члены их семей.

РФ влаҫӗсем социаллӑ газификаци валли тата 1 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... rn-4131148

Ашшӗпе амӑшӗн ҫулне суйласа илнӗ ывӑл.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе утнӑ Геннадий Петрович Петрова асӑнса // Роза ПЕТРОВА—АХТИМИРОВА. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... va-asansa/

Ашшӗпе амӑшӗн ҫулӗпе утрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе утнӑ Геннадий Петрович Петрова асӑнса // Роза ПЕТРОВА—АХТИМИРОВА. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... va-asansa/

Аслӑ ывӑлӗ Геннадий ашшӗпе амӑшӗн ҫулне суйласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе утнӑ Геннадий Петрович Петрова асӑнса // Роза ПЕТРОВА—АХТИМИРОВА. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... va-asansa/

Ӑраскалӗ вӗсен телейлӗ, ашшӗпе амӑшне савӑнтармалли пулнӑ пулас — пурте вӑрҫӑ хирӗсенчен киле сывӑ таврӑнма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ентеш-фронтовик 101 ҫулта! // Вячеслав СИДОРОВ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... 101-culta/

Костя ашшӗпе пӗрле-ши?

Куҫарса пулӑш

Каҫхи шкулта // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Тӑлӑх ӳснӗ, ашшӗпе амӑшне шыраса, таҫта та ҫитсе пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эдик ӗҫе кӗресшӗн // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Атаркин ашшӗпе амӑшӗ патне те ҫавӑн пек ҫыру янине пӗлсен вара хӗрсем Костя ҫинчен калаҫма пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ашшӗпе амӑшӗ чун тӗпренчӗкӗсене Матвей тата Макар ятсем ҫыртарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тури Туҫари Мулюковсен пысӑк савӑнӑҫ - йӗкӗреш ҫуралнӑ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/52518-turi ... esh-curaln

Турханти ултӑ ача ашшӗпе амӑшне Николайпа Агафия Ершовсене изумруд, Пӑлаккасинчи Арсентийпе Зоя Хитровсене муниципалитет округӗнчи ЗАГС пайӗ тата ҫывӑх тӑванӗсем бриллиант туй ячӗпе ӑшшӑн саламлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ илемӗ - иккӗнре // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/52516-purn ... em-ikk-nre

Етӗрне округӗнче Михаил Белов ашшӗпе Леонид Беловпа вӑрманта Сӑр хӳтӗлев чиккин пӗр пайне тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Етӗрне тӑрӑхӗнче Сӑр хӳтӗлев чиккин пайне тупнӑ // Софья Савнеш. https://www.chuvash.org/news/40223.html

Ватӑсене хӗрӗ Галина пӑхать, вӑл, ҫамрӑк чух хулара ӗҫлесе пурӑннӑскер, тивӗҫлӗ канӑва тухсан ашшӗпе амӑшне пӑхма яла килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре яланах малта пулнӑ // Вера Александрова. https://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem ... alta-pulna

Атте ыхра-сухан питӗ юратать тата, – мӑнаҫланчӗ ашшӗпе.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ветеран 100 ҫул тултарчӗ // Ирина КУЗЬМИНА. https://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem ... ul-tultarc

Вӑл шутра октябрьте икӗ ашшӗпе амӑшне ҫак ятпа саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑмсен ӗмӗрӗ вӑрӑмрах // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51741-kh-r ... -v-r-mrakh

Ултӑ ача ашшӗпе амӑшӗ 65 ҫул пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн, изумруд, тимӗр туйсемпе саламлӗҫ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51682-ylt- ... e-salaml-c

ПАТӐРЬЕЛӖНЧИ пӗрремӗш вӑтам шулта 4а класра вӗренекен Василиса Иванова вӗренӳ отличници ҫеҫ мар, вӑл шкул тулашӗнчи мероприятисене те хастар хутшӑнать, спортра та (триатлон енӗпе ӑмӑртса тӗрлӗ хулана та ҫитнӗ, малти вырӑнсене йышӑнать) кӑтартуллӑ, пушӑ вӑхӑтра ашшӗпе амӑшне кил-тӗрешре пулӑшнисӗр пуҫне тӗрлӗрен темӑпа ӳкерме, сӑвӑсем вулама тата вӗсене пӑхмасӑр вӗренме юратать.

Куҫарса пулӑш

Василиса Иванова пысӑк ҫемьере, пысӑк ӗмӗтпе ӳсет // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51864-vasi ... -m-tpe-set

Ашшӗпе амӑшне тивӗҫлӗ ывӑл пӑхса ҫитӗнтернӗшӗн те палӑртнӑ вӗсенче.

Куҫарса пулӑш

Ывӑлӗ ҫарта, амӑшӗ тылра хастар // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51807-yv-l ... ra-khastar

Каярахпа ачасем хӑйсем те кил-тӗрешри ӗҫсенче ашшӗпе амӑшне пулӑшма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун-чӗре ӑшши пурне те ҫитет // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51803-chun ... e-te-citet

Паттӑрӑн ашшӗпе амӑшӗ, икӗ аппӑшӗ тата тӑванӗсем те ӑмӑртӑва йӗркелеме хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саша ячӗпе – турнир // Надежда КОШЕЛЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51756-sash ... -pe-turnir

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех