Шырав
Шырав ĕçĕ:
Амӑшӗ пӗрре кулать, тепре айван ачана ачашлать.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Хе, Ҫтаппан Кӗркурийӗн теме пӗлет тата! — палламан ҫын, чӑшӑл-чӑшӑл сухаллӑскер, Вихтӗре вӑшт ҫӗклесе ҫурӑмран ачашлать, питӗнчен хӑвӑрт-хӑвӑрт чуптӑвать, ыталать, пӑчӑртать.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Сирӗн пирки те темех ыррине калаймӑн, хӑшӗн пирки ку идеаллӑ тесе шутлатӑн кӑна, вӑл вара, кам ӑна ачашлать, унӑн ҫунапи айне васкать.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Камай ун патне пырать те ҫепӗҫҫӗн ҫурӑмӗнчен ачашлать.
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.
Пит хумханнипе ним те калаймасть хӑй: пӗрре ҫӑпаталлӑ арӑмне, тепре, арӑмӗ тӗлӗнсе сӑнанине пӑхмасӑрах, Ултуттие те чунтанах ыталать; Услантӑр мучие те ҫупӑрлать, Шӑнкӑрча та ачашлать; вара, хавассӑн хашлатса, тин кӑна йывӑр ҫӗклем пӑрахнӑн кӑшкӑрса ярать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Хӗрача ӑна тӑратасшӑн тӑрмашать, амӑшӗн аллинчен туртать, питӗнчен ачашлать…
II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Поэтӑн чунӗ пысӑк, вӑл кулать, питлет, юратать, ачашлать.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Хӑй ҫав вӑхӑтра йӗнине палӑртас мар тесе ачине ыталаса илсе унӑн ҫуллахи хӗвелпе шупкаланнӑ пуҫне ӗҫпе касӑлнӑ ал лаппипе ачашлать.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
Вырӑнӗ хитре кунта: хыр-чӑрӑш вӑрманӗн таса сывлӑшӗ кӑкӑра ачашлать, ӳпкене тасатать.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Раман ҫамрӑк хӗрарӑма пуҫӗнчен ачашлать, лӑпкать, ӑшӑ сӑмахпа лӑплантарать.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Лесник пӳрчӗ хыҫӗнчи чӑрӑш тӑррисемпе выляса, уйӑх майӗпен имшер ҫутине пӗве тӗкӗрӗ ҫине сапалать, сулӑ ҫинче салтак бушлачӗ пӗркенсе ларакан Тамарӑна питрен ачашлать.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Лешӗ хаваслӑн ыталать, чуптӑвать пепкене, ачашлать, хӑйӗн ачи пекех савӑнать.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӑштӑр-вӑштӑр ҫил ӳт-пӗвӗсене ачашлать.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Вӑхӑт шелсӗр питрен ҫупать, Вӑхӑт — амӑшӗ пек ачашлать.
Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.
Анӑҫалла сулӑнса ҫинҫе вӑрӑм урисемпе инҫетри Сӑр хӗрринчи вӑрман ҫине чӗркуҫленнӗ хӗвел Автанкасси таврашӗнчи вӑрмана, улӑх-ҫарана, уй-хире кӗрен ҫутӑпа ачашлать.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ял ҫумӗнчи вӑрман ҫине таяннӑ хӗвел тавралӑха кӗрен пайӑркисемпе ачашлать.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Савӑнса кайнӑ йӑваш чӗрчун Аркаша хӗрлӗ чӗлхипе аллинчен ҫулать, тяппипе питӗнчен ачашлать.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Хӑй куккӑшӗн сӑмсинчен Чӗкеҫ тытрӗ алтутри; Йӗри-тавра ик енчен Элмен пурҫӑн ун тӗрри — Вут-кӑвар пек ялкӑшать, Хаяр куҫа ачашлать…
VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Турра шӗкӗр, упӑшка тивмест, кушака ачашланӑ пекех ачашлать.
Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.
Ферма пуҫлӑхӗ Семен Дмитриевич сехӗрленнӗ ӗнене пуҫӗнчен ачашлать.
Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.