Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ашшӗпе (тĕпĕ: ашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑлхаран туй шӑв-шавӗ кайса пӗтменччӗ-ха — Утмӑшран усал хыпар килсе ҫитрӗ: уй хуралҫипе арӑмне — Уҫтук ашшӗпе амӑшне ӗнтӗ — хирте аҫа ҫапса вӗлернӗ!

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Виҫҫӗмӗш курс пӗтерсе тӑван яла таврӑнсан, ашшӗпе амӑшӗ ӑна васкасах авлантарса яраҫҫӗ, хӗрне те хӑйсемех тупса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗр-пӗччен иккен вӑл: ашшӗпе амӑшӗ унӑн вӑл госпитальре вилес пек выртнӑ чухне ҫӗре кӗнӗ; тӑван-хурӑнташ ҫук, авланма ӗлкӗреймен-ха.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кӗлетне, чӑх витине, теплицине вӑл ашшӗпе амӑшӗ ҫӗре кӗнӗ хыҫҫӑн тунӑ, кунсӑр пуҫне, пӳрте тул енчен хӑма ҫапса сӑрланӑ, пахчана ҫырма еннелле чылай сарнӑ та йӗри-тавра тимӗр карта тытнӑ, верандӑна пысӑклатнӑ — ҫакна, май пулсан, ашшӗ-амӑшне кӑтартса мухтанасшӑн Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ашшӗпе амӑшне тепӗр хут аса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эпӗ Ҫтаппан хӑй ашшӗпе пӗрле пирӗн ял лавккинче ӗҫленине аса илтӗм, ҫавна аса илнӗрен те кулмасӑр чӑтаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Часах хӗрачасем патне ашшӗпе Тима пычӗҫ: киле хӑпарма вӑхӑт ҫитрӗ.

Скоро к девочкам пришли папа и Тима: пора домой.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

Ашшӗпе амӑшӗ ҫуралса ӳснӗ ҫӗрте, Ҫавал тӑрӑхӗнчи пӗр ялта, Инесса тӑхлачӑн мӑнаккӑшӗ пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— «Сулагаевсен ашшӗпе амӑшӗ мунча кӗме кайсан ӑнсӑртран сӗрӗм тивнипе вилнӗ», — ҫапларах калаҫҫӗ ялти ватӑсем, ман аттепе аннене (ялти пек каласан, Петӗр пиччепе Марье инкене) аса илсен.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— «Кулаксене пӗтереҫҫӗ» тенӗ сӑмах сарӑлнӑ ҫул Игнат Петровичӑн ашшӗпе амӑшӗ иккӗшӗ те сасартӑк сарӑмсӑр вилеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ашшӗпе калаҫсан тин вӑл ҫакна пӗлчӗ: «Капкӑнӑн» ҫӗнӗ номерӗнче Сулагаев ҫинчен фельетон ҫапӑнса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ашшӗпе амӑшӗ, Федоров Михаил Федоровичпа Степанова Анна Степановна, хӑй вӑхӑтӗнче Тӑрмӑш салинчен Микушка ялне куҫса тӗпленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускав пӗлӗтне хӳтӗленӗ хӗр // Алевтина Волкова. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%bc%d1% ... 85e%d1%80/

Ачасене мӑйӑра шӑлпа катма чарчӗҫ: кун валли ашшӗпе амӑшӗ ыхра имӗрмеллипе усӑ курмалла терӗҫ.

Детям запретили колоть их зубами: для этого родители приспособили чеснокодав.

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

Тимофей пӗшкӗнсе йӑлӑхрӗ те ашшӗпе пӗрле мӑйӑра йывӑҫ ҫинчен пуҫтарма пуҫларӗ.

Тимофею же надоело нагибаться, и он стал помогать папе собирать орехи с деревьев.

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

Ашшӗпе амӑшӗ хушшинчи юрату пепкисемшӗн чӑннипех те пысӑк тӗслӗх пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Василий енне пӑхса, анне ӳлесех макӑрать (эпӗ упӑшкан ашшӗпе амӑшне «атте», «анне» теттӗм)…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Ашшӗпе амӑшӗ унӑн урӑх хулана, кӑнтӑра куҫса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Кайран института пӑрахса кайнӑ чухне, Радик каллех ашшӗпе амӑшӗн ҫав калаҫӑвне аса илнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Радик ун чухне хӑй пӳлӗмӗнче уроксем хатӗрлетчӗ, ашшӗпе амӑшӗ юнашар пӳлӗмреччӗ, лӑпкӑн тем ҫинчен калаҫса ларатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Вӑл икӗ ҫул каялла пӗррехинче ашшӗпе амӑшӗ калаҫнине вӑрттӑн итлесе тӑнӑччӗ, халь профессор патӗнче вара тӳрех ҫавна аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех